18 января 2017 г.
Иисус Христос шыва кĕнине январĕн 19-мĕшĕнче асăнаççĕ. Пирĕн Çăлаканăмăр халăхсене вĕрентме тухас умĕн Иордан хĕррине Иоанн пророк патне шыва кĕме пынă. Иоанн патне шыва кĕме пыракансем пурте çылăхĕсене каласа ÿкĕннĕ те, вара тин вĕсене шыва кĕртнĕ. Иисус Христос çылăхсăр пулнă. Иоанн хăйне Ун умĕнче тивĕçсĕре хурса Турă Ывăлне шыва кĕртме хăяйман. Çавăнпа та Иоанн: "Санăн Хăвăн мана шыва кĕртмелле, епле тата Хăвах ман пата килтĕн", - тесе каланă. Иисус Христос ăна хирĕç каланă: "Ан чар халĕ, пирĕн пур тĕрĕслĕхе те çапла тума кирлĕ", - тенĕ. Христос Туррăмăр "тĕрĕслĕх" тесе Турă йĕркине, Турă тума хушнине каланă. Иоанн ун сăмахне итлесе Ăна шыва кĕртнĕ. Çав вăхăтра сасартăк пĕлĕт уçăлса кайнă. Иисус Христос çине Турă Сывлăшĕ Кăвакарчăн пек курăнса аннине Иоанн курнă. Çав вăхăтрах тата Атте Турăран çапла сасă илтĕннĕ: "Çакă Манăн савнă Ывăлăм, Ман Ирĕкĕм Ун çинче", - тенĕ.
Иисус Христос шыва кĕнине урăхла Турă курăнни (Богоявление) теççĕ. Ун чухне эпир пуççапакан Туррăн виçĕ Ипостаçĕ те палăрнă.
Иисус Христос шыва кĕрсе Хăй Турăлăхĕпе ăна тасатнă, шыва çынна тасатакан вăй-хăват панă. Çакна асăнса чиркÿре праçник кунĕнче те, сочельник кунĕнче те (январĕн 18-мĕшĕнче) шыва кĕлтуса тасатаççĕ. Çав тасалнă шыва ĕненсе ĕçекенĕн ÿчĕ те, чунĕ те сывалать, курăнакан курăнман тăшмансене сирсе ярать. Çак шывпа сирпĕтсен кил-çурт усал-тĕселрен тасалать. Çавăнпа çав шыва килте тытса яланах усă кураççĕ.
Çак кунсенче шыва кĕлтуса тасатма тата çырмана е кÿлĕ çине, е çăл патне каяççĕ. Ĕненекенсем çак вырăнсенче шыва кĕрсе тухса, шывпа сапăнса тасалаççĕ.
Йÿçкассинчи чиркÿ настоятелĕ Сергий атте.