11 января 2017 г.
Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2017 çулхи январĕн 5-мĕшĕнчи 2-рг номерлĕ йышăнăвĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендине çирĕплетнĕ. Ăна кăçал республикăри 994 пултаруллă çамрăк илсе тăрĕ.
Муркаш районĕнчен вара вĕсем сахаллăн мар - çирĕм çиччĕн:
- Анастасия Блинова, Оринин вăтам шкулĕнче вĕренекен*
- Николай Блинов, Муркаш вăтам шкулĕнче вĕренекен*
- Дмитрий Григорьев, РФ Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕн участковăйĕ*
- Вероника Ерзукова, Муркаш районĕнчи "Арçын ачасемпе хĕр ачасен пĕрлешĕвĕ" ача-пăча обществăлла организаци членĕ*
- Юрий Зотиков, Йÿçкасси вăтам шкулĕнче вĕренекен*
- Анастасия Иванова, Муркаш районĕнчи "Арçын ачасемпе хĕр ачасен пĕрлешĕвĕ" ача-пăча обществăлла организаци членĕ*
- Анатолий Кожевников, Муркаш районĕн "Сывлăх" спорт шкулĕнчи бокс уйрăмĕн вĕренекенĕ*
- Марина Кондукторова, Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕнчи вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекен ушкăнăн воспитателĕ*
- Алена Кроликова, Муркаш вăтам шкулĕнче вĕренекен*
- Кристина Максимова, Муркаш вăтам шкулĕнче вĕренекен*
- Ульяна Мокина, Мăн Сĕнтĕр вăтам шкулĕнче вĕренекен*
- Валентина Мостова, Муркаш район администрацийĕн пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ*
- Вероника Николаева, Чуманкасси вăтам шкулĕнче вĕренекен*
- Ирина Николаева, Муркаш районĕн "Библиотекăсен централизациленĕ тытăмĕ" муниципалитет культура учрежденийĕн сектор ертÿçи*
- Светлана Подилкина, Муркаш районĕн Ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ*
- Елизавета Порфирьева, Муркаш районĕнчи "Арçын ачасемпе хĕр ачасен пĕрлешĕвĕ" ача-пăча обществăлла организаци членĕ*
- Александр Прокопьев, РФ Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕн дежурнăй чаçĕн оперативлă дежурнăйĕ*
- Акилина Рылина, Муркаш районĕнчи "Арçын ачасемпе хĕр ачасен пĕрлешĕвĕ" ача-пăча обществăлла организаци членĕ*
- Екатерина Смирнова, Муркаш вăтам шкулĕнче вĕренекен*
- Екатерина Сорокина, Муркаш вăтам шкулĕнче вĕренекен*
- Екатерина Старцева, Муркаш районĕн Ача-пăча пултарулăх çурчĕн вĕренекенĕ*
- Тимур Толстов, Муркаш районĕнчи "Арçын ачасемпе хĕр ачасен пĕрлешĕвĕ" ача-пăча обществăлла организаци членĕ*
- Елена Филиппова, Муркаш районĕн "Клубсен централизациленĕ тытăмĕ" муниципалитет культура учрежденийĕн художество пултарулăх ертÿçи*
- Даниил Филиппов, Муркаш районĕнчи Çамрăк техниксен станцийĕн вĕренекенĕ*
- Наталья Шарапова, Муркаш районĕнчи Ф. Васильев ячĕллĕ ача-пăча искусство шкулĕнче вĕренекен*
- Евгений Яндараев, Муркаш районĕнчи Çамрăк техниксен станцийĕн вĕренекенĕ*
- Станислав Яргунькин, Муркаш районĕнчи Çамрăк техниксен станцийĕн вĕренекенĕ.
Асăрхарăр пулĕ, хастар çамрăксен йышĕнче шкулта вĕренекенсем чылаййăн. Апла пулсан малашне тĕрлĕ предприятипе организацисенче тата учрежденисенче вăй хуракан çамрăксен те, çавăн пекех унти ертÿçĕсен те пуçаруллăрах пулмалли куçкĕрет.
Паянхи сăн ÿкерчĕкре вара эсир Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕн пайĕнче вăй хуракан хастарсене, кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕçнĕ Александр Прокопьевпа Дмитрий Григорьева куратăр. Районти полици сотрудникĕсен йышĕнче 30 çула çитмен çамрăксем татах пур. Çавăнпа та Александрпа Дмитрий çитĕнĕвĕ вĕсене те ĕçре пуçарулăхпа, активлăхпа палăрса тăма хистетех пулĕ.
Н. Николаева сăн ÿкерчĕкĕ.