Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пичет кунĕсене уявларăмăр

18 января 2017 г.

Иртнĕ шăматкун республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем Раççей тата Чăваш пичет кунĕсене паллă турĕç.

Çак ятпа Чăваш филармонийĕнче иртнĕ савăнăçлă пухăва район хаçачĕн журналисчĕсем те хутшăнчĕç.

Муркашсемшĕн хăпартланмалли сăлтавсем те пулчĕç. Чăваш Республикин информаци политикипе массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов хăйĕн сăмахĕнче райхаçат сотрудникĕсен ĕçне лайăх енчен палăртрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев нумай çул тăрăшса вăй хунăшăн экономикăпа экологи пайĕн редакторне Анатолий Белова Тав сăмахĕпе чысларĕ.

Муркашсем уявран лайăх кăмăлпа таврăнчĕç. Тунтикунран çанă тавăрса ĕçе тытăнчĕç

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика