04 февраля 2017 г.
Январĕн 31-мĕшĕнче Чуманкасси ял тăрăх администрацийĕн отчет пухăвĕнче ял çыннисем территорисене тасатса тирпейлессипе, ял урамĕсене çуркуннехи-кĕркуннехи пылчăк вăхăтĕнче çăрма чарассипе, ял тăрăхĕнче ирттерекен мероприятисене çамрăксене ытларах явăçтарассипе, республика тулашне ĕçлеме тухса çÿрекенсене вырăнтах ĕç тупса парассипе, демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе çыхăннă тата ытти ыйтусене сахал мар хускатрĕç. Ыйтусене район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев ыйтупа хуравларĕ: "Кама кĕтетĕр, кам туса парасса шанатăр? Ял тăрăх администрацийĕ демографие лайăхлатĕ-и е пылчăкра яла техника кĕрсе çула ан ваттăр тесе администраци ĕçченĕсем хурал тăрĕç-и? Вырăнта ĕç вырăнĕсем йĕркелесси, хамăра валли ĕç тупасси хамăртанах килмест-и?"
Вырăнтах ĕç тупасси тенĕрен. Акă пухăва хутшăннисенчен пĕри ыйту хускатрĕ: "Мĕншĕн-ха ют тăрăха ĕçлеме кайса çÿрекенсем пирĕн тăрăхран ытларах? Мĕншĕн хăш-пĕр çĕрте кун пеккисем пачах та çук?" Ку тĕлĕшпе Ростислав Николаевич Патăрьел районĕнчи пĕр ял тăрăхĕнче пулса курни пирки каласа кăтартрĕ. Çынсем ăçта хăйсем çине ытларах шанаççĕ, туса парасса кĕтсе лармаççĕ - ун пеккисен ĕçĕ те курăмлă. Вăл тăрăхра çынсем "вăрăм укçа" шыраса ытти региона тухса çÿремеççĕ, вырăнтах производствăна аталантарассипе тимлеççĕ. Ялти виçĕ çынран пĕри тенĕ пек унта харпăр хăй ĕçне кÿлĕннĕ. Çавна валли хальхи вăхăтра патшалăх пулăшăвĕ те курăмлă. Унпа усă курма кăна пĕлес пулать. Акă ял хуçалăхне ĕçлеме, яла пурăнма килекен çамрăк специалистсене, çамрăк çемьесене патшалăх мĕн йышши кăна пулăшупа тивĕçтермест пулĕ, мĕн йышши кăна пулăшу программи çук пулĕ. Харпăр хăйĕн ĕçне йĕркелеме те, çурт-йĕрне çавăрма та патшалăх пулăшать. Кун пеккине ĕлĕкрех çынсем ĕмĕтленме кăна пултарнă вĕт. Акă хресчен (фермер) хуçалăхĕ йĕркелекенсене 3-шер млн тенкĕ, çемье ферми йĕркелекенсене 10-шар млн тенкĕ таран укçа уйăрса параççĕ. Ку вăл каялла тавăрса памалла мар укçа. Тата мĕн кирлĕ; Хамăр кахалланни, ĕçлеме ÿркенни, ыйтма кăна хăнăхни ура хурать.
Отчет пухăвĕ Чуманкассинчи Культура çуртĕнче иртрĕ. Ял тăрăх администрацийĕн иртнĕ çулхи ĕçĕсем пирки ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Белов отчет туса пачĕ. Николай Валерианович хăйĕн сăмахĕнче администрацин ĕçĕ-хĕлĕ, татса панă ыйтусем, умра тăракан задачăсем çинче тĕплĕ чарăнса тăчĕ.
Демографи лару-тăрăвĕ чăннипех шухăшлаттарма тивĕç. Ял тăрăхĕн территорийĕнче çак вăхăта 1609 çын пурăнать. Иртнĕ çул 16 ача çуралнă, вилекенсем 28 çын пулнă. Ку кăтартусем 2015 çулхинчен икĕ çын чухлĕ пысăкрах.
Ял çыннисенчен 50 çын Чкалов яч. хис. хуçалăхра, 30-ăн Чуманкасси шкулĕнче, 19-ăн ача садĕнче, 20-ĕн "Моргауши-хлеб" предприятире вăй хурать. Ытларахăшĕ килти хушма хуçалăхпа çыхăннă. Çынсен хуçалăхĕнче çак вăхăта мăйракаллă шултра выльăх 637 пуç, вăл шутран ĕне 338 пуç, сысна 50 пуç тата ытти выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕк шутланать. Хушма хуçалăхсенче 120 тоннăна яхăн аш-пăш, 1562 тонна сĕт туса илнĕ. Çавăн пекех Чкалов яч. хис. хуçалăхăн выльăх-чĕрлĕх отрасльне малалла аталантарма майсем çук мар. Çавна валли производство бази пур. Кунсăр пуçне Чапаев яч. хис. хуçалăхăн пулнă ферма çурчĕсемпе, трактор паркĕпе те тĕллевлĕ усă курасси пирки шухăшлас пулать. Пуррине салатса тăкма часах.
