11 января 2017 г.
2017 çулхи январĕн 1-мĕ-шĕнчен тытăнса капиталлă юсавшăн тÿлемелли взносăн чи пĕчĕк виçи пĕр тăваткал метршăн 6 тенкĕ те 8 пуспа танлашать.
Чăваш Республикин территорийĕнче пĕрлехи пурлăха капиталлă юсама пĕр тăваткал метршăн тÿлемелли взнос виçине 5 тенкĕ те 80 пусран 6 тенкĕ те 8 пус таран ÿстернĕ. Кун пирки калакан йышăнăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2016 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Взнос виçине инфляци индексне кура ÿстернĕ.
Аса илтеретпĕр, граждансене пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн субсидипе тивĕçтернĕ чухне çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕн виçине шута илеççĕ. Пурăнмалли çурт-йĕршĕн тата коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме çемьен пĕтĕмĕшле тупăшĕн 22 процентĕнчен ытларах каять пулсан, вĕсене субсиди пама пăхнă.
Граждансен коммуналлă услугăсемшĕн тÿлеме субсиди илмеллин правине Раççей Федерацийĕн Пурăнмалли çурт-йĕр кодексĕн 159-мĕш статйипе çирĕплетнĕ. Субсидипе тивĕçтересси пирки тулли информацие районсенчи социаллă хÿтлĕх пайĕсенче илме пулать.
Е. КУДРЯШОВА.