Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта: ĕнер, паян, ыран

11 января 2017 г.

Тупăшлăрах  ĕçленĕ

Малтанласа палăртнă тăрăх, районăн пĕтĕмĕшле бюджечĕ 2016 çулта тупăшсем енĕпе 549,5 млн тенкĕпе танлашнă. Ку вăл планпа пăхнин 101,1 проценчĕ, 2015 çулхипе танлаштарсан - 97,2 процент. Район хăй илнĕ тупăш виçи 170,4 млн тенкĕ шайĕнче (планпа пăхнин 105,6 проценчĕ тата 2015 çулхинчен 8,9 процент нумайрах) пулнă.

Тупăш илессипе пĕтĕмĕшле ăнăçлă ĕçленĕ май районăн тата ял тăрăхĕсен вырăнти пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсемпе обязательствисене пĕтĕмпех пурнăçлама май килнĕ. Бюджет сферинче вăй хуракансене ĕç укçи, çавăн пекех налуксем, ăшăпа энерги ресурсĕсемшĕн тÿлессипе парăмсем çук.

 

Çĕнĕ çул парни -  Димитрий

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çул районта 339 ача çуралнă - 182 арçын ача тата 157 хĕр ача. Çĕнĕ çемье çавăракансем - 127 мăшăр, 71 çемье саланнă. Пурнăçран уйрăлса кайнисем - 470 çын (233 арçын тата 237 хĕрарăм), 2015 çулта 552 çын вилнĕ.

Районта кăçал çуралнă пĕрремĕш ачана - Муркашри Венерăпа Сергей Кондаковсен Димитрий пепкине январĕн 3-мĕшĕнче регистрациленĕ. Сăмах май вăл çемьере виççĕмĕш ача.

 

 

"Оринино" хуçалăх кубокĕшĕн

Январĕн 14-мĕшĕнче "Оринино" хуçалăх ăмăртусене йыхравлать. Çав кун Оринин шкулĕнче волейболла, шахматла тата шашкăлла выляса "Оринино" хуçалăхăн куçса çÿрекен кубокне çĕнсе илессишĕн ăмăртусем иртеççĕ. Ăмăртусене районти ял хуçалăх производство кооперативĕсен, предприятисен, учрежденисен, шкулсен пĕрлештернĕ командисем хутшăнма пултараççĕ. Волейболистсен командинче 9-ăн тата 1 представитель, шахматистсемпе шашистсен командисенче 1-шер арçынпа хĕрарăм пулмалла. Пĕтĕмĕшле           1-мĕш вырăн йышăннă команда "Оринино" хуçалăх кубокне, 1-мĕш степень диплома тата укçан парнене, 2-мĕшпе 3-мĕш вырăн йышăннисем дипломсемпе укçан парнесене тивĕçеççĕ. Уйрăм енпе палăрнă спортсменсене грамотăсемпе парнесем кĕтеççĕ.

Ăмăртусем 10 сехетре пуçланаççĕ.

В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика