18 января 2017 г.
Январĕн 14-15-мĕшĕсенче республикăри спортăн хĕллехи тĕсĕсен центрĕнче республикăра йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн пысăк ăмăрту иртрĕ. Унта Ярапайкасси, Муркаш, Çатракасси тата Калайкасси шкулĕсенче вĕренекенсем пирĕн район чысне тивĕçлипе хÿтĕлерĕç.
Пĕрремĕш кунне йĕлтĕрпе ирĕклĕ майпа 5 км чупса Сергей Белов 1-мĕш вырăн, Иван Степанов 3-мĕш вырăн çĕнсе илме пултарнă. Иккĕмĕш кунне классика мелĕпе 5 км дистанцире ăмăртса Денис Росщупкин 2-мĕш, Алексей Мясников 1-мĕш вырăна тухнă. Вĕсем пурте Муркаш шкулĕнче Игорь Смирнов тренер патĕнче ăсталăха туптаççĕ. Ярапайкасси шкулĕнче вĕреннĕ вăхăтра Эдуард Гордеев тренер патĕнче йĕлтĕрпе ярăнас ăсталăха алла илнĕ, халĕ Олимп резервĕн училищинче ăсталăха ÿстерекен Светлана Соколова та классика мелĕпе ăмăртса çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ.
Çак тата пĕрлештернĕ командăри ытти ачасен кăтартăвĕсен пĕтĕмлетĕвĕпе муркашсен команди 2-мĕш вырăна тухнă, анчах тренерсем - Э. Гордеев, И. Смирнов, В. Тимофеев тата Н. Скворцов - "антăмăр" теççĕ. Çакна вĕсем малтанхи çулсенче яланах пĕрремĕш пулнипе сăлтавлаççĕ. Кăçал ав вăрнарсем иртсе кайнă.
Апла пулсан муркашсен спорта аталантарассипе татах та тăрăшмалли куçкĕрет. Кунта ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕ те, влаç органĕсен пулăшăвĕ те кирлĕ: хавхалантару, килте тата ăмăртусенче - лайăх апатлану, спорт инвентарĕпе тивĕçтерни.
Н. Николаева.