21 января 2017 г.
Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин патшалăх влаçĕн органĕсем, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем ялсенче пĕрлешÿллĕ кооперативсене, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене, ял çыннисен килти хушма хуçалăхĕсене мал туртăмлă аталанма çителĕклех пулăшма тăрăшаççĕ. Ял хуçалăх производствине аталантарассипе патшалăх сĕнекен программăсене кĕр те ĕçле кăна. Патшалăх пулăшăвĕ вара паян кашниншĕнех палăрăмлă та курăмлă. Ку енĕпе районта епле лару-тăру пулнипе тата патшалăх пулăшăвĕ енĕпе кăçал мĕнле çĕнĕлĕхсем пуррипе паллашма хамăр тĕпеле Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствин финанспа кредит политикин пайĕн тĕп эксперт специалистне Ольга МАКАРОВĂНА чĕнтĕмĕр.
- Ольга Витальевна, хаçат вулакансем çĕнĕлĕхсемпе паллашсах тăни савăнтарать. Вĕсемпе практикăра усă курса ял çыннисем пĕрлешÿллĕ кооперативсене аталантараççĕ, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем йĕркелеççĕ, килти хушма хуçалăхсенче çĕнĕ ĕç мелĕсене пурнăçа кĕртеççĕ. Çавăнпа та умри çĕнĕлĕхсем пирки калаçиччен районта пурăнакансем çĕр ĕçĕнче тата техника паркĕпе выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарассинче пĕлтĕр патшалăх пулăшăвĕпе мĕн чухлĕ усă курнине пĕлес килет.
- Калаçăва чĕннĕшĕн тавах. Ял хуçалăх бизнесне малалла аталантаракансене ăнăçу суннă май малтанах Çĕнĕ çулпа саламлатăп, çĕнĕ ĕмĕтсене пурнăçа кĕртме ăнăçу сунатăп. Муркаш енри ял çынни йывăрлăхсем умĕнче пуç усманни пире савăнтарать. Районта пурăнакансем тата ĕçлекенсем патшалăх пулăшăвĕпе туллин усă курма тăрăшни халĕ калани урлă та курăнать. 2016 çулта пирĕн район патшалăх пулăшăвне пĕтĕмпе федераци бюджетĕнчен 65 миллион та 808 пин те 791 тенкĕ, республика бюджетĕнчен 17 миллион та 961 пин те 351 тенкĕ илме пултарчĕ. Вăл укçа-тенкĕне пĕтĕмпех палăртнă бизнес-плансемпе килĕшÿллĕн ĕçе кĕртнĕ. Çакă Муркаш ене аталану çулĕпе тепĕр утăм малалла утăмлама пулăшрĕ. Кăна пĕрлехи ÿсĕм тесе хаклас килет.
- Вăрттăнлăх мар пулсан патшалăх пулăшăвĕпе пĕлтĕр камсем ытларах усă курчĕç-ха; Камсемшĕн тата мĕнле ĕçре пысăк пулăшу пулчĕ вăл;
- Кунта ĕç-пуç йăлтах уççăн пулса пырать. Патшалăх пулăшăвĕпе ытларах - 50 миллион та 480 пин те 450 тенкĕ - ял хуçалăх производство кооперативĕсем усă курчĕç. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем çак укçа-тенкĕпе тухăçлă усă курни тыр-пул тухăçне ÿстерме, хуçалăхсенчи техника паркне çĕнетме, пĕтĕмĕшле производствăна аталантарма, выльăх-чĕрлĕх отрасльне çĕнĕлĕхсем кĕртме пулăшнине пытарма çук. Патшалăх пулăшăвĕ ялта пурăнакансене пĕчĕк харпăрлăх формиллĕ предприятисене йĕркелесе ĕçлеттерме те пысăк тĕкĕ пулнине каласа хăвармалла. Çапла вара хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ĕçне тĕреклетме фермерсем çулталăк хушшинче патшалăхран 13 миллион та 593 пин те 920 тенкĕ пулăшу илме пултарчĕç. Патшалăх пулăшăвĕпе килти хушма хуçалăх тытакан нумай граждан та вырăнлă усă курма май тупрĕ. Вĕсем хăйсен хушма хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕх тытмалли сарай-витесем тума, ăратлă выльăх-чĕрлĕх тата техника хатĕрĕсемпе сĕрмелли-çунтармалли материалсем, вăрлăхпа минераллă удобрени т. ыт. те туянмашкăн 10 миллион та 359 пин те 324 тенкĕне вăхăтра тивĕçрĕç.
Ял хуçалăхĕнче ĕçлекенĕн хăйĕн пурнăç условийĕсем пирки шутламасăр та пулмасть. Кунта та ял çыннине патшалăх пĕчченлĕхре хăвармасть. Çамрăк специалистсемпе ял хуçалăхĕнче ĕçлекен çамрăк çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр туянма, çĕнĕрен пÿрт-çурт лартса çемье пурнăçне йĕркелесе яма патшалăх пулăшăвĕ пирĕн района пĕлтĕр 7 миллион та 737 пин те 300 тенкĕ килсе çитрĕ.
- Пулăшу вăхăтра тата вырăнлă пулни савăнтарать çеç. Вăл ялта пурăнакансем валли çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме те пулăшать. Ку вара уйрăмах çамрăксемшĕн пĕлтерĕшлĕ. Патшалăх пулăшăвĕ тĕлĕшпе кăçал çĕнĕлĕхсем пур-и;
- Патшалăх пулăшăвĕ ял çыннишĕн пĕлтерĕшлĕ пулни пирки никамăн та иккĕленÿ çук. Вăл кăçал та тĕп вырăнтах юлĕ. Анчах çĕнĕлĕхĕсем чăнах та пур. Вĕсем вара çĕр ĕçченĕ, ял хуçалăх предприятийĕсем майлă тесе пĕтĕмлететĕп. Малтанах çакна калатăп. Ку таранччен патшалăх пулăшăвĕ ял тĕлĕшпе 54 енлĕ пулнă пулсан, кăçалтан вĕсене 7 ене пĕрлештерсе пухнă. Çапла туни патшалăх уйăракан укçа-тенкĕпе перекетлĕрех те тухăçлăрах усă курма çул уçать. Апла пулсан малашлăхра пулăшăвăн усси те пысăкланĕ çеç тесе шутлатăп.
- Çĕнĕлĕхсем пирки уйрăм калаçу ирттересси пирки мĕн каланă пулăттăр;
- Мал туртăмлă ĕçлекеншĕн кашни утăмрах патшалăх пулăшăвĕ пурри паян куçкĕрет. Апла пулсан ял хуçалăхĕнчи çăмăл мар ĕçре эпир пĕччен мар. Çак пулăшупа анлăрах усă курасси пирĕн пĕрлехи тĕллев пулса тăрать. Çитес калаçура кун пирки тĕплĕнрех калаçма эпĕ пĕрре те хирĕç мар.
А. БЕЛОВ калаçнă.