Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Палăртнине пурнăçламалла

21 января 2017 г.

Республика Пуçлăхĕн Çырăвĕ тĕлĕшпе хăйĕн шухăш-кăмăлне депутатсен районти Пухăвĕн председателĕн çумĕ, Е. Андреев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Виталий Семенов пĕлтерет:

- Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев влаç органĕсемпе обществăн уйрăмах тимлĕх кирлĕ саманчĕсем çинче чарăнчĕ, çавна май пирĕн ума пысăк тĕллевсем лартрĕ.

Чи малтанах вăл иртнĕ çула - Ĕç çыннин çулталăкне - пĕтĕмлетрĕ. Вăл каланă тăрăх, Чăваш Республикинчи ĕç рынокĕ шайлашуллă. Çак çулта республикăра 2700 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме пултарнă. Ку маншăн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ĕç пулсан çын пурăнать.

Тивĕçлĕ пурнăç условине тăвасси, çамрăксене пĕлÿ илме майсем туса парасси, ĕçлекен халăхăн професси ăсталăхне ÿстересси, çамрăк тата нумай ачаллă çемьесем валли пулăшу уйăрасси патшалăх политикин тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулса тăрать.

Çамрăксенче - пирĕн пуласлăх. Çамрăк ăрăва çирĕп те тăнăç çемье никĕсĕ çинче тĕрĕс воспитани парасси, ĕçĕ хăнăхтарса ÿстересси малашлăхшăн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юлашки виçĕ çулта республикăри нумай ачаллă çемье йышĕ палăрмаллах ÿснĕ. Ку пурнăç пахалăхĕ ÿссе пынипе те çыхăннă тесе шухăшлатăп эпĕ. Çак кăтартупа республика Атăлçи федераци округĕнче те малтисен ретĕнче.

Чăваш халăхĕ çемье çавăрассине мĕн авалтанах тарăн шухăшласа тумалли утăм тесе шухăшланă. Çемьене хаклама, атте-аннене хисеплеме пĕлмелле. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çак çула Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăнчĕ.

Республика правительстви граждансене социаллă хÿтлĕхпе тивĕçтерессине хăй çине илнĕ, ку тĕлĕшри мĕнпур обязательствăна çирĕп пурнăçласа пырать. 2016 çулта çынсен тĕрлĕ категорине социаллă пулăшупа тивĕçтерес тĕлĕшпе 7 миллиард тенкĕ ытла уйăрнă. Ку самаях пысăк сумма. Тĕрлĕ пулăшăва 400 пине яхăн çын илсе тăрать, вăл шутра 193130 ветеран.

Çамрăксемпе ачасене инженерипе техника тĕлĕшĕпе вĕрентме, вĕсен çак туртăмне ытларах аталантарассипе чылай ĕç пурнăçланать. Инженери класĕсем, техника кружокĕсем ĕçлеççĕ.

Эпĕ ял хуçалăх ĕçĕпе тачă çыхăннă, çĕр çинче тимлекенпе куллен калаçатăп, çавна май асăннă сфера маншăн ытларах та çывăх. Çĕр - пирĕн тĕп пуянлăх, çакă мĕн авалтан çапла пулнă, пулать те. Çавăнпа та унпа тĕллевлĕ усă курмалла.

Михаил Васильевич ял хуçалăхне аталантарасси республикăн экономика политикин тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри шутланнине палăртрĕ. Çакă çĕр ĕçченне малашне те шанăçпах пурăнма, çăмăл мар отрасльте ытларах тимлеме хавхалантарать.

Вăл пирĕн ума питех те пысăк задача лартрĕ. Июлĕн 1-мĕшĕччен усă курман çĕрсен çĕнĕ хуçисене тупмалла. Çĕр лаптăкĕсене кадастр учетне тăратассипе Чăваш Ен Раççей шайĕнче ырă тĕслĕхре. 2011 çултанпа çĕрсене регистрацилессин шайĕ 2-рен 87 процента çити ÿсрĕ.

Çынсем кирлĕ мар тесе палăртнă пай çĕрĕсене регистрацилессипе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче лидер шутĕнче. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем умне те пысăк задача лартрĕ, ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ мĕнпур çĕре пусă çаврăнăшне кĕртмелле, çынсем кирлĕ мар тесе палăртнă пай çĕрĕсене муниципалитет харпăрлăхне   регистрацилессине 2017 çулхи июлĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемелле. Вĕсемпе ăнăçлă та тухăçлă ĕçлекенсене тупмалла.

Çавăн пекех вăл "халăх инвентаризацийĕн" тухăçлă ĕçне палăртрĕ. Ку тĕлĕшпе кăна вырăнти бюджета хушма укçа-тенкĕ кĕнĕ, çĕртен çапла майпа тупăш илни 164 миллион тенкĕпе танлашать.

Çĕрпе кăна мар, ытти объектпа та тĕллевлĕ усă курма чĕнсе каларĕ пуçлăх. Вăл палăртнă тăрăх, кашни объектăн хуçи пулмалла. Ку енĕпе çынсене те пуçаруллă пулма чĕнсе каларĕ.  

Михал Игнатьев ĕç укçи ÿстересси çине пысăк тимлĕх уйăрма сĕнчĕ. Çакă ял хуçалăх сферине çамрăксемшĕн илĕртÿллĕрех тума май парĕ.

2017 çул пуçламăшĕ тĕлне республикăра 51 пин ытла пĕчĕк тата вăтам предприниматель субъектне регистрациленĕ. Ку енĕпе те çынсем ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Малашне те вăл пуçаруллă пулма чĕнсе каларĕ. Ку Чăваш Ене татах та илĕртÿллĕрех, пуянрах тума май парĕ. Ку тĕлĕшпе патшалăх тĕрлĕ пулăшу уйăрни çинче чарăнчĕ.        

Р. Илларионова калаçнă.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика