21 января 2017 г.
Январĕн 18-мĕшĕнче Ярапайкасси ял тăрăхне кĕрекен Шуркасси ялĕнчи çĕнетнĕ çăлкуçри шыва кĕлтуса тасатрĕç
"Хĕрĕх юман айĕпе юхса тухакан шывсене пĕр юхăма пуçтарнă çăлкуç Шуркасси ялĕн çыннисене мĕн авалтанах вăй парса тăнă, теççĕ. Манăн ватă кукамай 102 çул пурăннă. Манăн анне, Турри ăна сывлăх патăр, килес çул 80 çул тултарать. Вĕсем шыва яланах çак çăлкуçран илнĕ", - каласа парать Шуркассинче пурăнакан Валентина Соловьева хĕл кунĕнче шăнкăртатса юхакан шыв çине кăтартса.
Вăл каланă тăрăх, шыв ăсма килекенсем çăлкуçа малтан сывлăх суннă, хыççăн кăна: "Хĕрĕх те пĕр çăлкуç, сывлăх парсам мана", - тесе ыйтнă.
Ялти ватăсем Зинаида тата Дина Михайловăсем туй вăхăтĕнче çамрăк мăшăр шыв çулне пуçлама шăпах çавăнта аннине каларĕç. Туй йăлипе ăснă шыва малтан урапа тайăнтарса тăкса янă, кайран вара çамрăк арăм упăшки пулăшнипе шыв витрисене киле йăтса çитернĕ. Ялта шыв колонкисем лартиччен кĕпе-йĕм чÿхеме те кунта аннă, хăяр тăварлама та шыва кунтанах илнĕ.
Шурча тăрăхĕнчи хисеплĕ ватă Светлана Тимофеева хăй çырнă сăвва пăхмасăр вуласа пачĕ (хаçатăн малаллахи номерĕсенче вулама пултаратăр) - йĕркесенче çăлкуç историне, унра чăвашсен аваллăх вăйĕ пуррине кăтартса панă.
Шуркассисемшĕн çак çăлкуç чăнах та сăваплă вырăн пулни палăрчĕ - Турă амăшĕн Владимирски турăшĕн Муркашри чиркĕвĕн настоятелĕ Федор атте шыва кĕлтуса тасатнă вăхăта кунта ялĕпех пухăнчĕç. Ку илемлĕ вырăн Каршлăха аса илтерчĕ: сăрт çинче тÿпене йывăçсем кармашаççĕ, вар тĕпĕнче вара пĕр тирпейлĕ çурт туса лартнă - шыва кĕрсе тухмалли вырăн. Шалтан та, тул енчен те питĕ хăтлă. Шывĕ валак тăрăх юхса çăла тулса пырать, унтан купеле юхса унти çăл витĕр те тухать.
Хăтлă çурта вара "Чувашская энергосбытовая компания" акционер пĕрлешĕвĕ пулăшнипе тунă. Вăл "РусГидро" Раççей энергетика холдингĕн йышне кĕрет. Çак холдинг тăван тавралăха упрассипе активлă ĕçлет.
- Çакна май пирĕн компани те ятарлă акци ирттерет. Эпир виçĕ çулта республикăри 9 çăлкуçа çĕнĕ сăн кĕртме пултартăмăр, вăл шутра кăçал çакăн пек таса та илемлĕ вырăнсене Канаш тата Муркаш районĕсенче турăмăр. Йĕри-таврашне вара вырăнта пурăнакансем тирпейлесе малалла хăт кĕртессе шанатпăр, - пĕлтерчĕ пĕрлешĕвĕн Етĕрне уйрăмĕн ертÿçи С. Бандурин.
Чăваш Ен Çут çанталăк министерствин "Экология" наукăпа тĕпчев институчĕн директорĕ В. Барсуков ытти регионсемпе танлаштарсан Чăваш Енре шыв пахалăхĕ лайăххине палăртрĕ. Çавăнпа та çăлкуçсене, шыва пĕтĕмĕшле упрама чĕнсе каларĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Тимофеев районта тепĕр таса та сăваплă вырăн йĕркелеме пулăшнăшăн "Чувашская энергосбытовая компания" пĕрлешĕвĕн представителĕсене тав сăмахĕ каларĕ. Муркаш районĕ шанчăклă партнер пулнине палăртса, район энергие перекетлессипе Чăваш Енре лидерсен шутĕнчине палăртрĕ.
Шкул ачисем те çак мероприятирен юлмарĕç. Шурча библиотекинчи "Эко-клуба" çÿрекенсем ял халăхне çут çанталăка перекетлемелли пирки тепĕр хут аса илтерчĕç. Хăйсем вара энергетиксенчен парнесене тивĕçрĕç.
Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г. Жуков ку вырăна малашне тирпейлесе тăма, илемлĕрех тума шантарчĕ. Ял çыннисем çак саманта чăтăмсăррăн кĕтнине шута илсен, ку çапла пулатех. Çĕнетнĕ çăлкуçран килĕсене пурте таса сивĕ шыв ăсса кайрĕç. Апла вăй паракан шыв шуркассисене татах та ырă ĕçсем тума хавхалантарĕ.
Н. Николаева.
Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.