Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Асăрханăр: гонконг грипĕ

21 января 2017 г.

"Шăнса пăсăласран, грипран мĕнле сыхланмалли пирки район хаçатĕнчен вуласа эпир сахал мар пĕлетпĕр. Нумаях пулмасть вара "гонконг грипĕ" тенине илтрĕм. Вăл мĕнле чир; Муркаш районĕнче унпа чирлисем пур-ши;" - телефонпа шăнкăравласа ыйтрĕ Нина ятлă хĕрарăм.

Унăн ыйтăвне Муркаш район больницин эпидемиолог врачĕ Галина   СОКОЛОВА хуравлама кăмăл турĕ.

- Çынсем нумайăшĕ грипа хăрушă тесе шутламаççĕ. Медицина ĕçченĕсем вара çак чир эпидемие куçасран самаях шикленеççĕ, мĕншĕн тесен чир ĕçлеме пултаракан ÿсĕмри çынсене ураран ÿкерет, организмри пур органа та сиен кÿрет.

Çак чире пуçаракан вирус питĕ хăрушă, вăл улшăнса тăма пултарать. 1968 çулта чир Гонконг тата ытти хăш-пĕр çĕршывра питĕ вăйлă сарăлнă, алхаснă тесен те юрать. Çакна пула ячĕ тупăннă - гонконг грипĕ.

Гонконг грипĕ уйрăмах 0-2 çулти ачасемшĕн тата ватă çынсемшĕн хăрушă. Çапах та ыттисен те сыхă пулмалла, мĕншĕн тесен ку чире хирĕç кĕрешме Раççей çыннисен иммунитет çук.

Эпидеми тапхăрĕ пуçланнăранпа (грипп тата шăнса пăсăлнин чирĕсем сарăлма тытăннă вăхăтранпа) пирĕн районта гонконг грипĕпе чирлĕ 6 çынна тупса палăртнă. Вĕсене пурне те больницăра сипленĕ.

Гонконг грипĕ ернине çын тепĕр пĕр-ик кунран сисет. Чир кĕлетке температури хăпарса кайнинчен пуçланать. Вăл 40 градус таранах пулма пултарать. Температурăна виçĕ-тăватă кун хушши чакарма май килмест (çынсем анлă усă куракан ибупрофенпа парацетамол та пулăшмаççĕ). Кунпа пĕрлех чирлĕ çыннăн пуç ыратать, çывăрас килет, вăйĕ самаях чакать. Типĕ ÿслĕк йывăррăн сывлаттарать. Çын хăсни тата унăн диарея пулни хăрушă паллăсем шутланаççĕ - тÿрех врачран медицина пулăшăвне ыйтмалла.

Асăрханмалли мелсем ансат:

- алăк хăлăпне, супермаркетри тавар ураписене, карçынккисене, банкоматри тата лифтри клавиатурăна тытнă хыççăн алла нÿрĕ салфеткăпа шăлса илмелле*

- киле çитсен алла супăньпе çумалла*

- çынсем йышлă пухăнакан вырăнсене каймалла мар.

Килте гриппа кам та пулин чирлет пулсан, ăна валли уйрăм чашăк-тирĕк тытăр, пÿлĕме тăтăш уçăлтарăр, чирлĕ çыннăн медицина маскине кашни икĕ сехетре улăштарса тăрăр.

Асра тытăр: сиплеве лайăх сывалса çитичченех ирттермелле, унсăрăн грипп ытти чире те çул пама пултарать. Çапла майпа грипп ÿпке шыçнин инфекци чирне пуçарма пултарать. Ку чире антибиотикпа сиплемеççĕ - врач патне каймалла. Ÿпке шыçни ик-виçĕ кунрах вăй илет, вăл вара çынна вĕлерме те пултарать. Çавăнпа та чир-чĕртен асăрханăр.

Н. Николаева хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика