21 декабря 2016 г.
Çыннăн ĕмĕрĕ 100 çулпа танлашать тетпĕр те, ун чухлĕ пурăнакан çын сайра-хутра кăна. Акă ман кÿршĕри кинемей, ĕç ветеранĕ Анастасия Степанова, кăçал кĕркунне 95 çул тултарчĕ. Ывăлĕпе иккĕшех пурăнаççĕ. Нумаях пулмасть эпĕ вĕсем патĕнче пулнăччĕ. Сăмах çине сăмах тенĕ пек, калаçса кайрăмăр. Ватă çын хăйĕн пирки каласа пама кăмăл турĕ.
Анастасия Григорьевна 1921 çулта çуралнă. Çемьере вĕсем икĕ ывăлпа виçĕ хĕр пулнă. Ун хыççăнхисем - Костьăпа Егор тата Зойăпа Таисия.
1939 çулта вĕсен çемйи çĕнĕ çĕре Свердловск облаçне куçса кайнă. Кунта вĕсем çĕр ĕçĕпе пурăннă, фермăра вăй хунă. Ун чухне ку вырăнта чăваш çĕрĕнчен куçса пынисем сахалах пулман. Кунтах вăл Вăрнар районĕнчен куçса килнĕ чăваш каччипе Николайпа паллашнă.
1941 çулхи çуркунне Анастасия çемйи те, çавăн пекех Николай та тăван çĕре Вăрманкасси ялне куçса килеççĕ. Хыççăнах колхоза кĕреççĕ, амăшĕпе хĕрĕ фермăра выльăхсем пăхнă çĕрте ĕçлеме пуçлаççĕ.
Кăшт каярахпа Аслă Отечественнăй вăрçă пуçланать. Ватă пирки Анастасиян ашшĕне вăрçа илмеççĕ. Анастасия хăйĕн шăллĕне Константина, каярахпа Николая та вăрçă хирне ăсатать.
Николайран виçĕ çыру илме ĕлкĕрет. Кайран вăл вăрçăра вилни пирки хурлăхлă хыпар çитет.
Анастасия хурлăхне ĕçпе пусарма тăрăшать. Фермăрах тăрăшать вăл. Нимĕнле ĕç те тиркесе тăмасть.
Вăрçă хыççăн Гурий Степановпа пĕрлешсе çемье çавăраççĕ. Çемьере ывăлпа хĕр пăхса ÿстерсе ура çине тăратаççĕ. Халĕ иккĕшĕн те хăйсен çемйисем ĕнтĕ. Полина хĕрĕн виçĕ ача, ывăлĕн икĕ ача. 95 çулхи ветеранăн халĕ 5 мăнукпа кĕçĕн мăнуксем 6-ăн.
Пилĕк пĕр тăванран паянхи куна Анастасийăн шăллĕ Егор тата йăмăкĕ Таисия пурăнаççĕ. Вăрçă суранĕсене пула Константин вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Зоя йăмăкĕ те пурнăçран уйрăлса кайнă ĕнтĕ.
В. ЗОТИКОВ.
Йÿçкасси ялĕ.