Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыва кĕмелли вырăнсем хатĕр

18 января 2017 г.

Христос Турă шыва кĕнĕ куна уявлассин уйрăмлăхĕ - вакка шыва кĕрсе тухни. Çак йăла тахçантанпах пырать. Çавăнпа та кĕлле хутшăнакансен тата шыва кĕрсе тухас текенсен шыва кĕмелли ятарласа тунă вырăнсем ăçта пулнине те пĕлмелле.

Район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн пуçлăхĕ Геннадий Любимов пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн районта çакăн пек вырăн пурĕ саккăр хатĕрленĕ:

- Актай ялĕ çывăхĕнче*

- Уйкас Янасал салинче*

- Кашмашра*

- Муркашра*

- Орининта*

- Очăкассинче*

- Турайра*

- Юнкăра.

Яланхи пекех Каршлăхра та шыва кĕрсе тухма май пулать.

Ытти çĕрте ниçта та ятарласа хатĕрленĕ вырăнсем çук. Çавăнпа та шыва çак вырăнсенче кăна кĕмелле. Шыва кĕмелли йĕркепе иртнĕ номерте паллашатарнăччĕ. Çапах та кунта пур çыннăн та хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла. Вакă патне нумаййăн пымалла мар, курас текенсен вара çыран хĕрринчен пăхсан та çителĕклĕ. Кĕлĕ иртекен каç шыва кĕмелли вырăнсенче полици сотрудникĕсем те, медицина ĕçченĕсем те пулĕç.

Н. Николаева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика