21 января 2017 г.
Юлашки вăхăтра вырăнта пурăнакан çынсен пуçарулăхĕ çине патшалăх шайĕнчех пысăкрах тимлĕх уйăрма тытăнни палăрать. Çакна эпир Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă кăçалхи Çырупа паллашнă май та курса ĕненме пултартăмăр.
Президент чиновниксене хамăр пурăнакан хуласемпе ялсене хăтлăрах тăвасси, çынсене пурăнма лайăхрах условисем туса парасси çине тимлĕх ытларах уйăрма хушрĕ. "Çитес çул эпир (сăмах 2017 çул пирки пырать - авт.) тирпей-илем программине пурнăçа кĕртме, çавăн пекех монохуласем валли регионсене 20 млрд тенкĕ уйăрса паратпăр. Çав укçа-тенкĕпе епле усă курасси пирки вара çынсен хăйсен шухăш-кăмăлне те шута илес пулать", - палăртрĕ Путин.
Кунта сăмах, пĕтĕмĕшле илсен, вырăнти ыйтусене татса панă чухне унта пурăнакансен шухăш-кăмăлне шута илесси, ыйтусене татса пама çынсене хăйсене активлăрах хутшăнтарасси, çынсен пуçарулăхне аталантарма тата пуçарулăх ĕçне пурнăçа кĕртме майсем туса парасси пирки пырать. Çавăнпа та район администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕпе Рената АНАНЬЕВĂПА тĕл пулнă май эпĕ бюджетран укçа уйăрас тĕлĕшпе çĕнĕ ăнлав - пуçаруллă бюджет ("инициативное бюджетирование" тенине вырăсларан çапла куçармалла пулĕ) пирки тĕплĕнрех ăнлантарса пама ыйтрăм:
- Пуçаруллă бюджет вăл - вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене татса пама унта пурăнакансене активлă хутшăнтарассин практики. Сăмах çынсем пурăнакан вырăнта вĕсен шухăш-кăмăлне шута илсе тĕрлĕрен объект хута янă чухне вĕсен укçи-тенкипе те усă курасси пирки пырать. Уçăмлăрах каласан, калăпăр, ялта шыв парса тăмалли системăна йĕркене кĕртмелле тейĕпĕр. Çавна валли хальхи вăхăтра укçа-тенкĕ сахалах кирлĕ мар. Кирлĕ пĕтĕм суммăна пĕр самантрах патшалăх та уйăраймасть, вырăнти бюджетăн та майсем çитсех каймаççĕ, ял çыннисем хăйсем тĕллĕн те ниепле те ыйтăва татса пама пултараймаççĕ. Çакăнпа ĕç пăчланчĕ темелле-и;
Çук иккен. Чăвашсен авалхи меслечĕпе - ниме мелĕпе усă курма май пур. Патшалăх акă мĕн сĕнет. Кирлĕ укçа-тенкĕн ытларах пайне федераци субъекчĕ уйăрса парать, тепĕр пайне - вырăнти бюджет, çавăн пекех вырăнта пурăнакансем хăйсем те укçа-тенкĕ пухаççĕ, вырăнти бизнес представителĕсем те айккинче юлмаççĕ. Паллă ĕнтĕ, туса парăр тесе кĕтсе ларма та пулать. Анчах та хамăр та тăрăшас тата тимлес пулсан пулăшупа тивĕçтерессинчен патшалăх влаç органĕ те айккинче юлмасть.
Сăмах май, вырăнти пуçарусене пулăшупа тивĕçтерессин асăннă программипе çĕршыври тĕрлĕ регионта 2007 çултанпах усă курма тытăннă. Раççей шайĕпе илес пулсан, ку мелпе усă курса çак таранччен пурнăçа кĕртнĕ проектсем шутĕнче ытларах çакăн йышшисем тĕл пулаççĕ: çуррине яхăн - çулсене юсассипе тата шыв парса тăрассине йĕркелессипе, 10 - 15 процент шайĕнче - культура инфраструктурин объекчĕсене юсассипе, территорисене тирпей-илем тата хăт кĕртессипе, 5 - 10 процент - кану вырăнĕсемпе ача-пăча площадкисем тăвассипе, спорт инфраструктурин объекчĕсене хута ярассипе, урамсене çутă парса тăрассине, пушартан асăрханмалли мероприятисене туса ирттерессине, масарсене йĕркене кĕртессине йĕркелессипе.
