Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынсем хăтлă хваттерлĕ пулаççĕ

11 января 2017 г.

Республика территорийĕнче Чăваш Республикин 2013 - 2017 çулсем валли йышăннă "Переселение граждан из аварийного жилищного фонда, расположенного на территории Чувашской Республики" адреслă программи ăнăçлă пурнăçа кĕрет. Ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2013 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче йышăннă.

Программăпа килĕшÿллĕн пĕтĕмпе 13,05 пин çынна е 4,84 пин çемьене хăтлă хваттерпе тивĕçтерме пăхнă. Ишĕлчĕк шутланакан нумай хваттерлĕ 844 çуртри çынсем хваттерлĕ пулаççĕ. Çуртсен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 171,9 пин тăваткал метр. Çав тĕллевпе пĕтĕмпе 5,05 млрд тенкĕ уйăрма палăртнă. Çак вăхăта ишĕлчĕк 606 çуртра пурăнакан 8,6 пин çынна (3,3 пин çемьене) хваттерсемпе тивĕçтернĕ ĕнтĕ. Çĕнĕ хваттерсене 112,3 пин тăваткал метр чухлĕ уйăрнă. Уйăрнă сумма 3,25 млрд тенкĕпе танлашать.

Е. КУДРЯШОВА.

 

Владимир НИКИТИН, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕ:

- Пирĕн районта ишĕлчĕк çуртсенче пурăнакан граждансене хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерессин иккĕмĕш тапхăрĕ 2016 çулта вĕçленчĕ. 65 çемьене, пĕтĕмпе 134 çынна çĕнĕ хваттер уйăрса панă. Çĕнĕ çуртсем - Мĕн Сĕнтĕрти Советская урамри 17-мĕшпе 1-мĕш тата Муркашри Парковая урамри 12-мĕш çуртсем.

Программăна пурнăçа кĕртме района 69 млн тенкĕ уйăрса панă. Укçа-тенкĕне Раççей пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăлама пулăшакан фондран, республика тата район бюджечĕсенчен уйăрнă. Строительство ĕçĕсене "ПМК "Водоснабжения" ООО, "Санар-Строй" ООО тата "СК "Алмаз" ООО пурнăçланă.

Районта асăннă программăн виççĕмĕш тапхăрне пурнăçа кĕртме пăхса хуман. Мĕншĕн тесен 2012 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ишĕлчĕккисен шутне илнĕ нумай хваттерлĕ пур çуртсенче пурăнакансене те хăтлă хваттерсемпе тивĕçтерсе пĕтернĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика