04 февраля 2017 г.
Февралĕн 2-мĕшĕнче Уйкас Янасал ял тăрăхĕнче пурăнакансем иртнĕ çулхи ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕç, умри тĕллевсене тишкерчĕç. Чи малтанах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С. Никифорова пухăннисем умĕнче отчетлă доклад турĕ.
- Ял тăрăхĕн тĕп тивĕçĕ çынсен пурнăç условине ăнăçлăрах тăвасси, канупа ĕç вăхăтне тухăçлăрах йĕркелесси, обществăлла йĕркелĕхе шайлаштарса тăрасси, вĕсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пулса тăрать, - терĕ Светлана Георгиевна отчет пуçланă май.
Ял тăрăхĕ 7 ялтан тăрать, территори 2425 гектарпа танлашать, пĕтĕмпе 386 хуçалăх, вĕсенче 954 çын пурăнать. Кашни хуçалăхри ĕç-хĕле тишкернĕ май, 445 çын тĕрлĕ ĕçре вăй хуни, 102-шĕ ниçта та тимлеменни курăнать.
Территорире Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх аталанать. Вырăнти шкулта 48 ача, шкулчченхи хатĕрленÿ ушкăнĕнче 18 ача. Çавăн пекех социаллă ытти объект вăйра тăрать.
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн ĕç-хĕлне вăя кĕртесси бюджет шайĕпе тачă çыхăннă. Светлана Георгиевна каланă тăрăх, отчетлă тапхăр экономика тĕлĕшĕнчен шайлашуллă иртнĕ. Ял тăрăхĕн бюджечĕ 2533 пин тенкĕпе танлашнă, вăл шутра 701 пин тенкĕ хăйсен тупăшĕ е 112,3 процент.
2017 çул пуçламăшĕ тĕлне çынсенчен вырăнти бюджета çĕр налукĕ 8 пин тенкĕ чухлĕ кĕрсе çитеймен. Ку пысăках калăпăш мар пулин те парăм шутĕнче тăрать. Пурлăхшăн тÿлесси тивĕçлĕ шайра пурнăçланса пырать, 101,9 процентпа танлашнă.
Тавралăха хăтлăх кĕртес тĕлĕшпе 384,1 пин тенкĕ тăкаклама палăртнă. Ку укçа-тенкĕпе йăлтах тĕллевлĕ усă курнă.
Çынсем аренда шучĕпе усă куракан 60 сотка çĕр калăпăшĕ 127 гектарпа танлашать, унпа 229 çын усă курать. Çак тапхăр тĕлне çĕр хутшăнăвне 86 çын е 37,5 процент саккун шайĕнче йĕркеленĕ. 34 арендатор ку ĕçе çитес вăхăтра вĕçлĕ. Çынсен 109 çĕр лаптăкĕ тĕлĕшпе документсем тăвассине хăвăртлатмалла. Пусă çаврăнăшне кĕртмен çум курăк ешерекен çĕр лаптăкĕ территорире çук.
Ял тăрăхĕнче 699 пай çĕрĕ, калăпăшĕ 915,69 гектарпа танлашать. Вăл шутран 266-шĕ (348,46 га) çынсен харпăрлăхĕнче, муниципалитет харпăрлхĕнче 433-шĕ (567,23 га) тăрать. Çынсем кирлĕ мар тесе палăртнă пай çĕрĕсен шучĕпе 484,6 гектарлă 20 çĕр лаптăкĕ йĕркеленĕ. Ăна вырăнти хуçалăха усă курма май туса панă. Çулсеренхи аренда тÿлевĕ 46238 тенкĕпе танлашать. Çак тапхăр тĕлне тата 82,53 гектарлă 7 лаптăк йĕркеленĕ, вăл шутра ака-суха тата улăх-çаран çĕрĕ. Çитес вăхăтра ăна аукциона тăратма палăртнă.
Нумай ачăллă 11 çемье тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕ тивĕçмеллисен черетĕнче тăнă, вăл шутран 7-шĕ çак мелпе усă курнă та ĕнтĕ, ыттисене те çитес вăхăтра çĕрпе тивĕçтерĕç.
Территорире çулталăк пуçламăшĕ тĕлне хуçасăр пĕр объект регистрациленĕ. Ялсенчи 5 çул-йĕре регистрацилемелли юлать.
Ял тăрăхĕн администрацийĕ пĕччен пурăнакан, сахал тупăшлă тата ăнăçсăр шутланакан çемьесене учета илнĕ. Нумай ачаллă 14 çемьере 43 ача ÿссе воспитани илет. Çара кайма хатĕрленес çамрăксемпе те тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ. Çак тапхăр тĕлне 4 яш çар ретĕнче тăрать.
Демографи лару-тăрăвĕ вара асăннă ял тăрăхĕнче ăнăçлисен шутĕнче тесе палăртма май çук. Иртнĕ çул 9 ача çуралнă, 15 çыннăн кун-çулĕ татăлнă. 2 çемье чăмăртаннă, 4 мăшăр уйрăлнă.