Вырăнти пуçарăва пулăшассин программипе 2015 çулта чи активлă усă курнисем - Киров тата Чул хула облаçĕсем. Ăна çак таблицăран та лайăх курма пулать. Асăннă программăпа усă куракансем çĕршывра 16 регион. Бюджет йĕркелессине çынсене хутшăнтарас тĕлĕшпе малалла та ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Кăçал вара татах 20 регионта ку программăна хăйсем патĕнче пурнăçа кĕртме тытăнма палăртаççĕ. Вăл шутра - Чăваш Енре те. Çак вăхăтчен пурнăçа кĕртнĕ объектсенчи çынсен укçа-тенкĕ тÿпине пăхас пулсан, вăл 5 - 15 процент таврашĕнче. Вырăнти бюджетран вăтамран 5 процентран тытăнса ытларах та уйăрнă.
Çакăн пек практикăн социаллă эффективлăхĕ юлашки вăхăтра палăрмаллах ÿсни сисĕнет. Мĕншĕн-ха; Çакă вăл чи малтанах вырăнти пуçарулăха çынсемпе активлă сÿтсе явнипе, муниципалитет территорийĕнче пурăнакансен гражданла активлăхĕ ÿснипе, çавăн пекех кун пек майпа хута янă объектсене типтерлĕ тытса усранипе çыхăннă. Мĕншĕн тесен çынсем объекта хута яма хăйсен укçи-тенкине те хывнă вĕт-ха.
Кунпа пĕрлех асăннă программăна пурнăçа кĕртессинчи проблемăсене те асăнса хăвармасăр май çук. Хальхи вăхăтра çынсенчен нумайăшĕн пассивлăх туйăмĕ пысăк. Пирĕн хушăра ыйтма кăна пĕлекенсем те çук мар. Вырăнти пуçарулăха пулăшассин проекчĕ районта ăнăçлă пурнăçа кĕме тытăнсан çакă вăл ыттисемшĕн те курăмлă тĕслĕх пулса тăрĕччĕ.
Кунта тĕп самантсене те палăртса хăварни кирлĕ. Пуçарулăх тĕслĕхĕ çынсенчен хăйсенчен пулмалла. Вырăнти кая хăвармасăр татса памалли пĕлтерĕшлĕ ыйтусене вĕсенчен ытла лайăхрах никам та пĕлме пултараймасть. Кун пек чухне ыйтăва пĕр-пĕринпе калаçса сÿтсе явма йыхравлани, пĕлтерни пулмалла. Ыйтăмсем ирттерни те кирлĕ пулма пултарать. Вăл шутра социаллă сетьре те. Тен анкетировани ирттерме те, килĕрен çÿреме те тивĕ. Çак ĕçе депутатсене, бюджета пурнăçлассишĕн яваплă пулса тăракан тата пуçарăвăн право хутшăнăвĕсен специалисчĕсене явăçтарма пулать.
Тĕрĕссипе пирĕн патра кун пек майпа усă курассин ырă тĕслĕхĕсем çук мар ĕнтĕ. Çакна чи малтанах район территорийĕнче ял çыннисем хăйсем укçа-тенкĕ уйăрнипе тата хăйсем вăй хунипе хоккей площадкисем хута янин, урамсенче энерги перекетлеме май паракан лампочкăсем вырнаçтарнин, пĕвесемпе плотинăсене тата ытти гидротехника сооруженийĕсене пăхса-юсаса тăнин, ял картисене юсанин-тытнин, çăлсемпе обелисксене тата нумай хваттерлĕ çуртсен картиш территорийĕсене тирпей-илем кĕртнин тĕслĕхĕсемпе çирĕплетме пулать. Анчах та çак ĕçсене пĕтĕмпех ял тăрăхĕн администрацийĕ халăхпа пĕрле тăрăшнипе, вырăнти бюджет тата хăш чухне çынсен хăйсен укçи-тенкипе те усă курса тума тивнĕ. Халĕ вара патшалăх кун пек пуçаруллă пысăкрах ĕçсене туса ирттерме хăйĕн пулăшăвне сĕнет. Апла пулсан пысăкрах, пĕлтерĕшлĕрех ыйтусене те татса пама май пуласси куçкĕрет. Çапла вара пĕрлехи вăйпа - нимелле тăрăшнипе культура объекчĕсене, палăксене, шыв парса тăмалли системăсене, спорт тата ача-пăча площадкисене тума тата юсама, парк тата кану зонисене йĕркелеме те май пулать. Пĕтĕмпех çынсен пуçарулăхĕнчен, активлăхĕнчен, малашлăха пăхма пĕлнинчен, ытларах хăйсем çине шаннинчен килĕ.
Çитес вăхăтрах пуçаруллă бюджет йĕркелессин ыйтăвĕ патне татах таврăнăпăр. Ун чухне районта çак программăна епле майпа пурнăçа кĕртесси пирки тĕплĕнрех каласа парăпăр.
В. ШАПОШНИКОВ
калаçнă.