Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пай çĕрĕпе мĕн тумалла?

04 февраля 2017 г.

1991 çултан тытăнса, колхозсемпе совхозсен тытăмне çĕнĕлле йĕркелеме пуçланă май, пирĕн çĕршывра пурăнакансенчен чылайăшĕн ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пай çĕрĕсене харпăрлăха илме май пулса тăчĕ. Федерацин 2003 çулхи 101-ФЗ № саккунĕпе килĕшÿллĕн пай е пай çĕрĕ ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсен пĕрлехи харпăрлăхĕнчи пай çĕрĕ шутланать. "Ку вăл пысăк участокăн пĕрлехи пай харпăрлăхĕ. Пай çĕрĕн çирĕплетнĕ чиккисем çук, ку участок пысăк çĕр участокĕ шутĕнче хăш вырăнта вырнаçнине конкретлă палăртман. Çавна пула хăш чухне пай çĕрĕсен хуçисем хăйсен пурлăхĕпе епле майпа тухăçлăрах усă курасси пирки те тĕрĕс ăнланса çитеймеççĕ", - каласа парать Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертÿçин çумĕ Ирина Пудова.

Сăмахран, ку пурлăхпа тупăш илме те усă курма пулать. Калăпăр, арендăна пама, çапла вара укçан е туса илнĕ ял хуçалăх культурин пĕр пайне илме. Паянхи кун пай çĕрĕ пуррисен хăйсен ирĕкĕпе унпа хăйсем пĕлнĕ пек усă курма право пур:

1. Хăйсен пайне çĕрпе усă куракан ял хуçалăх организацийĕн устав капиталĕн шутне пама пултараççĕ.

2. Пай çĕрне шанăç управленине пама, пай çĕрĕпе усă куракан тепĕр çынна е ял хуçалăх организацине сутма е парнелеме ирĕк пур.

3. Çавăн пекех пай çĕрĕн хуçисем çĕр участокĕ кирлĕ марри пирки те пĕлтерме пултараççĕ.

Пай çĕрĕ кирлĕ марри пирки пĕлтерме укçа тÿлемелле мар. МФЦ офисĕнче заявлени кăна çырса памалла. Пай çĕрĕн харпăрлăхĕн правине пĕтерни пирки патшалăх регистрацийĕн реестрĕнче çырса хунă хыççăн пай çĕрĕн харпăрлăх прави пĕтет.

Енчен те пай çĕрĕн хуçи унпа урăхла майпа усă курасшăн, сăмахран, пай çĕрĕн харпăрçи шутланман çынна сутасшăн пулсан, малтанах конкретлă çĕр участокне пĕрлехи пайран уйăрса харпăрлăх правине Росреестрта регистрацилеме тивет. Патшалăх регистрацийĕ тунă хыççăн вара конкретлă çĕр участокĕн харпăрçи унпа хăй пĕлнĕ пек усă курма пултарать. Анчах та çĕр участокне мĕн тĕллевпе усă курма уйăрнине шута илме тивет. Сутма вара уйрăм çынна та, предприяти-организацие те юрать.

Сутнă чухнехи законодательство требованийĕсем пирки асăнса хăвармалла. Малтанах çĕр участокĕн харпăрçи ăна хăй ыйтакан хакпа туянма Чăваш Республикине тата муниципалитета сĕнме тивĕç. Республика тата муниципалитет çĕр участокне туянма килĕшмеççĕ е сутакана кун пирки извещени илнĕренпе 30 кун хушшинче çыру çырса пĕлтермеççĕ пулсан, çĕр хуçи участока сутса яма пултарать. Анчах та çĕр участокĕн хакĕ извещенире кăтартнинчен кая пулмалла мар.

Хальхи вăхăтра ял тăрăх администрацийĕсем усă курман пай çĕрĕсене суд йышăнăвĕпе ыйтман çĕр участокĕсен шутне кĕртессипе çине тăрса ĕçлеççĕ. Ыйтман пай çĕрĕсем шутне гражданин çĕр участокне 3 çул хушши ни арендăна паман, ни ытти майпа та усă курман пулсан кĕртеççĕ. Е пай çĕрĕн хуçи вилнĕ, е çук пулма та пултарать.

Енчен те пай çĕрĕн харпăрлăх правине харпăрлăх правин реестрĕнче (ЕГРП) регистрациленĕ пулсан, кун пек пай çĕрĕсене ыйтманнисен шутне кĕртме пултараймаççĕ. Ыйтман пай çĕрĕсене ял тăрăхĕ суд йышăнăвĕпе муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетет.

М. ИВАНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика