04 февраля 2017 г.
Чăваш Ене - субсиди
Чăваш Ен Пуçлăхĕн администрацийĕн пресс служби пĕлтернĕ тăрăх, регионăн социаллă экономикине аталантарма Чăваш Ен 1,4 млрд тенке тивĕçнĕ. Кун пирки калакан йышăнăва Раççей Федерацийĕн Правительство Председателĕ Дмитрий Медведев тунă.
Федераци уйăрса паракан укçа-тенкĕрен 478 млн тенкине Чăваш Республикин ял хуçалăх отрасльне аталантарма уйăраççĕ.
15 млн тенкĕ ытла театрсемпе ял клубĕсене пулăшма каймалла.
Обязательнăй медицина страхованийĕн база пайĕпе пăхса хуман пысăк пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме Чăваш Енĕн хушма 31,6 млн тенкĕ пулĕ.
Республикăн пĕчĕк тата вăтам предпринимательствине патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерме 106 млн тенкĕ уйăрĕç.
510 млн тенке яхăн вĕренÿ сферине аталантарма кайĕ.
Субсидирен регион шайĕнчи çул-йĕр хуçалăхĕпе çыхăннă программăсене пурнăçлама 340 млн тенкĕ уйăрма пăхса хунă.
Укçа-тенкĕ - халăх пуçарăвĕ валли
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори тытăмĕсен ертÿçисемпе тунтикун черетлĕ канашлу ирттернĕ.
Ытти ыйтусене пăхса тухнипе пĕрлех канашлура М. Игнатьев хăй республикăра общество инфратытăмĕн аталанăвĕн проекчĕсене, вырăнти пуçарусем çинче никĕсленнисене, пурнăçа кĕртесси пирки калакан указа алă пуснине пĕлтернĕ. Асăннă документра граждансен пуçарăвĕсемпе проекчĕсем валли республика бюджетĕнчен конкурс мелĕпе субсиди уйăрассине палăртнă. Пуçлăх çак меслете - халăх социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса парас ĕçе хутшăнни - Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра тĕрĕслесе пăхнине, вăл ăнăçлă пулса тухнине каланă.
Указпа килĕшÿллĕн общество инфратытăмне, çав шутрах - шывпа, ăшăпа, çутăпа, газпа тивĕçтерекен объектсене, ача сачĕсемпе шкулсене, ялти культура çурчĕсене, спорт залĕсемпе керменĕсене - аталантарассипе çыхăннă ыйтусене татса парассипе пулăшма планлаççĕ. Ку указа пурнăçа кĕртмешкĕн 2017 çулта 75 млн тенке яхăн уйăрма палăртнă.
Хамăр инф.