Территорире социаллă пулăшу мелĕсемпе усă куракансем сахал мар. Пурте вĕсем тивĕçлĕ пулăшăва йĕркеллĕ илсе тăраççĕ. Ялти 78 специалист коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме çăмăллăха тивĕçнĕ. Учета илнĕ 3 ачаллă 19 çемьерен 13-шне çурт-йĕр çавăрма тÿлевсĕр çĕр участокĕпе тивĕçтернĕ.
2013 - 2016 çулсенче ыйтман тата хуçасăр пай çĕрĕсене ял тăрăхĕн харпăрлăхне çирĕплетессипе çине тăрса ĕçлеме тивнĕ. Çак вăхăта 847 пай çĕрне муниципалитет харпăрлăхне çирĕплетнĕ. Юлни татах 13 пай çĕрĕ. Ĕçе кăçал вĕçлес пулать. Пай çĕрĕсенчен 19 çĕр участокĕ йĕркелесе кадастр учетне тăратнă. Çĕр участокĕсемпе усă курассипе ял хуçалăх предприятийĕпе аренда килĕшĕвне 5 тунă. Аренда тÿлевĕ çулталăкне 55726 тенкĕпе танлашать.
Çынсене уйăрса панă 60 сотка çĕр участокĕсен хуçисемпе аренда килĕшĕвĕ тăвассипе ĕçлес пулать. Кун пек 536 участок хуçинчен 159-шĕнпе кăна килĕшÿ тунă.
Иртнĕ çул çул-йĕр фончĕ 830 пин тенкĕ ытларах пулнă. Вăл шутран 529 пин тенкĕ ытла Отарккă ялĕнчи çулăн проект докуменчĕсене çĕнĕрен хатĕрлеме расхутланă. Кăçал кунти çула тăвассине вак чул сарса хытарнă çулсем тăвассин программине кĕртес задача тăрать.
Ялсенчи вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене Чкалов яч. хис. хуçалăх пăхса-тытса тăнă. Çавна валли 300 пин тенкĕ ытла уйăрнă.
Николай Валерианович иртнĕ çул ялсенче тирпей-илем ĕçĕсене чылай пурнăçлама май килни пирки каларĕ. Чуманкасси ялĕнче Советская урамра пурăнакансем хутшăннипе пĕве тата хÿме, Школьная урамра та хÿме юсанă, çурхи шыв-шур Урожайная урамри çула ан ишĕлтертĕр тесе шыв çÿлĕсене уçса тăнă, Отарккăра ача-пăча площадки йĕркеленĕ, Карманкассинче выльăхсем валли каçă тунă, хÿме тата хапха юсанă, плотинăна анлăлатнă, хăрăк йывăçсене каснă, Озерная урамран А. Кузьмин урамне хăпарнă çĕре сарма вак кирпĕч туяннă, Исетерккĕре çăл тавра карта тытнă, икĕ пĕве юсанă, Анаткас Апашра пĕве юсаса тирпей-илем кĕртнĕ, çĕнĕ хÿме тытнă, хапха тунă, çĕнĕ кĕпер тума тытăннă. Кун пек ĕçсене малалла та туса пыма палăртаççĕ.
Пуçлăх çавăн пекех ял тăрăхĕн территорийĕнче пушар тухасран сыхланассипе, преступленисене асăрхаттарас тесе профилактика мероприятийĕсем ирттерессипе мĕнле ĕçлесе пыни, вĕренÿпе сывлăх сыхлавĕн тата культура учрежденийĕсен ĕçĕ-хĕлĕ, тĕрлĕрен уяв мероприятийĕсемпе спорт ăмăртăвĕсене ирттерни пирки тĕплĕн чарăнчĕ, кăçал умра тăракан задачăсене палăртса хăварчĕ.
Отчет пухăвĕнче район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева Чуманкасси ял тăрăхĕнче бюджета пурнăçласси мĕнле шайра пулнине ытти ял тăрăхĕсен кăтартăвĕсемпе танлаштарса хак пачĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев пухăннисене районăн экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Промышленноç производствин калăпăшĕ кăшт чакнă пулин те, ытти енпе кăтартусем япăх мар. Социаллă пур обязательствăна пурнăçлама май килнĕ. 66 çемье патшалăх пулăшăвĕпе усă курса хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пултарнă. Маларах ишĕлчĕккисен шутне кĕртнĕ нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене пурне те хăтлă хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Федераци программипе килĕшÿллĕн Шупашкар агломерацийĕн шутĕнче вырăнти çулсене тăвассипе тата юсассипе пысăк майсем пулмалла. Çаксем пĕтĕмпех эпир пĕрле пулсан умри кирек епле задачăсене татса пама пултарнине лайăх çирĕплетеççĕ.
В. ШАПОШНИКОВ.