21 января 2017 г.
2016 çулхи пĕтĕмлетÿпе Чăваш Республикинче 219 пин ытла çын диспансеризаци тĕрĕслевне тухнă, вăл шутра - пирĕн районти 6121 çын.
2013 çултанпа, диспансеризаци ирттерессине çĕнĕлĕхсем кĕртнĕренпе, çак тĕрĕслеве республикăри кашни çын тенĕ пекех хутшăннă. Диспансеризаци ирттерме тăватă çулта Чăваш Енре пурĕ 800 млн тенке яхăн уйăрса тăкакланă. Диспансеризаци çынсен чирĕсене малтанхи тапхăрсенчех тупса палăртассине, вĕсене сиплессине эффективлă пурнăçлама май парать.
2016 çулти диспансеризаци вăхăтĕнче Чăваш Енре пурăнакансенне пурĕ 27 пин ытла тĕрлĕ чир тупса палăртнă, вĕсенчен ытларахăшĕ - чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем (5,8 пин). Артерири юн пусăмĕ пысăккине 3,7 пин çыннăнне палăртнă, чĕрен ишеми чирне - 583 çыннăнне. Хырăмлăхпа пыршăлăх чирĕсене 2,1 пин çыннăнне тупса палăртнă, сывлав органĕсен чирĕсене - 1075 çыннăнне. Вĕсене пурне те хушма тĕрĕслев тума сĕннĕ. Каласа хăвармалла, 413 çыннăнне усал шыçă чирне малтанхи тапхăртах тупса çирĕплетнĕ, ку вара çынсене вăхăтра сиплеме май парать.
2017 çулти диспансеризаци пуçланчĕ ĕнтĕ. Раççей Сывлăх сыхлав министерстви çирĕплетнĕ йĕркепе унта 21 çул тултарнисенчен пуçласа аслăраххисем пурте хутшăнма тивĕç.
Муркаш район тĕп больницинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал çак çулсенче çуралнă Муркаш районĕнчи 5656 çын диспансеризацие хутшăнмалла.
Н. Николаева.