Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавах сана, учитель!

05 октября 2016 г.

Паян Раççейре Учитель кунне паллă тăватпăр. Çакă районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 13 вăтам тата 9 тĕп шкулта, ачасен хушма вĕренĕвĕн 4 учрежденийĕнче вăй хураканшăн професси уявĕ пулса тăрать. Уяв кунĕ умĕн район администрацийĕн вĕренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт пайĕн пуçлăхĕпе Зоя ДИПЛОМАТОВĂПА тĕл пулнă май районти вĕренÿ ĕçченĕсем хăйсен уявне мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕтсе илни пирки каласа пама, районти вĕренÿ системин аталанăвĕпе паллаштарма ыйтрăм.

- Хальхи вăхăтра патшалăх шайĕнчех вĕренÿ тытăмĕ, системи çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, çакă вăл патшалăх политикин пĕлтерĕшлĕ енĕсенчен пĕри пулса тăрать. Шкулсен, вĕренÿ сферин хальхи задачи вăл экономикăпа социаллă пурнăçа тăнăç аталантарса пыма, пурнăç условийĕсене лайăхлатса пыма никĕс хатĕрлесси кăна мар. Татах тĕллевлĕрех малашлăх задачисем палăртас пулать. Вĕсене Чăваш Республикин 2040 çулчченхи вĕренÿ аталанăвĕн стратегийĕнче, вĕренÿ сферинчи патшалăх, регион, муниципалитет программисенче уçăмлатнă.

Сентябрĕн 15-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕнче Муркаш шкулĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев учительсен коллективĕпе тĕл пулнăччĕ. Вăл ун чухне республикăра Раççей вĕренÿ тата наука министрĕ Ольга Васильева пулни пирки тĕплĕ чарăнса тăчĕ, шкулта ачасене пуçламăш класран тытăнсах пĕлÿ панипе пĕрлех пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пултаракан граждансем ÿстерни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулни пирки каларĕ. Ачасене пĕрремĕш кунранах пурнăçа хăнăхтарса пырассине вĕренÿ процесĕпе çыхăнтарас пулать.

Вĕренÿ системинче çак вăхăта 656 педагог, вăл шутра 374 учительпе 143 воспитатель, хушма вĕренĕвĕн 57 педагогĕ вăй хурать. 93,6 проценчĕн квалификаци категорийĕ пур. Вăл шутра 18,1 проценчĕ чи пысăк категорие тивĕçнĕ.

Педагогсен кадрĕсене çĕнетсе пырассипе çамрăк специалистсене ĕçе явăçтарма тăрăшатпăр. Ку тĕлĕшпе И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе çыхăнса тĕллевлĕ ĕçлесе пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2016 çулта районти 5 çамрăк учитель Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçни вара эпир тĕрĕс çулпа пынине çирĕплетсе парать.

Пирĕн вĕренÿ ĕçченĕсен çитĕнÿсем татах пур. 2015 - 2016 вĕренÿ çулĕн итогĕсемпе Чăваш Республикинчи чи лайăх 90 вĕренÿ учрежденийĕ шутне Муркаш (рейтингра 23-мĕш вырăн), Мăн Сĕнтĕр (55-мĕш), Турай (90-мĕш) шкулĕсем кĕме пултарчĕç. Вĕренÿ учрежденийĕсен уççăнлăхĕ тата кирлĕ информацие сайтсенче вырнаçтарассипе вара Турай шкулĕпе Анаткассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕ республикăра малтисем хушшинче.

Педагогсен професси ăсталăхне ÿстерсе пырассине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Паянхи пурнăçра унсăр май çук. Вĕренÿ ĕçченĕсенчен 30 проценчĕ ытла çуллен ятарлă курссемпе семинарсене хутшăнать.

Педагогсем професси ăсталăхĕн конкурсĕсене хутшăнни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2015 - 2016 вĕренÿ çулĕнче районта "Учитель года", "Воспитатель года", "Самый классный классный", "Лучший преподаватель-организатор ОБЖ", хушма вĕренÿ педагогĕсен "А мы с тобою педагоги, чего мы только не умеем" конкурссем çÿллĕ шайра иртрĕç. Предметник учительсен урокĕсен 10 фестивальне йĕркелерĕмĕр. Вĕсене педагогсен 25 проценчĕ ытла хутшăнчĕ. 2016 çул учителĕн ятне вара Муркаш шкулĕнчи Алина Паладьева тивĕçрĕ. Калайкасси шкулĕнчи Александр Степанов чылай професси конкурсĕсен, вăл шутра тăван чĕлхене, вырăс чĕлхине вĕрентекенсен маçтăр-класĕсен конкурсĕн çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. Алевтина Димитриева (Ярапайкасси шкулĕ), Ольга Петрова ("Солнышко" ача сачĕ), Надежда Порфирьева ("Путене" ача сачĕ) Чăваш Республикин пуçлăхĕн укçан паракан хавхалантарăвне тивĕçме пултарчĕç. Ачасен пултарулăх çурчĕ ЧР Пуçлăхĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне илме тивĕçрĕ.

Пултаруллă ачасемпе уйрăммăн ĕçлесе пырассипе ятарлă система туса хунă. Ÿсĕмсем те пур. Шкул ачисен район команди Пĕтĕм Раççейри регион шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнасси 2015 çулта 10,5 процентпа танлашнă пулсан, иртнĕ вĕренÿ çулĕнче 27 процента çитрĕ. Конкурссене, олимпиадăсене, конференцисене хутшăннин эффективлăхĕ пирки калас пулсан, Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче вăл 85,7 процентпа танлашать. Тепĕр майлă каласан, кун пек мероприятисене хутшăнакан 7 участникран 6-шĕ призерсен шутне кĕме пултарнă. Турай шкулĕнче ку кăтарту 50 процентпа, Муркаш шкулĕнче 17,5 процентпа танлашать.

Пултаруллă педагогсене хавхалантарассине республика шайĕнче пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шкул ачисен Пĕтĕм Раççей олимпиадисен çĕнтерÿçисемпе призерĕсене хатĕрлекен педагогсем валли 250 тата 150 пин тенкĕлĕх хавхалантару премийĕсем туса хурасси пирки указа алă пусрĕ.

Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен тытăнса инвалид ачасем валли федераци патшалăх веренÿ стандарчĕсене пурнăçа кĕртме тытăнтăмăр. Çавна май пуçламăш классен 26 учителĕ квалификацие ÿстермелли курссенче пулчĕ. Дистанци мелĕпе пĕлÿ илме май туса пама инвалид ачасене 14 компьютер оборудованийĕн комплекчĕпе, педагогсене 17 комплектпа тивĕçтертĕмĕр. Пур шкул та Интернета тухма пултарать.

Вĕренÿ ĕçĕ пĕр вырăнта тăма пултараймасть. Çĕршыври патшалăх вĕренÿ системин хальхи тĕп енĕсем шутĕнче ачасене вĕрентсе кирлĕ пĕлÿ, воспитани илме майсем туса панипе пĕрлех вĕсене малашнехи пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшасси те пĕлтерĕшлĕ самант пулас тăрать. Шкултан тухсан вĕсенчен кашниех чăннипех те хальхи Раççей обществин активлă членĕ, профессионал пулса тăма пултартăр. Çавна валли вĕсен пĕлÿ те, хăнăху та, компетентлăх та çитĕлĕклĕ пултăр.

Хисеплĕ учительсем, коллегăсем! Май килнипе усă курса вара сире пурсăра та паянхи çак уявпа - Учитель кунĕпе чĕререн тата ăшшăн саламлатăп! Сирĕн сывлăхăр яланах çирĕп пултăр, пултарулăхăр нихăçан та ан иксĕлтĕр. Эсир вĕрентсе воспитани паракан ачăрсем сире малашне хăйсен ÿсĕмĕсемпе савăнтармалла пултăр. Вĕсен тав сăмахĕ малашнехи ĕçре хавхалантарса пытăр. Уяв ячĕпе сире!

В. ШАПОШНИКОВ калаçнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика