Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пособисем, тÿлевсем ÿсрĕç

11 января 2017 г.

Чăваш Республикинче социаллă пулăшу мерисем пирки калакан хăш-пĕр саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Камсене пырса тивеççĕ-ха вĕсем; Кун пирки тĕплĕнрех социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтерекен республикăри центрăн районта вырнаçнă социаллă хÿтлĕх пайĕн ертÿçипе Валентина АНИКИНĂПА калаçрăм.

- Социаллă пулăшăвăн пĕр мелĕ - уйăхсерен илсе тăракан пособи, пысăках мар пулин те, нумай çемьене пырса тивет. Валентина Алексеевна, калаçăва унран пуçлар-ха. Пособисенче мĕн улшăннă;

- Чăнах та, 2016 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнчи 102 номерлĕ "О внесении изменений в Закон Чувашской Республики "О государственных пособиях гражданам, имеющим детей" саккунпа килĕшÿллĕн 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ашшĕ-амăшне (усрава илнисене), опекунсене (попечительсене), ачана йышăннă ашшĕ-амăшне тата патронат воспитательсене ачашăн уйăхсерен паракан пособисем ÿсрĕç.

Çапла иртнĕ çулхипе танлаштарсан, ашшĕ-амăшĕ ачашăн уйăхсерен илсе тăракан пособи 324 тенкĕ таран ÿсет* опекунсем (попечительсем), ачана йышăннă ашшĕ-амăшĕ тата патронат воспитательсем 1524 тенкĕ таран илсе тăрĕç.

Укçа-тенке Чăваш Республикин "Чăваш Республикин 2017 тата планланă 2018 тата 2019 çулсен тапхăрĕ валли бюджечĕ çинчен" саккунпа пăхса хунă. Республикăн кăçалхи çул валли çирĕплетнĕ бюджетĕнче ашшĕ-амăшне уйăхсерен парса тăмалли пособи валли 537,7 млн тенкĕ палăртса хунă, опекунсене (попечительсене), ачана йышăннă ашшĕ-амăшне тата патронат воспитательсене пособи парса тăма - 224,9 млн тенкĕ.

- Тепĕр самант çинче чарăнса тăрас килет. 2013 çултанпа хăш-пĕр çемьесем ачи виçĕ çула çитиччен ятарлă тÿлев илме тытăнчĕç. Çак тÿлевпе çыхăннă улшăнусем пур-и;

- Чăваш Республикин "О ежемесячной денежной выплате семьям в случае рождения (усыновления) третьего ребенка или последующих детей" саккунĕпе килĕшÿллĕн 2013 çултан тытăнса çемьесем валли хушма пулăшу мерине палăртнă. Çапла май çемьере пĕр çын пуçне пурăнмалли минимумран сахал укçа-тенкĕ тивекен çемьесенче виççĕмĕш е ун хыççăн çуралнă ачашăн вăл виçĕ çула çитиччен тÿлев парса тăнă. Çак тÿлев валли укçа-тенке çулсеренех федераци тата республика бюджечĕсенче çирĕплетнĕ. Каламалла, региона федераци пулăшăвне унта ача çуралассин пĕтĕмĕшле коэффициенчĕ Раççейри вăтам кăтартуран пĕчĕкрех пулсан кăна параççĕ.

Чăваш Республикинче çак коэффициент юлашки виçĕ çулта 1,9 чухлĕ пулнă (Раççейри вăтам коэффициент - 1,7). Чăваш Енре ача çураласси çын вилессине çĕнтерсе пырассин динамики палăрать, çавăнпа та кăçал пирĕн республика валли федераци пулăшăвне уйăрса хăварман. Апла пулин те, хальхи вăхăтра регион ку пулăшăва парас ыйтупа ĕçлет.

2016 çулти декабрĕн 20-мĕшĕнче 104 номерлĕ "О внесении изменения в статью 7 Закона Чувашской Республики "О ежемесячной денежной выплате семьям в случае рождения (усыновления) третьего ребенка или последующих детей" саккун йышăннă. Унти улшăнусем çак тÿлеве 2017 çулхи январĕн               1-мĕшĕччен çуралнă ачасемшĕн парса тăрассине тата тÿлев маларах, 2014-2016 çулсенче, тивĕçнисемшĕн ача виçĕ çул тултаричченех вăйра юлнине çирĕплетнĕ.

Уйăхсерен парса тăракан çак тÿлев валли пирĕн регионта сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă: 2016 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пурĕ 590 млн тенкĕ, вăл шутра федераци бюджетĕнчен - 333,7 млн тенкĕ.

- Социаллă пулăшу мерисем тесен куç умне ытларах чух аслă ăрури çын тухса тăрать. Тивĕçлĕ канури çынсене е хăш-пĕр уйрăм категорие кĕрекен граждансене мĕнле улшăнусем кĕтеççĕ;

- 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен вăрçă çулĕсенчи тыл ĕçченĕсене, ĕç ветеранĕсене, реабилитациленисене тата политика репрессийĕсенчен шар курнисене уйăхсерен парса тăракан тÿлевсем те ÿсрĕç. Тыл ĕçченĕсен вăл 1044 тенкĕ, ĕç ветеранĕсен - 1100 тенкĕ, реабилитациленисен - 2634 тенкĕ, репрессисенчен шар курнисен - 2345 тенкĕ.

Кунсăр пуçне вырăнти телефон линийĕпе усă курнин 50 процентне саплаштарасси тата тÿлевсĕр медицина пулăшăвне парассин патшалăх программипе пăхса хунă сиплевпе ытти процедурăна черетсĕр тивĕçесси çаплах юлать.

- Социаллă пулăшăва тивĕçекенсен, хăшĕсен, транспорт хатĕрĕпе çÿрессинче те çăмăллăх пур. Вăл малашне мĕнле пулĕ;

- Граждансен хăш-пĕр категорине кĕрекенсене транспортпа çÿренĕшĕн укçа компенсацине çирĕплетесси тата ăна тÿлесе тăрасси 2017 çулта Чăваш Енре палăртнă йĕркепе пулмалла.

Каласа хăвармалла, 122 номерлĕ федераци саккунĕпе килĕшÿллĕн çăмăллăхсене укçан парассипе ылмаштарнă. Çапла май 2005 çултанпа - федераци çăмăллăхĕсемпе усă куракансем, 2006 çултанпа регион шайĕнчи çăмăллăхсемпе усă куракансем вĕсене укçан илсе тăма пуçларĕç. Укçана "куçарнă" çăмăллăхсен шутĕнче - обществăлла транспорт хатĕрĕпе çÿресси те. Чăваш Енре федераци тата регион шайĕсенчи çăмăллăхсемпе усă куракансем валли "проезд билечĕ" социаллă пулăшăвăн хушма мери шутланать.

Çапла майпа çăмăллăхсемпе усă куракан граждансене суйлама ирĕк панă: çăмăллăхпа е "проезд билетне" туянса усă курмалла, е ун вырăнне тÿлев (укçан) илсе усă курмалла. Тÿлеве кашни уйăхра парса тăраççĕ, анчах та вăл тĕрлĕ категорин тĕрлĕрен. Сăмахран, вăрçă инваличĕсене уйăхсерен тивĕçтерекен тÿлев 4795,17 тенкĕ, вăрçа хутшăннисен - 3596,37 тенкĕ, хĕрÿ çапăçусене хутшăннă ветерансен - 2638,27 тенкĕ, 1-мĕш ушкăн инваличĕсен - 3357,23 тенкĕ, 2-мĕш ушкăн инваличĕсен - 2397,59 тенкĕ, 3-мĕш ушкăн инваличĕсен - 1919,30 тенкĕ. Ытти категори пирки маларах каларăмăр.

2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен федераци тата регион çăмăллăхĕсемпе усă куракансен "проезд билечĕ" ятарлă карттă евĕр пулнă ("чĕрĕ" укçасăр тÿлеме). Вăл хула тата хула тулашĕнчи автобуссемпе тата троллейбуссемпе çÿрессин шутне пăхмасăрах 600 тенкĕпе танлашнă. Çăмăллăхлă "проезд билетне" транспортăн виçĕ тĕсĕ валли пăхса хунă, анчах та çынсем унпа нихăçан та туллин усă курман. Çапах та республика бюджетĕнчен çăмăллăхпа усă куракансене турттаракан транспорт организацийĕсене (транспортăн тĕрлĕ тĕсĕсем) укçана туллин куçарса тăнă.

Çавăнпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ "проезд билечĕн" пĕр пайне, унпа усă курнине çирĕплетнĕ тăрăх, укçан адреслă майпа компенсацилеме йышăннă. Çапла вара йышăнупа килĕшÿллĕн Чăваш Республика территорийĕнчи транспорт расхучĕсен пĕр пайне (Республикăн Транспорт министерствин йышăнăвĕпе çирĕплетнĕ пурте усă куракан транспортпа хулари, хула çумĕнчи ятарлă маршрутсемпе çÿренине кура) компенсацилеççĕ. Компенсацие (вăл "проезд билетне" туянассипе е транспортра усă курмалли ятарлă карттă çине хушма укçа хурассипе çыхăннă) кварталта пĕрре куçарса параççĕ. Компенсаци "проезд билечĕн" 20 проценчĕпе танлашать, анчах та 150 тенкĕрен ытла мар. Компенсацие тивĕçес текенсен кашни квартал вĕçленнĕ хыççăнхи уйăхăн 15-мĕшĕччен пурăннă вырăна кура унти социаллă хÿтлĕх пайне пырса заявлени çырмалла. Паспортăн копине хушса хумалла.

2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне Муркаш районĕнче 1209 çемье ачашăн уйăхсерен паракан пособие илсе тăрать.

Ача виçĕ çул тултариччен парса тăракан тÿлев хальхи вăхăтра 8596 тенкĕпе танлашать. 2016 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕ тĕлне ăна республикăра пурĕ 5666 ача çуралнипе (усрава илнипе) çирĕплетнĕ, вăл шутра 1831 ачашăн - 2016 çулта.

Муркаш районĕнче ку тÿлеве 2017 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 205 ача тĕлĕшпе çирĕплетнĕ.

- Калаçушăн тав.

Н. Николаева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика