21 декабря 2016 г.
Муркаш шкулĕнче иртнĕ эрнекун пысăк уяв иртрĕ. Çак кун кунта Муркаш районĕнче кадет юхăмне пуçарнăранпа 10 çул çитнине савăнăçлăн паллă турĕç. Уяв мероприятине район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем, право сыхлав органĕсен представителĕсем, шкул коллективĕн тусĕсемпе ĕçтешĕсем, шкултан вĕренсе тухнисем, вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ хутшăнчĕç.
Пухăннисене шкул директорĕ Н. Смирнов саламларĕ, Муркаш лицейĕнче пĕрремĕш кадет класне епле уçни пирки каласа пачĕ.
Кадет юхăмĕн юбилейĕ ячĕпе саламлакансем хушшинче район администрацийĕн пуçлахĕн çумĕ Л. Тарасова, вĕренÿ пайĕн информаципе методика центрĕн заведующийĕ И. Ершова, ЧР Вĕренÿ министерствин, Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин, Ача-пăча полици академийĕн, Суд приставĕсен федераци службин республика управленийĕн, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн, республика органĕсен районти уйрăмĕсен представителĕсем чылаййăн пулчĕç.
Уяв мероприятийĕ вĕçĕнче 8-мĕш класра вĕренекенсене Евгений Егоровпа Даниель Соколова кадетсен йышне йышăнчĕç. Вĕсенчен присягăна Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссарĕн çумĕ А. Петров йышăнчĕ.
Кадетсем, "Вдохновение" хореографи коллективĕ, "Унисон" вокал ансамблĕ, шкулта вĕренекенсем уява пухăннисене концерт программипе савăнтарчĕç.
В. ШАПОШНИКОВ.
Сăн ÿкерчĕкре: кадетăн çĕршыва сыхлама яланах хатĕр пулмалла.