05 октября 2016 г.
Арçын ачасем ытларах
Кăçалхи 9 уйăхра район администрацийĕн ЗАГС пайĕ 262 ача çуралнине регистрациленĕ: 141 арçын ача, 121 хĕр ача. Муркаш, Оринин, Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕсене çĕнĕ кайăк ытларах вĕçсе килни палăрать. Çак тапхăрта 43 ача тĕлĕшпе ашшĕ кам пулнине çирĕплетнĕ, 1 ачана усрава илнĕ, 5 çын хăйĕн биографи кăтартăвне улăштарнă.
9 уйăхра 361 çыннăн кун-çулĕ татăлнине регистрациленĕ. Москакасси, Мăн Сĕнтĕр, Катькас ял тăрăхĕсенче çын пурнăçĕ татăлни ытларах пулнă.
108 мăшăр пурнăç тăршшĕпе алла-аллăн тытăнса та килĕштерсе утма сăмах панă. Çав хушăрах çак тапхăрта 55 мăшăр уйрăлнă та ĕнтĕ. Пĕтĕмпе вара ЗАГС пайĕ граждансен лару-тăрăвне 835 акт çырса çирĕплетнĕ.
П. Давыдова
асăнса
Октябрĕн 8-мĕшĕнче районти "Сывлăх" спорт комплексĕн спорт залĕнче арçынсен командисем хушшинче чылай çул «Ударник» хуçалăха ăнăçлă ертсе пынă П. Давыдова халалланă волейбол ăмăртăвĕ иртет. Турнира çак кунхи 10 сехетчен заявка тăратнă предприятисемпе организацисен командисем хутшăнаççĕ, 10.30 сехетре пуçланать. Командăри çынсен тумĕ пĕр йышши пулмалла, çумра медицина справки кирлĕ.
Пĕрремĕш вырăна тухнă команда куçса çÿрекен кубока, диплома, медале тата асăнмалăх парнене тивĕçет. 2, 3 вырăнсене тухнă командăсене дипломсемпе, асăнмалăх парнесемпе чыслĕç. Çавăн пекех "Чи лайăх тапăнакан", "Чи лайăх вылякан", "Чи лайăх хÿтĕлевçĕ" номинацисенче палăрнисене те уйрăммăн чыслĕç. Сумлă çынна хисеплесе ăмăртăва васкăр.
Р. Илларионова хатĕрленĕ.