21 декабря 2016 г.
"Новости" информаци агентстви пĕлтернĕ тăрăх, РФ Премьер-министрĕ Дмитрий Медведев Правительствăна спирт шĕвекĕсене ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕнчен кăларма хушнă.
Маларах Александр Хлопонин вице-премьер эрех сутассин йĕркине çирĕплетессипе саккун проекчĕсене çывăх вăхăтрах йышăнасси пирки каланă.
"Малашне кунпа килĕшсе пурăнма май çук. Ку тĕлĕшпе норматив акчĕсене йышăннă хыççăнах кун пек препаратсемпе ваккăн сутă тума чарас пулать. Е вĕсемпе сутă тунине, вăл шутра ЕГАИС системине шута илсе, питĕ тĕплĕн тĕрĕслесе тăни кирлĕ", - тенĕ Медведев Правительство ларăвĕнче.
Премьер хушса çавна каланă. Кун пек продукцие сутакансене пурне те явап тыттарас пулать. Медведев РФ Шалти ĕçсен министерствине ку лару-тăру çине тивĕçлĕ тимлĕх уйăрма чĕннĕ.
"Мĕншĕн тесен хăш-пĕр регионта "Боярышник" "фанфурикĕсене" автоматсенче те туянма пулать. Нимĕнле контроль те çук", - палăртнă премьер.
Маларах Иркутск облаçĕнче контрафактлă "Боярышникпа" çынсем массăллă наркăмăшланнă тĕслĕх пулнă. Наркăмăшланса вилнисен шучĕ 49 çын ĕнтĕ. Больницăна вырттарнисем 10 çын ытла. Наркăмăшланнисем пурте "ванна кĕмелли концентрата" эрех вырăнне ĕçнĕ. Вырăнти магазинсенче вăл 40 тенкĕне яхăн тăрать иккен. Хулара суррогатлă "Боярышникпа" сутă тăвакан 100 ытла суту-илÿ точкине тупса палăртнă.
Следовательсем наркăмăшлă продукцие саракан 7 çынна тытса чарнă ĕнтĕ. Саккунсăр çаврăнăшран 2 пин ытла "Боярышник" "фанфурикне" туртса илнĕ. Экспертсем ку продукцире метанол пуррине палăртнă.
Сăмах май. Декабрĕн 19-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республика Правительствин членĕсемпе ирттернĕ канашлура та «фанфуриксен» ыйтăвне çĕкленĕ. Михаил Игнатьев спирт настойкисене регионти пур суту-илÿ точкинче те сутма чарма хушнă. "Эсир Иркутскри лару-тăрăва пĕлетĕр. Кун пек шĕвексене ирĕклĕн сутни акă мĕн патне илсе çитерме пултарать. Кирлĕ мĕнпур тĕрĕслев мероприятийĕсене туса ирттериччен тата вĕсен кăтартăвĕсене пĕлтериччен ку шĕвексемпе сутă тăвассине чарса лартма ыйтатăп", - тенĕ Михаил Игнатьев.