21 декабря 2016 г.
Москакасси ял тăрăхĕнчен Валентина ятлă хĕрарăм шăнкăравларĕ. "Район хаçатĕнче пирус туртнин сиенĕ пирки статьясем тăтăшах пичетленеççĕ. Çак япăх пулăм çыннăн сывлăхне епле пысăк сиен кÿни пирки никамах та иккĕленмест пулĕ тесе шухăшлатăп. Манăн вара хамăн хуйхă. Ывăлпа хĕрĕм иккĕшĕ те шкултан вĕренсе тухрĕç ĕнтĕ, пĕри аслă вĕренÿ заведенийĕнчен вĕренсе тухса ĕçлеме тытăнчĕ, тепри вĕренет-ха. Анчах та иккĕшĕ те пирус мăкăрлантараççĕ. Шухăшласа пăхатăп та, укçа тÿлесех хăйсен сывлăхĕсене хавшатаççĕ вĕт-ха. Çитменнине тата пирусĕ те халĕ йÿнех мар. Çулталăкне иккĕшĕ 50 пин тенкĕрен кая мар укçа сывлăша тĕтĕмпе вĕçтерсе кăларса яраççĕ вĕт. Епле те пулин вĕсене пирус туртма пăрахтарма май çук-ши;" - тет ачасен амăшĕ.
Хисеплĕ Валентина, сире малтанах çавна каласа хăварнă пулăттăм. Пирус та вăл наркотик пекех вĕт-ха. Хăнăхма самантах, анчах та кайран унран хăпма çăмăлах мар. Хам та пирус туртнăран çакна сире çирĕплетсех калама пултаратăп.
Çынна ирĕксĕрлесе вара никам та пирус туртма пăрахтарма пултараймасть пулĕ. Пирус туртни преступлени туни шутланмасть вĕт-ха. Унсăрăн çакă вăл çыннăн прависемпе ирĕклĕхĕсене хĕсĕрлени пулĕччĕ. Çавăн пекех çынна ирĕксĕрлесе эрех ĕçме те чарма май çук вĕт-ха. Халĕ унчченхи пек сиплевпе ĕç профилакторийĕсем çук.
Çавăнпа та пирус туртасси е туртас марри - кашнин хăйĕн ирĕкĕ. Пирус туртма пăрахма вара чи малтанах кашнин хăйĕн çирĕп кăмăл пулни кирлех. Кун пек кăмăл пуррисене врач та сĕнÿсемпе пулăшма пултарĕ. Çавăнпа та Валентина ыйтăвĕпе Муркаш район тĕп больницин психиатр-нарколог врачне Александр Строганова паллаштартăм. Акă мĕн каласа пачĕ Александр Андреевич:
- Пирус туртма пăрахассин мелне суйласа илнĕ чухне çавна асра тытас пулать: эпир пурте расна. Çавăнпа та эсир паллакан çынна е хăвăрăн юлташăра пулăшнă мел сирĕншĕн пачах та юрăхсăр пулма пултарать. Çапах та малтан эпĕ пирус туртма пăрахма шухăш тытнă çынна нимĕнле хушма майсемпе е мелсемпе усă курмасăрах туртма чарăнма сĕннĕ пулăттăм. Кун пек май килмест пулсан вара пирус туртассине майĕпен пачах туртма пăрахичченех чакарса пырас пулать. Енчен те каллех туртма тытăнатăр пулсан, хушма методикăсемпе усă курма сĕнетĕп. Темиçе методикăпа пĕр харăс усă курсан тĕрĕсрех те. Калăпăр, спорт тата таблеткăсем е лăпланма пулăшакан ятарлă чейсем.
Психофизиологи мелĕсенчен спорт, уçăлса тата курса çÿрени лайăх витĕм кÿме пултараççĕ. Хăшĕсене вара çине тăрса ĕçлени пулăшма пултарать. Кун пек чухне пирус туртма вăхăт та, вăй та юлмасть. Йывăр ĕç çыннăн юнĕнче "савăнăç" гормонĕсене нумайланма май парать. Ку вара никотин енне туртăнассине чакарать.
Пирус туртма пăрахассипе тухăçлă майсем шутне акупунктурăна та кĕртес пулать. Кун пек сеанссем ирттернĕ май пациентăн кĕлетки çинчи биологи тĕлĕшпе активлă вырăнсене ятарлă йĕпсемпе тиреççĕ.
Халăх медицини пирки те асăнса хăварни ытлашши пулмĕ. Ун шутне лăпланма пулăшакан хутăшсемпе чейсене кĕртмелле. Вĕсем алкоголь витĕмне чакарма тата пирус туртма пăрахнă чухнехи психикăпа кăмăл-туйăм пăлханăвне лăплантарма пулăшаççĕ. Аптекăсенче вара хальхи вăхăтра ятарлă антиникотин чейсем те пур.
Ятарлă медицина препарачĕсем те пур. Кусем вĕсем таблеткăсем, пластырьсем, сăмсана сирпĕтмелли препаратсем, ингаляторсем. Пирус туртма пăрахмалли препаратсен витĕмĕ никотин витĕмне урăххипе ылмаштарассипе çыхăннă. Кун пек препаратсемпе йĕркеллĕ усă курни сиенлĕ йăларан çăмăлраххăн хăпма, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма тытăнма пулăшать.
Чи эффективлă тата çав вăхăтрах чи агрессивлă мел вара - кодировани. Çынна кодировани тунă май гипноз витĕмĕнче чухне пирус туртнине тата пирус тĕтĕмне чăтма май çуккин туйăмне унăн ăсне хываççĕ.
Автортан. Кун пек тĕплĕ калаçушăн район тĕп больницин психиатр-нарколог врачне Александр Строганова тав сăмахĕ каламалли кăна юлать. Москакасси ял тăрăхĕнче пурăнакан Валентинăна вара çавна каласшăн. Сирĕн ывăл е хĕр, пирус туртма пăрахма хăйсен кăмăл пулсан, специалист çÿлерех асăннă кирек хăш меле те суйласа илме пултараççĕ. Александр Андреевич çавăн пекех ку ыйтупа канашласа пăхма хăйĕн патне те яланах кĕрсе тухма май пурри пирки каларĕ.
Хаçат вулакансене вара тÿрĕ ыйту çине тÿрĕ хурав илмелли телефон номерĕсене аса илтересшĕн: 62-2-82, 8-927-857-42-06.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.