Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Эпĕ хамах" тенине пĕтме памалла мар

21 января 2017 г.

Хăй тĕллĕнлĕх - çыннăн питĕ паха енĕ. Ăна ачаранах аталантарса пымалла. Çут çанталăк çынна шăпах ача чухне питĕ активлă пулма пÿрнĕ. Çав вăхăтра ачасем чылай ĕçе хăй тĕллĕн пурнăçлассишĕн çунаççĕ. Çак туртăма пирĕн, аслисен, ырласа йышăнмалла, хăй тĕллĕнлĕхе аталантарма пулăшмалла.

Нумай чух тĕрлĕ сăлтава пула - вăхăт сахалтарах пулнипе е ачана туллин шанманнипе - ашшĕ-амăшĕ уншăн пĕтĕмех тăвать. Ку вара пулăшу пулать-ши;

Ача хăй пурнăçлама пултаракан ĕçе пурнăçласа аслисем ăна сиен кÿреççĕ çеç. Çапла - сиен. Мĕншĕн тесен ачан хăй тĕллĕнлĕхне пусарса пыраççĕ.

Ача вара виçĕ çулта чухнех нумай ĕçе харпăр хăй тĕллĕн пурнăçласшăн. "Эпĕ хамах!" - тесе каланине час-часах илтме пулать. Çак "эпĕ хамах" тенине пĕтме памалла мар. Унсăрăн ачара кутăнлашасси, хирĕç каласси, аслисене итлеменни, пĕр-пĕр ĕçе ятарласа япăх тăвасси вăй илсе пырĕ.

Асра тытмалла - хăй тĕллĕнлĕх тени, паллах, тулли ирĕк тенине пĕлтермест. Хăй тĕллĕнлĕхе ачара çемьери, ача садĕнчи, обществăри хаклăхсене шута хурса аталантармалла, мĕншĕн тесен ачан япăххипе лайăххине, ыррипе усала уйăрма вĕренмелле, çакна пĕтĕмпех ăнланса ÿсмелле. Харпăр хăй тĕллĕн пурнăçлакан ĕçе те çак хаклăхсемпе никĕсленсе тума хăнăхмалла. Ку пĕр самантрах пулмасть, вăхăт иртнĕçемĕн кăна ача хăй пурнăçланă ĕçĕн результачĕ хăйне те, ыттисене те килĕшмеллине ăнланма тытăнать, ĕçчен ÿсет.

Ачана хăш-пĕр ĕçе чăнах та хăй тĕллĕн тума ирĕк памалла, теприсене пурнăçланă чухне вара пулăшмалла. Чейникрен чей ярасси, пит-куçа çăвасси, шăл тасатасси, вырăн пуçтарасси, колготки тăхăнасси, кĕпен тÿмисене тÿмелесси, çи-пуçа тирпейлĕн хурасси, сăмса тутрипе усă курасси, кашăка тĕрĕс тытасси, салфеткăпа тĕрĕс усă курасси, алла йĕркеллĕ шăлса типĕтесси тата ал шăллине вырăна çакасси, чечек шăварасси, электроприборпа усă курасси, сĕтел çине хатĕрлесси, теттесемпе кĕнекесене пуçтарса хурасси - çак ĕçсенчен чылайăшне ача садĕнчи кĕçĕн ушкăна çÿрекен ачасем хăй тĕллĕн тума пултараççĕ. Хăшĕсене вара унăн пачах та тума юрамасть (электроприборпа усă курасси, чейникрен чей ярасси), теприсене - аслисем пулăшнипе пурнăçламалла (сĕтел çине хатĕрлесси, чечек шăварасси, вырăн пуçтарасси).

Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачара хăй тĕллĕнлĕхе хăвăртрах атлантарас тесе ача "ĕçленĕ" чух ăна тимлĕх уйăрмасть. Ку тĕрĕс мар. Ашшĕ-амăшĕн пур ĕçе те малтан хăйсен тĕрĕс туса кăтартмалла, кайран пĕрле пурнăçламалла, хыççăн кăна ачана, сăмахран, çи-пуçа тирпейлĕ хума шанма та пулать.

Ачара хăй тĕллĕнлĕх пулни ашшĕ-амăшĕшĕн те, ачашăн хăйĕншĕн те лайăх кăна.

Л. Николаева,

"Малыш" ача сачĕн

воспитателĕ.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика