18 января 2017 г.
"Кашни полицейски, уйрăмах ялта, патшалăх органĕн форма тăхăннă представителĕ кăна мар, вăл чи малтанах - çын, унăн тивĕçĕ - тепĕр çынна пулăшасси. Гражданла обществăшăн çакă йĕркеллĕ пулăм. Çавăнпа та пирĕн тивĕç - çыннăн ыйтăвне йышăнса пур вăя хурса ăна саккунлă майсемпе татса пама пулăшасси", - çапла пĕтĕмлетÿ турĕ Чăваш Республики тăрăх Шалти ĕçсен министерствин участковăйсен тата çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенисен ĕçне йĕркелекен пай ертÿçи Олег Тевянов районти шалти ĕçсен пайĕн иртнĕ çулхи ĕçне тишкерме пухăннă канашлура.
Шалти ĕçсен районти пайĕн 2016 çулти оперативлă служба ĕçне пай пуçлăхĕ Владимир Степанов пĕтĕмлетрĕ. Иртнĕ çулта преступленисен шучĕ палăрмаллах чакнă, унпа пĕрлех - çынсенчен килекен хыпарсен шучĕ те. Апла пулин те пайра документ çаврăнăшĕ ÿснĕ. Преступленисене тишкерес пулсан, уйрăмах йывăр тата йывăрах мар преступленисем сахалланнă.
Владимир Анатольевич полици сотрудникĕсем профилактика ĕçне япăх мар пурнăçланине, йĕркене пăснă пур çынна та явап тыттарнине палăртрĕ.
Унăн докладĕнчен, ытти çулсенчи пекех, преступлени тунисен йышĕнче ниçта та ĕçлемен, эрех-сăрапа иртĕхекен, малтан та саккун пăснă çынсем пулни палăрчĕ. Преступленисем уйрăмах Чуманкасси тата Ярапайкасси ял тăрăхĕсенче ÿснĕ. Çавăнпа та çак ял тăрăхĕсенчи участковăйсен лару-тăрăва май пур таран лайăхлатма тăрăшмалла. Паллах, ку халăхран килекен пулăм, çавăнпа та пур полицейскин те профилактика калаçăвĕсене тухăçлăрах ирттермелле.
Преступленисен шучĕ пĕтĕмĕшле чакнă пулин те, çынна вĕлернĕ, улталанă фактсем нумайланнă. Ултав факчĕсем ытларах чухне банк карттисенчен укçа вăрланипе пулнă. Кун пек преступленисене уçса пама питĕ йывăр - ултавçă урăх регионти çын кăна мар, урăх çĕршывран та пулма пултарать. Пай пуçлăхĕ çак самантсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ, çавăн пекех çул çитменнисем тунă преступленисем, урамра тата ытти обществăлла вырăнта йĕркене пăснă фактсем нумайланнине палăртса хăварчĕ.
Владимир Степановăн докладĕнчен шалти ĕçсен пайĕн кашни уйрăмĕ хăйне валли малашнехи задачăсене çăмăллăнах палăртма пултарчĕ - пуçлăх лайăх енсем çинче кăна мар, ĕçлесе çитереймен самантсене те канашлăва кăларчĕ. Çапла май преступленисен шучĕ чакнă вăхăтра вĕсене уçса парасси те чакнине асăрхаттарса каларĕ. Кун пек пулăм пачах та килĕшÿсĕррине палăртрĕ.
"Иртнĕ çулхи кăтартусем районти шалти ĕçсен пайне республикăра лидерта юлма май пачĕç пулин те, малашне пирĕн районта пурăнакансемпе тачăрах çыхăнса ĕçлемелле, влаç органĕсемпе, профилактика ĕçне пурнăçлакан ытти субъектсемпе çирĕп çыхăну тытмалла. Хамăрăн професси ăсталăхне ÿстермелле. Кашни сотрудникăн ума лартнă конкретлă задачăсене пурнăçламалла", - терĕ вăл хăйĕн сăмахне вĕçлесе.
Иртнĕ çулхи ĕçе тĕплĕнрех сÿтсе явас тĕллевпе хăш-пĕр уйрăмсен пуçлăхĕсен шухăшĕпе паллашрĕç. Малашне преступленисене пĕрремĕш талăкрах уçса парасси çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине çирĕплетсе хăварчĕç. Полици сотрудникĕн унăн ĕçне саккуна хисеплекен граждансем те, йĕркене пăсакансем те туйса тăччăр тесе вăй хумаллине палăртрĕç.
Канашлăва хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Владимир Никитин вара Муркаш тăрăхĕнче пурăнакансен пурнăçне лайăхрах тăвас тĕллевпе экономикăри лару-тăрăва лайăхлатассипе, çав вăхăтрах йĕркелĕх шайне тытса тăрассипе шалти ĕçсен пайĕпе малашне те тачă çыхăнса ĕçлеме шантарчĕ.
Маларах шалти ĕçсен пайне ертсе пынă, халĕ "Раççей почтин" Муркаш почтамтне ертсе пыма тытăннă Евгений Плечов та полици сотрудникĕсене ырă канашсем пачĕ.
Çынсемпе тачăрах çыхăну тытассине вара шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи обществăлла канаш хăйĕн тÿпине хывма тивĕç. Унăн ертÿçи Петр Воробьев районти пай республикăра лидер пулнине пысăка хурса хакларĕ. Çул çитменнисемпе ĕçлессинче тимлĕ пулма сĕнчĕ. "Пĕрре çултан пăрăннă ачана е çамрăка пĕтме памалла мар, ăна малашне йĕркеллĕ пурăнма хавхалантармалла. Çакна ăнланса вăй хумалла", - терĕ вăл çул çитменнисем тунă преступленисен хисепĕ ÿснĕшĕн пăшăрханса.
Çавăн пекех Петр Воробьев ялсенче спирт пур шĕвек е суррогат алкоголь продукцине сутакансемпе çирĕп пулма ыйтса каларĕ.
Н. Николаева.