18 января 2017 г.
Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕнче палăртнă тăрăх, çулталăкăн пĕремĕш эрнинче пирĕн республикăра 4595 çыннăнне шăнса пăсăлнин вирус чирĕсене тата грипп чирне тупса палăртнă. Асăннă эрнере 29 çыннăн анализне лабораторире тĕрĕсленĕ, вĕсенчен 19 çыннăн чир пуçаракан вируссем пуррине çирĕплетнĕ: 13-шĕн (эпидеми тапхăрĕ пуçланнăранпа - пурĕ 83 çыннăн) - грипăн AŸH3N2 вирусĕ, 8-шĕн - парагрипп вирусĕ, 1 çыннăн (32 çыннăн) - аденовирус. Кунсăр пуçне эпидеми тапхăрĕ пуçланнăранпа грипăн В вирусне 2 çыннăнне палăртнă.
Тĕрлĕ вирус тупса палăртнисен йышĕнче Муркаш районĕнче пурăнакансем те пур. Çавăнпа та Муркаш район тĕп больницин эпидемиолог врачĕ Галина Соколова грипран тата шăнса пăсăлассинчен асăрханмаллине палăртса калать. Çак тапхăрта алăсене час-часах супăньпе çума, пÿлĕме уçăлтарма, сĕтелсене, алăк хăлăпĕсене, пукансене тата алăпа час-час тытакан ытти хатĕре дезинфекцилекен хутăшпа тасатса илме сĕнет. Алла супăньпе çуни - грипран сыхланмалли чи вăйлă мелсенчен пĕри шутланать, мĕншĕн тесен супăнь микробсене çуса ярать тата вĕлерет. Хăш-пĕр лару-тăрура супăнь пулмасан та пултарать, ун чухне дезинфекцилекен е спирт тытса тăракан салфеткăпа усă курмалла.
Çын нумай пулакан вырăна сăлтавсăрах тухса çÿремелле мар, чирлĕ çынпа калаçни те чире çăмăллăнах ертме пултарать. Ÿсĕрнĕ е сунасланă чухне çыннăн яланах сăмсапа тутана сăмса тутрипе хупламалла, куçа, тутана, сăмсана алăпа тытма тăрăшмалла мар.
Организма вăйлăрах тăвас тесен çыннăн лайăх апатланмалла (белоксем, витаминсем тата минерал хутăшĕсем пулччăр) тата спортпа туслă пулмалла, кирлĕ чухлĕ çывăрмалла, тумтире яланах çанталăка кура тăхăнмалла.
Чир сарăлнă тапхăрта медицина маскине тăхăнса çÿрекенсем тĕрĕс тунине калать Галина Соколова. Чир çаклатасран маска лайăх сыхлать. Маска тутапа сăмсана çирĕп хупласа тăмалла. Ăна алăпа тытма кирлĕ мар. Нÿрелнĕ пулсан, маскăна ылмаштармалла, унсăрăн чиртен хÿтĕленесси вăйсăрланĕ. Маскăна типĕтсе унпа тепĕр хут усă курмалла мар.
Н. Николаева.