11 января 2017 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев январĕн 5-мĕ-шĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн анлă ларăвне хутшăннă.
Ларура республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев палăртнă тăрăх, промышленноçа тата инвестици ĕç-хĕлне аталантарма федераци бюджетĕнче 20 млрд тенкĕне яхăн пăхса хунă. Апла пулсан пулăшăва тивĕçме пуçаруллă кашни предпринимателĕнех шанăç пур. Республикăра вара экспорта ăсатма продукци хатĕрлессипе малашлăхлă проектсем сĕнекенсене пулăшма ятарлă фонд йĕркелеме палăртнă, ăна валли 1,5 млрд тенкĕне яхăн уйăраççĕ.
Ларура Чăваш Республикин "Чăваш Республикин промышленноçа тата инвестици ĕç-хĕлне аталантарассин фончĕ" автономи учрежденине туса хурассипе пурнăçламалли ĕçсен планне çирĕплетнĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Владимир Аврелькин палăртнă тăрăх, фондăн тĕп ĕçĕ-хĕлĕ патшалăх пулăшăвне илме пĕрлехи заявкăсем хатĕрлеме пулăшассипе "пĕр чÿрече" мелĕпе ĕçлессине йĕркелесси, çавăн пекех займсем уйăрса парасси пулса тăрать. Пуçламăш тапхăрта регион фончĕ финанс пулăшăвне тăватă программăпа уйăрма тытăнма планлать.
Ларăва хутшăнакансем çавăн пекех республикăн 2016 çулхи бюджетне мĕнле пурнăçланин малтанхи итогĕсене пăхса тухнă, хĕллехи хутса ăшăтмалли тапхăр мĕнле иртсе пыни пирки, кунсăр пуçне ăшăпа тата шывпа тивĕçтернĕшĕн, таса мар шыва юхтарса кăларнăшăн тÿлемелли 2017 çулхи тарифсене çирĕплетесси пирки сÿтсе явнă.