21 января 2017 г.
"Тÿрĕ ыйту - тÿрĕ хурав" телефонĕ çине шăнкăрав пулчĕ. Йÿçкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан пĕр арçын акă мĕн пирки ыйтса пĕлесшĕн. Хальхи вăхăтра вăл ниçта та яланлăх ĕçре вăй хумасть. Çу кунĕсенче вăхăтран вăхăта Мускав облаçне ĕçлеме кайса çÿрет. Çакна вырăнта йĕркеллĕ ĕç тупма май çуккипе ăнлантарать. (Ахăртнех çавăнпах хăйĕн ятне асăнма ыйтмарĕ).
Арçынна акă мĕн хумхантарать. Вăл илтнĕ тăрăх, ниçта та ĕçлеменнисем валли ятарлă налук пулать мĕн. Çулталăкне 20 пин тенкĕ шайĕнче пулмалли пирки калаççĕ. Çакна ĕçлеменнисен те медицина услугисемпе, социаллă ытти услугăпа ыттисемпе пĕр танах тÿлевсĕр усă курма май пулнипе ăнлантараççĕ. Арçын çакăн пирки калать. "Эпĕ килти хуçалăхра ĕне выльăх тытса усратăп. Талăксерен сĕт сутатăп. Кун пеккисен те çав "ĕçлеменнисен" налукне тÿлемелле пулать-ши;" - тет вăл. Тата килти хуçалăхра ĕне тытса усраса продукцие сутнине пенсие тухнă чухне ĕç стажĕ шутне кĕртесси пирки те интересленет.
Тÿрех каласа хăварас пулать. Пĕр вырăнта тĕпленсе ĕçлесе пурăнманнисем, ытти облаçсене вăхăтлăх ĕçе кайса çÿрекенсем паянхи кун ял çыннисем, уйрăмах вара çамрăксем хушшинче сахалах мар. Пурте тенĕ пекех вĕсем налуксене те, Пенси фондне те, медицина страхованийĕн взносĕсене те пĕр пус та тÿлемеççĕ. Ахăртнех вулакан хускатакан ыйту кун пеккисемшĕн те интереслĕ пулĕ. Çавăнпа та ун çине хурав тупасах терĕм.
Çавна пĕлтересшĕн. Кун пек налук пуласси саккунпа çыхăннă. Пулĕ кун пек налук е çук; Хăçан пулĕ; Ăна камсен-камсен тÿлеме тивĕ тата камсене налук тÿлессинчен хăтарĕç; Ку ыйтусем çине мана никамах та татăклă хурав параймарĕ. Нумаях пулмасть вара Раççей ĕç тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Максим Топилин "Российская газета" хаçата панă интервью куç умне пулчĕ. Çапла вара вулакансене асăннă интервьюпа кĕскен паллаштарни ытлашши пулмĕ тетĕп.
Министр палăртнă тăрăх, "харампырсен налукĕ" ("налог на тунеядство" сăмах çаврăнăшне чăвашла урăхла тĕрĕсрех ниепле те куçарма май çук пулĕ) тĕлĕшпе ыйтăва тĕрĕс татса парас тесен, питĕ тимлĕ пулма тивет. "Харампырăн" çемйинчи лару-тăрăва та, çемье членĕсен тупăш шайне те шута илни кирлех. Хальхи вăхăтра ыйтăва татса парассипе "тĕрлĕ модельсене" сÿтсе яваççĕ. Анчах епле пулсан та çынсем ĕçлессине официаллă тăвассипе татăклă мерăсем йышăнма тиветех. Çакна Топилин хăйĕн професси тивĕçĕ тесе шухăшлать. Кун пек лару-тăрăвăн вĕçĕ пулмаллах. Налуксене пурте тÿлемен пирки нумай услугăпа кирлĕ пек тивĕçтерме майсем çитмеççĕ. Вăл шутра сывлăх сыхлавĕнче те.
Çавăн пекех министр çакна та палăртать. Çынсем официаллă мар майпа ĕçленине пула регионсен бюджечĕсем çине пысăк тиев тиенет. Мĕншĕн тесен обязательнăй медицина страхованийĕн (ОМС) взносĕсене ĕçлемен мĕнпур çыншăн вĕсен тÿлеме тивет вĕт-ха. Кусем вара вĕсем - ачасем те, пенсионерсем те, официаллă майпа ĕçлеменнисем те.
Министр çавна ăнлантарса панă. Çынсем ĕçлессине официаллă тăвассипе е ĕç хутшăнăвĕсене легализацилессипе тĕрлĕ схема сĕнме пăхаççĕ. Çын хăйĕншĕн юрăхлăраххине суйласа илме пултартăр. Хăшĕсем хăйсемшĕн хăйсемех тÿлесе тăрĕç, теприсемшĕн вара ĕç паракан тÿлеме кăмăл тăвĕ. Малтан шутласа пăхнă тăрăх, взноссен вăтам виçи çулталăкне обязательнăй медицина страхованийĕн фондне 10 пин тенкĕпе, пенси тÿлевĕсем 15 пин тенкĕпе танлашĕç.
