11 января 2017 г.
Ялсен социаллă пурнăçĕпе культура аталанăвĕ пирки паян ÿркенекен çеç калаçмасть. Чĕлхе çине килнине пурнăçа кĕртес тесен вара... Журналист ĕçĕпе унта е кунта пулса курсан социаллă пурнăçпа ял культурин утăмĕ калаçуран конкретлă ĕçсем патне куçни те куç умне пулать. Ку вăл - пĕрлехи савăнăç, ял пурнăçĕн мал туртăмлă утăмĕ.
Кăрлачăн малтанхи кунĕсем - Çĕнĕ çул уявĕ малалла тăсăлнă тапхăр тата шкул ачисен хĕллехи каникул вăхăчĕ. Çĕнĕ çул уявĕ пĕрлехи савăнăç пулнăранах-тăр çак вăхăтра капăр чăрăш тавра вĕт-шакăрпа пĕрле аслă ăрурисем те йышлă пухăнаççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне саламлани, пĕрле савăнни ырă шухăшсем çеç çуратать.
Мăн Сĕнтĕр райповĕн магазинĕсемпе обществăлла апатлану предприятийĕсенче пулсан унти тасалăхпа, тирпейлĕхпе, халăх ыйтăвĕсене тивĕçтерессин культурипе паллашсан кирек камăн та чун хавалĕ ÿсет-тăр. Хамăр патăмăртах çакнашкал кĕтес пурри пирĕн хушăмăрта та çĕнĕлле ĕçлеме пĕлекенсем, туллин пурăнакансем пуррине çирĕплетет.
Асăннă ĕç коллективĕ хăйĕн пайщикĕсемпе вĕсен ачисемсĕр пуçне тăлăх ачасемпе нумай ачаллă çемьесем валли улттăмĕш хут ирттерекен ыркăмăллăх ăлки ку хутĕнче Çĕнĕ çул теттисен ытамĕнчи "Илем" кафере кăрлачăн 5-мĕшĕнче пулчĕ.
Эпĕ унта çитнĕ чух кунта хаваслă уяв кăмăлĕ хуçаланатчĕ. Çĕнĕ çул илемĕпе тулнă залра уяв кĕвви янăрать, пур кĕтесре те ачасемпе ашшĕ-амăшĕн савăк калаçăвĕ илтĕнет - Раштав чăрăшĕ чăннипех Мăн Сĕнтĕр тăрăхне пĕрлехи савăнăç кĕрекине пухнăн туйăнать.
- Хамăр пайщиксен ачисем валли Çĕнĕ çул уявĕ ирттерес шухăша хăй вăхăтĕнче малтанах пурте пĕр саслă йышăнмарĕç. Паян вара эпир 6 çул каялла тĕрĕс йышăну тунине куратпăр. Çакна раштавăн 1-мĕшĕнчех ялсенче пурăнакансем уяв пулассипе интересленни çирĕплетет. Апла пулсан пирĕн пайщиксем хамăрăн пĕрлехи уява кĕтеççĕ. Малтанхи уява Мăн Сĕнтĕр, Юнкă, Ильинка, Катькас ял тăрăхĕсенчен 50 ача ытларах çеç килсе çитнине астăватăп. Пĕлтĕр вара уяв вăхăтĕнчех хушма парнесем валли магазина кайма тиврĕ: капăр чăрăш тавра илемлĕ тумланнă 110 ача хĕвĕшнĕччĕ. Ăна пĕтĕмлетсе кăçалхи уява ачасем татах хутшăнасса шанса тĕплĕнрех хатĕрлентĕмĕр. Эпир кĕтни ума тăнине хăвăрах куратăр, - терĕ уява уçма хатĕрленсе Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутатне, Чăвашпотребсоюз канашĕн председателне Валерий Павлова кĕтсе илнĕ май Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн ертÿçи Людмила Майкова.
