11 января 2017 г.
Граждансем прокуратура органне право тĕлĕшĕнчи йĕркешĕн тата саккунлăхшăн çирĕп тăракан шанчăклă орган вырăнне йышăнаççĕ. Вăл е ку çивĕч ыйту пулсан та тĕрĕслĕх шырама район прокуратурине çул тытни вырăнлăрах пулнине ăнланатпăр.
Ыран вара прокуратура ĕçченĕсен професси уявĕ пулĕ. Çавна май эпĕ район прокурорĕпе Сергей Павловпа калаçу ирттертĕм, иртнĕ çулхи хăш-пĕр ĕç-хĕле пĕтĕмлетме ыйтрăм.
- Сергей Владимирович, прокуратура граждансен шанăçне туять пулĕ, сирĕн пата граждансем мĕнле ыйтусемпе пыма пултараççĕ;
- Паллах, пирĕн пата право йĕркине сыхлас, граждансене саккун шайĕнче хÿтĕлес ыйтусемпе пымалла. Прокуратура органĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри ĕç законодательствине пăхăннине тĕрĕслесси пулса тăрать. Уйрăмах граждансене шалу укçипе вăхăтра тивĕçтернине тимлĕх уйăратпăр.
Иртнĕ çул ĕç укçи тÿлессипе парăма кĕнĕ фактсем тупса палăртрăмăр. "Путь Ильича" агрофирма" чикĕллĕ яваплăхлă обществăра, "Сеспель" предприятире, "СпецТехСервис" тата "Дублин" чикĕллĕ яваплăхлă обществăсенче, "Свобода" хуçалăхра, ытти хăш-пĕр организацире вăй хуракансем шалăва вăхăтра илме пултарайман.
Тÿлев ведомоçĕсене, расчет хучĕсене тĕрĕсленĕ май тÿлев вăхăтра пулманни курăнчĕ. Асăннă фактсем тăрăх предприятисен ертÿçисене асăрхаттарма тиврĕ, административлă майпа йĕркене пăснă тăрăх ĕç пуçарма йышăну кăлартăмăр.
Ĕç укçи тÿлес сферăри йĕркесĕрлĕх тĕлĕшпе район прокуратури 11 хирĕçлев, 17 представлени, 6 иск заявленийĕ тăратрĕ, административлă майпа йĕркене пăсни пирки 9 йышăну кăларчĕ.
Кирек епле саккунсăрлăха уçассинче граждансемпе тачă ĕçлени, вĕсен информацийĕ пысăк пĕлтерĕшлине туйса тăратăп. Ку вăл пĕр-пĕрне шанса та ăнланса ĕçлени пулать.
Граждансен прависене тивĕçлĕ шайра хÿтĕлесси, коррупципе çивĕччĕн кĕрешесси тата ытти йĕркесĕрлĕхе хирĕç тăрасси яланах малта тăрать. Эпир пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тата пенси тÿлес сферăри, ĕç сыхлавĕнчи саккунлăха кулленхи тимлĕхре тытатпăр. Граждансен прокуратура органĕ яланах саккунлăх хуралĕнче пулнине асра тытмалла, тĕрĕслĕх шырама именмелле мар, çавăн пекех тĕрлĕ йĕркесĕрлĕх пирки информацие вăхăтра пĕлтермелле. Çавăн чухне кăна пĕрлехи тăрăшулăхпа саккунсăр ĕçе ура хума май килĕ.
Республика прокурорĕн хушăвне вăя кĕртнĕ май, район прокурорĕ тата унăн çумĕ ятарлă графикпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсен тата организацисен ĕçĕпе паллашрĕç. Унсăр пуçне вырăнсенче йышăну ирттерчĕç.
- Çул çитменнисем право йĕркине пăснă факт районта сахал мар тĕл пулать. Асăннă ыйтупа вĕренÿ учрежденийĕсем тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ, ун пирки мĕн каланă пулăттăр;
- Вĕренÿ учрежденийĕсем федерацин 1999 çулхи 120 номерлĕ "Об основах системы практики безнадзорности и правонарушений несовершеннолетних" Саккунне вăя кĕртнине тĕрĕсленĕ май асăннă сферăра та йĕркесĕрлĕх палăрчĕ.
Çул çитменнисем хушшинче право йĕркине асăрхаттарас енĕпе тимлекен профилактика канашĕн 2015 - 2016 вĕренÿ çулĕн ĕç планне тĕрĕслерĕмĕр. Ирттермелли хăш-пĕр мероприяти адрессăр, чăн лару-тăрăва тĕпе хуманни курăнать. Вĕренÿ учрежденийĕсем çак ĕçе планлассине пысăк тимлĕх уйăрмаççĕ.
КДН-па тата ОПДН-па куллен çыхăну пулмалли, вĕренекенсемпе калаçу ирттересси, ĕçе вырнаçассинче пулăшу кÿресси тата ку тĕлĕшри ытти ĕç-хĕле пурнăçласси вĕренÿ учрежденийĕсен федераци саккунĕпе çирĕплетнĕ тивĕçе шутланать. Çавăнпа та вĕсене ĕç планне кĕртни вырăнлах та мар, вăл ахаль те куллен пурнăçламалласкер.
Иртнĕ çул асăннă сферăра йĕркене пăхăнман 114 факт тупса палăртрăмăр. Вĕренÿ организацийĕсен 49 ертÿçи тĕлĕшпе асăрхаттару тăратрăмăр, 36-не дисциплинарлă майпа явап тыттартăмăр.
Прокуратура йĕркене пăсакансене саккунлăх чи çÿллĕ шайра пулмаллине тата ăна кирек хăш тăрăхрине пăхмасăр яланах пăхăнмаллине çирĕплетсе парать. Çакна тĕпе хурса ку орган Конституцире çирĕплетнĕ кашни енĕн саккунлă прависене туллин хÿтĕлет. Палăртса хăваратăп, йĕркене пĕтĕмĕшле пăхăнасси мĕнле пурнăçланнинче прокуратура ĕçченĕсен тÿпи пысăк. Пирĕншĕн вара пурте пĕр тан: пуçлăх-и вăл е ахаль çын - йĕркене пăснă пулсан кашни çыннăн ответ тытмалла. Обществăри саккунлăхпа йĕркелĕхе вара прокуратура гарантилет.
Район прокуратурин пысăках мар коллективне малашне те тухăçлă тăрăшма çирĕп сывлăх та ăнăçу сунатăп.
- Тавах калаçушăн. Район прокуратури малашне те хăй тивĕçне туллин пурнăçласса шанăпăр. Професси уявĕпе сире тепĕр хут саламласа çирĕп сывлăх та ăнăçу сунатпăр.
Р. Илларионова калаçнă.