Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш пулăшу пама вĕренчĕç

04 февраля 2017 г.

Вĕренÿ организацийĕсенчи пур педагогăн та çынна пĕрремĕш пулăшу пама пĕлмелле. Çак çĕнĕлĕхе 313-ФЗ номерлĕ "Вĕренÿ çинчен" Федераци Саккунне (саккунăн 41 статйин пĕрремĕш пайне) 2016 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче кĕртнĕ.

Çакăнпа килĕшÿллĕн пур педагог та ятарлă вĕрентÿ курсĕсенче пĕрремĕш пулăшу парас ăсталăха (медицина пулăшăвне мар) алла илме тивĕç.

Район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районти педагогсем те пĕрремĕш пулăшу пама вĕреннĕ. Шкулсенче, хушма пĕлÿ паракан учрежденисенче ĕçлекенсем валли йĕркеленĕ вĕрентÿ маларах иртнĕ, ĕнер вара ача сачĕсенче ĕçлекен педагогсем те пĕрремĕш пулăшу пама вĕренчĕç.

Педагогсене хушма професси вĕренĕвĕн "Безопасность труда" вĕренÿпе методика центрĕ" коммерциллĕ мар вĕренÿ учрежденийĕн специалисчĕсемпе врачсем вĕрентнĕ.

"Çак курссенче илнĕ пĕлÿ кашни педагогах кирлĕ. Ачасемпе ĕçленĕ вăхăтра темĕнле лару-тăру та пулма пултарать, вăл шутра ачасен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушă лару-тăру та. Шкулсемпе ача сачĕсенче учительсемпе воспитательсем вара - ачапа кун каçа юнашар пулакан çынсем. Çавăнпа та васкавлă пулăшу бригади е медицина ĕçченĕ çитиччен пулăшу пама пĕлни питĕ пĕлтерĕшлĕ", - вĕренÿ курсĕсем педагогика ĕçченĕсемшĕн кирлине палăртса каларĕ вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Зоя Дипломатова.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика