05 октября 2016 г.
Хĕлле. Нарăс уйăхĕ вĕçленсе пырать. Кил-картишĕнчи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн, яланхи пекех, кăштах уçăлса çÿрес тĕллевпе, Атăл хĕрринелле каякан аслă çул çине тухрăмăр. Хĕл кунĕсем пулин те çанталăк тÿлек те ăшă. Тÿпере çăлтăрсем вăйă карти йĕркеленĕ те пĕр-пĕринпе куç хĕсмелле ăмăртаççĕ, пирĕн шухăш-ĕмĕте инçете вĕçтереççĕ. Тÿпери илемрен кая юлмасăр юнашар вăрман та юр айĕнче асамлăн курăнса ларать. Унăн илемĕпе киленсе утса сисмесĕрех хамăр ялтан 2 çухрăмра вырнаçнă "Алый парус" лагерь патне çитсе тухрăмăр.
Чăрăшсем хушшипе пирĕн еннелле çывхаракан икĕ хĕрарăма курсан эпир вĕсене инçетренех палласа илтĕмĕр. Кусем хамăр тăрăхри хĕр-тантăшсем пулчĕç: Валентина Софроновна Бычковăпа Феоктиста Антоновна Серова. Иккĕшĕ те Шомикри тулли мар вăтам шкулта 40 çул пуçламăш классене вĕрентнĕ, саспалли палламан шăпăрлансен пурнăç çулне уçнă, тăрăшулăхĕпе ял хушшинче ырă ят сарнă.
- Çăва тухсан утă çинче ĕçлеме кăштах вăй пухас терĕмĕр. Кунта пире каннисĕр пуçне сипленме те майсем пур, - кăмăллăн сăмах хушрĕç туссем пирĕнпе танлашсан. Сăмах çумне сăмах та пирĕн калаçу малалла тăсăлчĕ.
Вальăпа Феоктиста иккĕшĕ те 1945 çулта çуралнă, апла пулсан - Аслă Çĕнтерÿ тантăшĕсем. Нумай шыв юхса иртрĕ унтанпа.
1962 çул. Вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе тухнă хĕр-тантăшсем малашлăхра вĕрентекен пулас ĕмĕтпех ĕçе кÿлĕнеççĕ: Шомик шкулĕнче пĕри - пионервожатăй, тепри библиотекарь пулса ĕç биографине пуçлаççĕ. Мал ĕмĕтлĕ хĕрсем ĕçленĕ хушăрах куçăмсăр майпа Канашри педагогика училищине вĕренсе пĕтерсе тăван шкулта кĕçĕн классене вĕрентме пуçлаççĕ. Мĕн тунипе çеç лăпланмаççĕ хĕрсем: пĕлĕве малалла ÿстерес тĕллевпе Йошкар-Олари учительсем хатĕрлекен института куçăмсăр майма (заочно) вĕренме кĕреççĕ. 1970 çулта ăна ăнăçлă вĕренсе пĕтерсе алла аслă пĕлÿллĕ специалист дипломне илнĕ хыççăн вĕсен ĕçĕн çĕнĕ тапхăрĕ пуçланать. Вăл вара шкула килекен ача-пăчана тулли пĕлÿ парассипе çыхăннă. Кун хыççăн кун, çул хыççăн çул - ачасене вĕрентес ĕçре çапла тивĕçлĕ канăва тухичченех. Тăрăшулăхне кура вĕсене пĕрле ĕçлекенсем те, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем те хисеплеме пуçлаççĕ. Мĕн чуль яш-кĕрĕмпе ашшĕ-амăшĕ канашламан-ши вĕсемпе пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илес тесе; Çул юппинче тăракансем сахаллăн пынă-и тата вĕсем патне; Кашниех кирлĕ вăхăтра тивĕçлĕ хурав илнĕ.
Пурнăç хаклавĕ пирки сăмах хускалсан хĕр-тантăшсем тăруках шухăша кайрĕç. Вĕрентекеншĕн пур-ши вăл хăйĕн вĕренекенĕ пурнăç çулĕ çине ăнăçлă тухнинчен пахараххи. Улми йывăççинчен аякка ÿкмест тени пирĕн тĕслĕхре те куç умĕнчех. Валентина Софроновнăпа Феоктиста Антоновна вĕрентсе пурнăç çулĕ çине кăларнă ачасем вара паян ĕçре те, общество пурнăçĕнче те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Валентина Софроновна тăватă ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Икĕ хĕрĕ паян амăшĕн ĕçне малалла тăсаççĕ. Вĕсем Шупашкарти шкулсенче учитель пулса ĕçлеççĕ. Халĕ унăн 7 мăнук.
Феоктиста Антоновна виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Халĕ ĕçчен вĕрентекен 6 мăнукпа савăнса пурăнать.
Тăван Çĕршыв вĕсен пархатарлă ĕçне тивĕçлипе хаклани савăнтарать: нумай Хисеп хучĕпе чысланă вĕсене, ĕç ветеранĕ ят панă. Чи пысăк чыс вара, ман шутпа, хăйсем вĕрентнĕ ачасем, вĕсен пепкисем урама уçăлма тухсан та, лавккана кайсан та юнашар пулни, малашлăха шанса пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утни.
Эпĕ те çак ĕçченсене Учитель кунĕпе саламлатăп, çирĕп сывлăхпа нумай-нумай çул пурăнасса шанса тăратăп.
Герман ОСИПОВ.
Шомик ялĕ.