11 января 2017 г.
2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса тÿлевсĕр юридици пулăшăвне вырăнти социаллă хÿтлĕх пайĕсенче те илме пулать. Кун пек йышăнăва Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче 2016 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче тунă. Йышăнупа килĕшÿллĕн 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса патшалăх юридици бюровĕн хăш-пĕр функцийĕсене Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерствин "Социаллă пулăшу мелĕсемпе тивĕçтерекен центр" хысна учрежденийĕ пурнăçлама тытăнать.
Социаллă хÿтлĕх пайĕсем 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ илме тивĕçлĕ граждансене Чăваш Республикин "Чăваш Республикинче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парасси çинчен" Саккунĕпе килĕшÿллĕн çакăн чухне тÿлевсĕр пулăшупа тивĕçтереççĕ:
- сăмах вĕççĕн е çырса право кунсультацийĕ панă чухне*
- заявленисем, çăхавсем, ходатайствăсем тата право ыйтăвĕпе çыхăннă ытти документ хатĕрленĕ чухне (пĕтĕмĕшле юрисдикци сучĕ валли иск заявленийĕ, административлă иск заявленийĕ, заявлени тата çăхав хатĕрлесси, аппеляципе кассаци тата надзор çăхавĕ хатĕрлесси кунта кĕмеççĕ)*
- Раççей Федерацийĕн гражданĕсен интересĕсене патшалăх тата муниципалитет органĕсемпе организацийĕсенче тивĕçтернĕ чухне.
Юридици пулăшăвĕпе патшалăх тÿлевсĕр тивĕçтерессин системинче шутланакан адвокатсем тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе çак енпе кăна тивĕçтереççĕ:
- пĕтĕмĕшле юрисдикци сучĕ валли иск заявленийĕ, административлă иск заявленийĕ, заявлени тата çăхав хатĕрлессипе, аппеляципе кассаци тата надзор çăхавĕ хатĕрлессипе*
- граждансен интересĕсене судра хÿтĕлессипе.
Социаллă хÿтлĕх пайĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвне илес тесен, çак çăмăллăхпа усă курма тивĕçлĕ гражданинăн хăйĕнпе пĕрле паспорт, тÿлевсĕр юридици пулăшăвне илме ыйтса хăй аллипе çырнă заявлени, тÿлевсĕр юридици пулăшăвне илме тивĕçлĕ пулнине ĕнентерекен документсем (çемьене пĕчĕк тупăшлисен шутне кĕртнине çирĕплетекен справка кирлĕ мар) пулмалла.
Енчен те гражданин социаллă хÿтлĕх пайĕ урлă социаллă пулăшу мелĕсене илсе тăрать пулсан, тÿлевсĕр юридици пулăшăвне илме тивĕçлĕ пулнине ĕнентерекен документсене илсе пырасси хăйĕн ирĕкĕ пулса тăрать.
Муркаш районĕнче тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕпе районти социаллă хÿтлĕх пайĕ (район администрацийĕн çуртĕнче вырнаçнă) тата Надежда Алексеевна Егорова, Владимир Вячеславович Иванов, Сергей Пименович Шарапов адвокатсем (кантурĕ редакцин Муркашри Мир урамĕнчи 9 а çуртĕнче вырнаçнă) тивĕçтереççĕ.