Уява пухăннисене саламланă май Валерий Михайлович мăнсĕнтĕрсен ÿсĕмĕсемпе вĕсем тăтăшах шыравра пулни çинче чарăнса тăчĕ. Унăн сăмахĕсенчен райпо коллективĕ çулсеренех ума лартнă тĕллевсене пурнăçа кĕртсе пырать. Çак ĕçре пайщиксемпе тачă та туслă çыхăну тытни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çапла вара 6 çул каялла райпо коллективĕ республикăра пайщиксен ачисем валли Çĕнĕ çул уявĕ ирттерессине чи малтан пурнăçа кĕртнĕ хыççăн ырă ĕçе республикăри нумай райпо алла илнĕ. Çулсеренех райпо кунне ирттерессине те ку тăрăхра ыттисенчен маларах çул панă. Çапла вара паян вăл та - ял çыннисемшĕн кĕтнĕ уяв.
Пухăннисене Çĕнĕ çул уявĕпе район шайĕнчен райадминистраци пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен çумĕ Л. Тарасова саламларĕ. "Эсир - Çĕнĕ çулти асамлăха пурнăçа кĕртекен пирĕн малашлăх. Сирĕн тата аçăр-аннĕрсен ĕмĕчĕсем туллин пурнăçа кĕрессе шанатăп", - терĕ уявпа саламласа тата çак савăк тĕл пулăва йĕркеленĕшĕн Мăн Сĕнтĕр райпоне тав туса Лилия Юрьевна.
Çак вăхăта кафери илемлĕ чăрăш тавра пухăннă пысăк йыш умне хуларан килсе çитнĕ артистсем Хĕрлĕ автанпа Асамçă пике сăнарĕсене кăларчĕç. Вĕсем ачасемпе тĕрлĕ вăйăсем ирттернĕ хыççăн чăрăш умне Хĕл мучипе Юр пике те çитрĕç. Уяв йĕркелĕвĕпе капăр чăрăш тавра пĕчĕкçĕ Хĕл мучисемпе Юр пикесем, юмах паттăрĕсемпе юр пĕрчисем, йытăсемпе мулкачсем, кашкăрсемпе автансем тупăшса ташларĕç, ăмăртса сăвăсем каларĕç, Çĕнĕ çул юррисем шăрантарчĕç. Кашни маттур Хĕл мучипе Юр пикерен тутлă кучченеçе тивĕçрĕ.
- Çак уява эпир, Тренккăран пулсан та, çулленех килетпĕр. 11 çулхи Ксенипе 4 çулхи Даша ăна питĕ кĕтеççĕ. Киле таврăнсан те уяв аса илĕвне нумайлăха упраççĕ. Райпо ĕçченĕсемпе пайщиксен ачисем валли çакăн пек илемлĕ уяв йĕркелесе панăшăн депутатсен районти Пухăвĕн депутатне, Мăн Сĕнтĕр райпо канашĕн ертÿçине Л. Майковăна, райпо правленийĕн ĕçченĕсене пысăк тав, - терĕ уяв савăнăçне пытармасăр Н. Кольцова. Унăн сăмахĕсене Мăн Сĕнтĕрте пурăнакан 3 ача амăшĕ А. Тимофеева та çирĕплетрĕ. "Ачасем уява пысăк пулăм вырăнне йышăнаççĕ. Ăна кĕтсе чылай малтан хатĕрленме пуçлаççĕ. Паян вара ешĕл чăрăш тавра нумай ачаллă çемьесем йышлă пулни райпо хăйĕн умне лартнă тĕллеве пурнăçлани пирки калать", - терĕ вăл хăй çумне йăпшăнакан ачисене ыталаса.
Ташланă-савăннă хыççăн Раштав елкин спонсорĕ - Мăн Сĕнтĕр райповĕ - уява килнĕ кашни ачана 250-шар тенкĕлĕх Çĕнĕ çул кучченеçĕпе савăнтарчĕ. Уява хутшăннă ачасен йышĕ вара кăçал 115-е çитрĕ.
Çĕнĕ çул уявĕнче райпо коллективĕ ĕçлеме тăрăшни, халăхпа çывăх пулма пултарни, çĕнĕлĕхсемпе паллашса вĕсене алла илсех тăни палăрчĕ. Кунпа пĕрлех районти социаллă аталану та пĕр вырăнта тăманни те яр-уççăн курăнчĕ.
А. БЕЛОВ.