18 января 2017 г.
Республикăра январĕн 21-мĕшĕнче черетлĕ Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Çак кунхине бассейнра, спорт лапамĕсенче, тренажер залĕсенче, пăр çинче сывлăха тÿлевсĕр çирĕплетме май пур. Республикăри спорт учрежденийĕсене кăмăла кура та суйлама пулать. Вĕсен списокĕпе Чăваш Республикин Спорт министерствин сайтĕнче паллаштарнă. Палăртма кăмăллă, ырă ĕçе республикăра 2013 çулта пуçланă. Тепĕр çулхине вара çынсен ку тĕлĕшри ыйтăвне уйăхсерен тÿлевсĕр тивĕçтерме тытăннă.
Сывлăхпа спорт кунĕнче пирĕн районти ял тăрăхĕсенче те спорт мероприятийĕсем ирттерме палăртнă. Москакасси ял тăрăхĕнче шăматкун районти черетлĕ йĕлтĕр трассине савăнăçлă лару-тăрура уçаççĕ.
Çакăнпа пĕрлех кунта пĕрремĕш массăллă ăмăрту иртет - йĕлтĕрçĕсем çĕнĕ йĕлтĕр йĕрне тĕрĕслĕç.
Шкул ачисен массăллă старчĕсем вăтам тата аслă сыпăкра уйрăммăн иртĕç. Аслă ÿсĕмрисем те, кам кăмăл тăвать - пурте, йĕлтĕр сырса старта тухма пултараççĕ. Асăрхаттару - пурин те врач çак старта хутшăнма ирĕк панине çирĕплетекен справка пулмалла.
Мероприятие 11.00 сехетре пуçлама палăртнă. Çитсе курма, хутшăнма та тăрăшăр.
Йĕлтĕрпе ярăнма кăмăллакансене аса илтерсе хăваратпăр: сире В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕнче Муркашра тата Калайкасси шкулĕ çывăхĕнчи йĕлтĕр йĕрĕсем те кĕтеççĕ.
Çак кунах «Сывлăх» спорт шкулĕнче хĕрарăмсем волейболла выляса ăмăртаççĕ.
Хамăр инф.