Пурăнмалли çурт-йĕр условине çамрăк 2 çемье, ялти 2 специалист пурĕ 2 миллион та 606 пин тенкĕлĕх лайăхлатма пултарнă. Ку тĕлĕшри патшалăх пулăшăвĕпе 2012 - 2016 çулсенче 16 çемье усă курса пурнăç условине йĕркеленĕ.
Ял тăрăхĕ яланхи пекех территорие хăтлăх кĕртес ыйтупа тимлĕ ĕçлет. Вырăнтан 86 кубла метр йăлари хытă каяш тиесе тухнă, ăна валли 56 пин тенкĕ укçа тăкакланă. Çулсеренех, уйрăмах апрель - май уйăхĕсенче, ку енĕпе тухăçлă ĕçленине палăртса хăвармалла. Уйкасянасалсем (Р. Кириллова депутат, А. Аврамов староста), кĕртекассисем (Н. Петров староста) хăтлăх кĕртессипе уйрăмах пуçаруллă пулнă, ытти ялсем те пĕрлехи ĕçрен аякра тăмаççĕ. Уйкас Янасал çăвине тирпей-илем кĕртме те хастаррăн хутшăннă, 8 ялтан 60 ытла çын тухнă. Палăк тавра, паркра яланах хăтлăх хуçаланать. Çулсеренех ял тăрăхĕ вĕсене илем кĕртет. Палăк тавра 80 метр тăршшĕ карта тытнă. Çитес вăхăтра асăну стелисем вырнаçтарма палăртнă.
7 ял хушшинчи çул-йĕре тытса тăма 201744 тенкĕ тăкакланă, ку тĕлĕшпе вырăнти хуçалăхпа килĕшÿ тунă. Уйкас Янасалти 90 метр тăршшĕ çула юсама 160 пин тенкĕ шайĕнче тăкакланă. Урамсенчи çутă валли 100 пин тенке яхăн усă курнă. Вĕсенчи мĕнпур лампочкăна энерги перекетлеме май параканнисемпе улăштарнă.
Культура сфери территорире япăх мар аталанса пырать, çынсем те пуçарулăхпа палăраççĕ. Уйрăмах 7 ялăн пĕрлехи уявĕ ăнăçлă иртнине асăнмалла. Çавна май асăннă ĕçре уйрăмах тăрăшулăхпа палăрнисене ял тăрăхĕн пуçлăхĕ уйрăммăн чысларĕ, малашне пуçаруллă пулма сĕнчĕ. Спорт ăмăртăвĕсем ирттересси те аякра тăмасть. Тĕрлĕ ĕç йĕркелессинче О. Николаев тата А. Николаева предпринимательсем яланах пулăшма май тупаççĕ. Çакна та палăртмасăр иртес килмест, Олег Борисович аш-пăш продукцийĕпе ăнăçлă ĕçленĕрен Мăн Сĕнтĕр райповĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ.
Финанс пайĕн ертÿçи Р. Ананьева район бюджетне тишкерчĕ. Асăннă ял тăрăхĕн ку тĕлĕшри ĕç-хĕлне уйрăммăн хак пачĕ. Тăкаксене районти пĕр çын пуçне тивекен вăтам кăтартупа танлаштарчĕ, ял тăрăхĕнчи лару-тăру питех те уççăн палăрчĕ.
Шалти ĕçсен министерствин районти пайĕн участковăйĕ Д. Григорьев преступноçпа кĕрешесси çинче чарăнчĕ. Шалти ĕçсен пайĕнчен ял тăрăхне 4 асăрхаттару тăратнă. Профилактика канашĕ çул çитмен ачасемлĕ 5 çемьене, харкашу тухма пултарас хăрушлăхлă 3 çемьене кулленехи тимлĕхре тытать. Çавăн пекех 6-ăн тĕрĕслевре тăраççĕ. Юлашки вăхăтра телефонпа, банк карттипе ултавлă ĕçсем тăтăшах пулнăран çынсене асăрхануллă пулма сĕнчĕ.
Район кăтартăвĕпе, ял хуçалăх отраслĕн тата промышленность аталанăвĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев паллаштарчĕ. Район шайĕнчи пĕтĕмĕшлехи ĕç калăпăшĕнче вырăнти ял хуçалăх предприятийĕн тÿпи те пысăк пулнине палăртрĕ.
Ильич ячĕпе хисепленекен хуçалăх ертÿçи И. Николаев вырăнти тĕп самантсем çинче чарăнчĕ. Çынсем çĕрпе усă курасси яланах саккун шайĕнче кăна пулмаллине палăртрĕ. Çакна хирĕçлекен фактсем пуррине, малашне вĕсем тĕлĕшпе çирĕп йĕрке пулассине, кирлех пулсан право йĕркине сыхлакансене те явăçтарассине пĕлтерчĕ. Ял тăрăхĕпе хуçалăх пĕрлехи тăрăшулăхпа ăнăçлă ĕçлесе пынăран ытти тăрăхри пек çивĕч ыйтусем пулмарĕç.
Р. Илларионова.