Хаçатра асăннă тăрăх, иртнĕ кĕркунне Топилин "харампырăн" çулталăкри пурнăç хакне 20 пин тенкĕ тесе палăртнăччĕ. Официаллă майпа ĕçлемен тата налуксемпе ытти тÿлеве тÿлемен граждансенчен шăпах çавăн чухлĕ илме сĕннĕ. Официаллă майпа ĕçлеменнисенчен налук илме тытăнассин ыйтăвне влаç тытăмĕнче пĕрре кăна мар сÿтсе явнă, татăклă йышăну хальлĕхе вара çук-ха. Кремльте вара, маларах пĕлтернĕ тăрăх, ĕçлеменнисем тĕлĕшпе айăплав тăвасси планра çук.
Сăмах май, СССР Конституцийĕнче ĕçлесси "ĕçлеме пултаракан кашни гражданинăн таса тивĕçĕ тата прави" шутланнă. Паразитла пурăннăшăн Уголовлă кодексра яваплăх та палăртнă пулнă. 1991 çулта "харампыр" ăнлава пĕтернĕ, нормативлă право акчĕсенче "ĕçсĕрлĕх" ăнлав çуралнă. Хальхи вăхăтра Раççейре ĕç официаллă тата законодательство шайĕнче гражданинăн тивĕçĕ пулса тăмасть. Ун пек пулсан практикăра "харампырсен налукне" епле майпа пурнăçа кĕртĕç; Кун пирки чиновниксенчен нихăшĕ те тÿрĕ хурав паман. Апла пулсан Конституцие улшăнусем кĕртме, ĕçлессине вара обязательнăй тума тивет пулĕ тесе ăнлантарнă хаçатра.
Редакцие шăнкăравланă Йуçкасси ял тăрăхĕнче пурăнакан çыннăн килти хуçалăхра ĕçлесе пурăннине ĕç стажне кĕртме май пурри е çукки пирки те ыйту пурччĕ. Кун пирки мана компетентлă хурав РФ Пенси фончĕн Муркаш районĕнчи пайĕн ертÿçи Ирина Гришина пама килĕшрĕ.
Ирина Анатольевна ăнлантарса панă тăрăх, килте хушма хуçалăх тытакансем законодательствăпа килĕшÿллĕн хăйсен ирĕкĕпе обязательнăй пенси страхованийĕн право хутшăнăвне йĕркелеме пултараççĕ. Граждансен ку категорийĕн шутне хăйсен хушма хуçалăхĕнче туса илнĕ сĕте сутакансене, килти хуçалăхра туса илнĕ ытлашши ял хуçалăх продукцине сутакансене (енчен те вĕсемшĕн страхователь е ĕç паракан страховани взносĕсене тÿлесе тăмасть пулсан) кĕртме пулать.
Кун пек право хутшăнăвĕсене йĕркелес текенсен Пенси фончĕн территори органĕнче заявлени çырас пулать. Заявленипе пĕрле паспорт, харпăр хăйĕн обязательнăй пенси страхованийĕн персонифицированнăй учетĕнчи даннăйсене çирĕплетекен документсем пулмалла.
Уйрăм çыншăн страховани взносĕсене страхователь тÿлесе тăманнине страхланă çыннăн лицевой счетĕнчен илнĕ выпискăпа çирĕплетме пулать.
Харпăр хăй çулталăк хушшинче тÿлемелли взносăн чи пĕчĕк виçине ĕç укçин чи пĕчĕк виçине (7500 тенкĕ) пенси страхованийĕн проценчĕ çине (26 процент) тата 12 уйăх çине хутласа палăртаççĕ:
7500 х 26: х 12 ç 23400 тенкĕ.
Взносăн чи пысăк виçине ĕç укçин чи пĕчĕк виçине 8 хут пысăклатса шутласа палăртаççĕ:
8 х 7500 х 26: х 12 ç 187200 тенкĕ.
Страховани взносĕ тÿлесе тăнă тапхăр пенсие тухма кирлĕ стаж шутне кĕрет. Анчах та харпăр хăй тĕллĕн пенси страхованийĕн взносне тÿлесе тăнă тапхăр ватлăха пула пенсие тухма кирлĕ стажăн (15 çул) çурринчен (7 çул çурă) ытла пулмалла мар.
Страховани взносне уйăхсерен те, кварталсерен те, çулталăкра пĕр хут та (декабрĕн 31-мĕшĕнчен кая юлмасăр) тÿлеме пулать.
Пенси страхованийĕн право хутшăнăвĕсене хăйсен ирĕкĕпе йĕркелекенсем обязательнăй медицина страховнийĕн страховани взносне тÿлемеççĕ.
Кун пеккисем обязательнăй пенси страхованийĕн взносне терминалсемпе банкоматсем урлă та, Раççей Перекет банкĕн интернет-сервисĕсемпе усă курса та тÿлеме пултараççĕ. Тÿлев квитанцийĕн бланкне Пенси фончĕн территори органĕнче те, "Кабинет плательщика" электрон сервисĕнче регистрациленсе те илме пулать.
"Тÿрĕ ыйту - тÿрĕ хурав" телефонĕсем: 62-2-82, 8-927-857-42-06.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.