Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сăрт çинчен те ярăнма пĕлмелле

21 декабря 2016 г.

Йĕлтĕрпе тата конькипе ярăнасси пĕрре пăхсан йывăр мар пек, анчах вĕсемпе ярăнма та ăсталăх кирлĕ. Çавăнпа та ачасене тÿрех хăйсем тĕллĕн пăр е йĕлтĕр йĕрĕ çине кăларса ямалла мар, вĕсене вĕрентсе пымалла. Урана тĕрĕс лартма, кĕлеткене тĕрĕс тытма, тĕрĕс сывлама та, çемçен ÿкме те пĕлмелле. Шкулта çакна физкультура учителĕсем вĕрентеççĕ, анчах ашшĕ-амăшĕн те çакăнтан айккинче юлмалла мар - шкултан килсен ачасем урамра выляççĕ.

Сăрт çинчен çунашкапа ярăнни те, тĕрĕсрех каласан ярăнма пĕлменни те, тĕрлĕ суран патне илсе çитерме пултарать. Çунашка çулĕ çинче трамплинсем пулсан, сăмахран, çунашка ача айĕнчен "тухса тарма" пултарать. Çакна пула ача купарча çине йывăррăн ÿкме пултарать. Ку вара çурăм шăммине амантма пултарас хăрушлăх кăларса тăратать. Çавăнпа та аслисен ачасене хăйсен ĕçĕсене пурнăçличчен маларах ĕç мĕнпе вĕçленме пултарасси пирки шухăшлама вĕрентмелле.

Паян вара эпĕ ашшĕ-амăшне хĕлле ачисене вылянă е ярăннă вăхăтра суранланасран асăрхаттармалли сĕнÿсене шута илме тата вĕсемпе ачăрсене паллаштарма сĕнетĕп:

- хĕллехи вăхăтра ăшă тăхăнмалла*

- урамра нумайччен вылямалла е уçăлса çÿремелле мар*

- урама тухиччен, уйрăмах çиллĕ çанталăкра, ачан питне ятарлă кремпа сĕрмелле*

- пăрлак çул çинче пĕр-пĕрне тĕккелешсе вылямалла мар, ура лартмалла мар*

- сăрт çинчен çунашкапа мар, "ледянкипе" ярăнма тăрăшмалла (çунашкапа сурансем ытларах пулаççĕ), каялла хăпарнă чухне те тимлĕ пулмалла - ярăнакансене хирĕç хăпармалла мар*

- "ледянкипе" тăрса ярăнмалла мар, ларса кăна ярăнмалла*

- ярăннă чухне пĕр-пĕрне тĕксе ямалла мар*

- ярăнса аннă хыççăн вырăнтан хăвăртрах пăрăнма тăрăшмалла, хыççăн ярăнса анакансем çитме пултараççĕ*

- тимĕртен тунă япаласене хĕлле нихăçан та чĕлхепе, тутапа "тутанса" пăхмалла мар, çара аллăн та тытмалла мар, анчах та кун пекки пулчĕ пулсан, кама та пулин пулăшма чĕнмелле.

А. Григорьев,

Муркаш район тĕп больницин травматологĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика