Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кăмака ăшă патăр тесен

21 января 2017 г.

Хĕл сиввисем ялсенче тата дачăсенче пурăнакансене пурăнмалли пÿрт-çуртпа мунчасене хутса ăшăтнă чух кăмакасемпе тимлĕ пулмалли пирки аса илтерсех тăраççĕ. Çакна пушар хуралĕн оперативлă кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Республикăра кăçал пушар тухаслăх иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен сахалланнă пулин те, мунчасем тĕлĕшпе лару-тăру çав-çавах çивĕч тăрать. Çакна шута илсе эпир çынсене вĕсем пурăнакан çуртсемпе халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче хăй тĕллĕн тунă электрокăмакасемпе усă курма чарăнма сĕнетпĕр. Кунпа пĕрлех тăнăç мар тата эрех нумай ĕçекен çемьесене, пĕччен пурăнакан ватăсемпе инвалидсене уйрăм шута илме тăрăшатпăр. Хĕл кунĕсенче ведомствăлла пушар хуралĕ тытакансен техника юсавлăхĕ çине пысăкрах тимлĕх уйăрма кирлине те асăрхаттарсах тăратпăр. Çак тĕллевпе районти пушар хурал ĕçченĕсемпе ирĕклĕ пушар хурал инспекторĕсем, ял тăрăхĕсен администрацийĕсенче ĕçлекенсем урлă ял çыннисемпе пушар хăрушсăрлăхĕпе ăнлантару ĕçĕсене анлăрах ирттерессипе тăрăшатпăр. Ку - пĕрремĕшĕ.

Район территорийĕнче вырнаçнă коллективлă сад участокĕсенчи дача лаптăкĕсем паян ытларах чух "манăçа тухнă" вырăнсене аса илтереççĕ. Анчах унта та пурнăç пыни пирки вĕсенче тухакан пушарсем аса илтерсех тăраççĕ.

Кĕске справка. Кăçал Юнкă ялĕнчи пĕр çын хуçалăхĕнче кăрлачăн 7-мĕшĕнче тухнă пушарта килти хушма хуралтăсем кĕлленчĕç. Инкек сăлтавĕ - мунчари юсавсăр электрохуçалăх. Танлаштарма, иртнĕ çул çак вăхăта икĕ пушар пулнăччĕ. Пĕлтĕр кăмакасемпе мăрьесем юсавсăр пулнипе пĕтĕмпе 13 пушар тухни район çыннисене ку енĕпе тимлĕхе ÿстерме ыйтать.

Республикипе илсен кашни 10-мĕш пушар коллективлă сад участокĕсенче тухать. Çакăнта "хĕрлĕ автанпа" кĕрешекенсем пысăк ыйтусемпе те тĕл пулаççĕ: хĕлле сад участокĕсене кĕмелли çулсем уçă марри, вĕсенче "вăхăтлăх" электрохуçалăх пулни, çаксене курах хуçисем уçă çулăмпа хăрамасăр усă курни, дача участокне пыракансем эрех ĕçессине кăвайт чĕртессипе пĕрлештерни, хуçисем дача участокĕсенчи кăмакасем çине тимлĕх уйăрманни, мăрьесене тасатса тăманни, кăмакасемпе мăрьесем тунă чух пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманни т. ыт. те.

Çаксене пĕлсе тăнипе хĕл кунĕсенче килти хушма хуçалăхсемпе дача участокĕсенчи мунчасенче пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассипе кашнийĕнех тимлĕх уйăрмалли пирки ыйтатпăр. Çак тĕллевпе:

- пушар хăрушсăрлăхне пăхăнман тимĕр кăмакасене хутасран асăрханмалла*

- кăмакасем çинче хăвăрт хыпса илекен хатĕрсене тытмалла мар*

- кăмака хутнă чух хăвăрт хыпса илекен материалсемпе (бензин, краççын) усă курма юрамасть*

- çуртсем çывăхне сÿнмен кĕле тухса тăкни хăрушлăх кăларса тăратать*

- çунакан кăмакана никам пăхмасăр пăрахса хăварассинчен асăрханмалла*

- вентиляци каналĕсене мăрье вырăнне усă курма тăхтамалла*

- мăрьесен тасалăхĕпе юсавлăхне пăхсах тăмалла*

- кăмакана ытлашши хутса вĕрилентересрен сыхланмалла.

Ăна е кăна пула дача участокĕсенче е килти хушма хуçалăхра ирĕке кайма пуçланă инкеке асăрхасан пĕр тăхтаса тăмасăр пушар хуралне 01 номерпе (кĕсье телефонĕпе 112 номерпе) шăнкăравласа пĕлтермелле, кÿршĕсене чĕнмелле, пушар хуралĕ килсе çитиччен "хĕрлĕ автанпа" алă айĕнчи хатĕрсемпе кĕрешмелле.

Пушара сÿнтериччен унран асăрханма çăмăлрах. Çавăнпа та пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнассине ялан çÿллĕ шайра тытмалла.

Г. ЛЮБИМОВ,

район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика