Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашниех çемье ăшшине туйтăр

18 января 2017 г.

Амăшĕн тата Ашшĕн çулталăкне ура пусрăмăр. Ашшĕ-амăшĕ çумĕнче телейлĕ ача-пăча чупнине пăхма вара питех те кăмăллă, телей те чикĕсĕр. Ачалăх тесен пурнăçри чи телейлĕ те хаваслă тапхăр куç умне тухать.

Телейлĕ тапхăрăн тÿнтерле саманчĕ те пур. Çакна тĕрлĕ факт çирĕплетет. Ашшĕ-амăшĕн кун-çулĕ синкерлĕ пулнипе ача тăлăха юлнине телейсĕр шăпа тесе хакламалла пулĕ. Ашшĕ-амăшĕ чĕрĕ-сывă, анчах та ача-пăчана эрехпе улăштаракана мĕнле хак памалла-ши; Паянхи пурнăçра шăпах та социаллă тăлăхлăх ÿсни палăрать. Ку факта шырама аякка кайма кирлех те мар.

Патшалăх кашни гражданина, вăл шутра тин кăна çут тĕнчене килнĕ пĕчĕк ачана та, тимлĕхсĕр, пулăшусăр хăвармасть. Вĕрентес, воспитани парас ĕçе хăй çине илет, социаллă учрежденире пурăнма май туса парать. Çапах та тăван кил ăшшине нихăçан та интернатрипе улăштараймăн. Ачашăн тăван çемье - нимĕнрен те пахи.

Çакă тата ытти ыйтупа район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕ ĕçлет. Унăн ертÿçи Ирина Кабуркина пирĕн хăш-пĕр ыйту çине хуравлама кăмăл турĕ.

- Ашшĕ-амăш тимлĕхĕсĕр юлнă ача-пăча интересĕсене хÿтĕлес, вĕсем тĕлĕшпе социаллă тимлĕх уйăрас, социаллă тăлăхлăха асăрхаттарас енĕпе патшалăх шайĕнче тĕллевлĕ ĕç пурнăçланать.   Ачана çемьере кăна тулли телей, чун-чĕре ăшшине пама пултарнине кашни ашшĕ-амăшĕ ăнланма тивĕç. Çавăнпа çемьере хĕрÿ лару-тăру тухсан та çийĕнче шайлаштарнине нимĕн те çитмест.  

Ачана çемьене илсе усрас текенсем валли патшалăх шайĕнче йĕркеллĕ условипе тивĕçтерессине пăхса хунă. Çемье тата ача категорине кура тĕрлĕ тÿлев палăртнă. Пĕрре йышăннă ачана каялла тавăрса парассинчен - ачана черетлĕ хут тăлăха хăварассинчен - сыхланас тĕлĕшпе çемьесемпе психологсем, педагогсем тивĕçлĕ шайра ĕçлесе пыраççĕ. Вĕсемпе таччăн тимлеме тĕрлĕ шкул, центр йĕркеленĕ. Чăваш Республикинче асăннă категорири ачасемпе çичĕ организаци ĕçлет.    

Çулталăк пуçламăшĕ тĕлне секторта çул çитмен 69 ача учетра тăрать. Тепĕр çемьере хÿтлĕх тупнă 55 ачаран 22-шĕ тăлăх, 33-шĕ ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнă.

Попечительствăпа опека секторĕ хÿтлĕх кирлисене вăхăтра тупса палăртассипе тата учета илессипе тимлет. Иртнĕ çул тăлăх тата ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнă 6 ачана тупса палăртнă. Вĕсене пурне те çемьере пурăнма, воспитани илме вырнаçтарнă.

- Çемье вучахĕ ăшшăн çунакан кил-йышра ача-пăча телейлĕ. Çав хушăрах асар-писер алхасакан çемье те сахал мар, унта ача-пăча нушаланать. Шел пулин те, пÿрт теме йывăр хуралтăра та ача пĕр кĕтесе тĕршĕннине курма тивет.

- Ăнăçсăр çемьесене вăхăтра тупса палăртасси те секторăн тĕп ĕçĕсенчен пĕри пулса тăрать. Ашшĕ-амăш тивĕçне пурнăçлайманнисем те пирĕн хушăра çук мар-ха. Ку синкерле факт питех те пăшăрхантармалла, ашшĕ-амăшĕ чĕрĕ-сывă, ача-пăча вара выçă тата тумсăр ларать. Ача-пăчана воспитани парасси чи малта пулмаллине мансах ĕçке ярăнаççĕ. Çакăн пек çынсем çемье, ача-пăча, хуçалăх пирки манаççĕ. Шăпах çакă социаллă тăлăхлăхăн тĕп сăлтавĕ пулса тăрать те ĕнтĕ. Вĕсене пула тăлăхсен йышĕ ÿссе пырать. Çавăнпа та сектор специалисчĕсем малтанхи вăхăтсенче профилактика тата реабилитаци ĕçĕсене туса ирттерме тăрăшаççĕ.

Йывăрлăха лекнĕ е çакăн пек хăрушлăх пур кашни çемьепе уйрăм профилактика калаçăвĕ ирттеретпĕр. Кашни ача тĕлĕшпе вăл е ку йышăну тăватпăр. Иртнĕ çул 698 çемьене çитсе унти ĕç-хĕлпе паллашрăмăр, унчченхи çулта 681 çемьере пулнă.

- Эсир хăвăр ĕç тапхăрĕнче миçе ачана, çемьене çăлса хăварман пулĕ. Тепĕр чухне çирĕппĕн калани те вăхăтлăх та пулин тĕрĕс çул çине тăма пулăшать.

- Ачан тăван çемйине сыхласа хăварасси, ашшĕ-амăш правине туртса илессинчен сыхланас тĕлĕшпе ашшĕ-амăшне алкоголизм чирĕнчен сиплессипе те врачпа пĕрле тăрăшма тивет. Иртнĕ çул 4 ашшĕ-амăшĕ сиплевре пулма килĕшрĕ. Çак утăм çемьене сыхласа хăварма, чиртен сывалса тĕрĕс çул çине тăма пулăшрĕ. Çапах та икĕ ачан ашшĕ-амăшне правасăр хăварма тиврĕ.  

Йăнăшма пулать, анчах та ăна тÿрлетме те пĕлес пулать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн тĕп ĕçĕсенчен пĕри ачана тăван çемьене тавăрасси те шутланать. Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă 3 ача çĕнĕрен тăван çемьере пурăнма пуçларĕ. Çакă айăплавран таврăннă çемьесемпе тачă тимленипе, профилактика ĕçне вăхăтра ирттернипе те çыхăннă.

Ачана опекăна, усрава илме хирĕç мар çемьесен кандидачĕсене хатĕрлессипе тата учета илессипе район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕ тимлет. Иртнĕ çулта çакăн пек 8 çынпа хамăр секторта вĕренÿ ирттертĕмĕр.

- Тăлăх тата ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессин патшалăх программи районта еплерех пурнăçланать;

- Ашшĕ-амăш хÿтлĕхĕсĕр юлнă тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес ĕç епле пынине кулленхи тимлĕхре тытатпăр. Иртнĕ çул асăннă категорири виçĕ ачана Муркашри Парковая урамра тунă çĕнĕ çуртри хăтлă хваттерпе тивĕçтерчĕç. Çавăн пекех ку енĕпе татах тепĕр 56 ачан ыйтăвне татса памалла.

Çул çитменнисен правипе интересĕсене пырса тивекен тĕрлĕ ыйтупа   иртнĕ çул пĕтĕмлетÿсемпе проектсем хатĕрлерĕмĕр: ачан пурăнмалли вырăнне çирĕплетессипе 67 пĕтĕмлетÿ, уйрăм пурăнакан ашшĕ-амăшне ачана воспитани парассинче хутшăнтарас тĕлĕшпе 8 пĕтĕмлетÿ, ачан пурăнмалли лаптăкне хÿтĕлес тĕлĕшпе 17 пĕтĕмлетÿ, ача тата пурлăх правине хÿтĕлессипе 26 пĕтĕмлетÿ, ачан правипе интересне пырса тивнĕ ыйту тăрăх 149 постановлени проекчĕ.  

Иртнĕ çул çул çитмен ача правине пăснă пирки сектора 30 пĕлтерÿ килчĕ. Кашни тĕлĕшпе вырăна çитсе тĕрĕслев ирттертĕмĕр, тивĕçлĕ йышăну турăмăр.

Çемье институчĕн ят-сумне тата çемье пахалăхне ÿстерес, общественноçа йывăрлăха лекнĕ çемье тата ача-пăча ыйтăвне ытларах тимлĕх уйăрма хăнăхтарас, социаллă тăлăхлăхăн профилактикине туса ирттерес, ачана хÿтлĕхе илнĕ çемьене право, психологипе педагогика пулăшăвĕ парас тĕлĕшпе сектор тĕрлĕ мероприяти йĕркелет.

Ачана хÿтлĕхе илнĕ çемьесемпе çулсеренех тĕрлĕ конкурс, акци,   ирттеретпĕр. Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ çак ĕçре активлăхпа палăраççĕ. Ăсталăха районта кăна мар, ун тулашĕнче кăтартассине те тĕплĕн хатĕрленеççĕ. Асăннă категорири ачасемпе экскурсие тухассине те йĕркелерĕмĕр.

- Опекăпа попечительство секторĕн ĕçĕ-хĕлĕ çул çитменнисен интересĕсемпе прависене хÿтĕлессипе кăна чикĕленмен.  

- Сывлăх тĕлĕшĕнчи кăлтăка пула хăй тĕллĕн пурăнайман, вăл е ку йышăнăва тăвайман гражданинсемпе те пирĕн сектор тимлет. Кун пеккисем килте кăна мар, ятарлă учрежденире те пурăнаççĕ. Çак çул пуçламăшĕ тĕлне секторта асăннă категорири 194 гражданин учетра тăрать. Иртнĕ çул тăршшĕнче çакăн йышши икĕ гражданина тупса палăртнă. 181 гражданинăн пурăнмалли çурт-йĕр условине тишкернĕ.

Р. Илларионова калаçнă.    

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика