30 ноября 2016 г.
"Тÿрĕ ыйту - тÿрĕ хурав" телефонĕ çине Çĕн Тăмлай ялĕнче пурăнакан Татьяна Смелова шăнкăравларĕ. Ку ял Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи 16 ялтан пĕри шутланать. Çамрăках мар, пенсире Татьяна Ивановна. Мăшăрĕпе Октавий Илларионовичпа иккĕшех пурăнаççĕ. Сăмах май, ялĕ те пĕчĕк урам пек кăна ĕнтĕ. Пĕтĕмпе те 5 хуçалăх юлнă кунта. "Перспективлă мар" е малашлăхсăррисем шутне кĕрекен ял темелле пулĕ ĕнтĕ ăна.
"Ялта йĕркеллĕ çулĕ те, водопровод шывĕ те, газĕ те çук. Пĕртен-пĕр цивилизаци - электроэнерги пурри. Юрать-ха хăть хĕл кунĕсенче килсе çулне уçса параççĕ. Эпир хăçан та пулин "çын ретне" кĕме пултарайрăпăр-ши, çак ырлăхсем пирĕн патра хăçан та пулин пулĕç-ши;" - ыйтать автор.
Ыйтăвĕ чăннипех те çăмăл мар. Тивĕçтерекен хурава сире, Татьяна Ивановна, никамах та тÿрех татса калаймасть пулĕ. Пирĕн районта ялсен шучĕ 176 вĕт-ха. Шел пулин те, сирĕнни пек ялсем те çук мар. Çапла, районта çуллен строительство ĕçĕсене сахал мар пурнăçлаççĕ. Çулĕсене те тăваççĕ, шыв пăрăхĕсене те чавса хураççĕ, пурăнмалли çурт-йĕрне те, социаллă объектсене те хута яраççĕ. Анчах çакă пĕтĕмпех пысăк укçа-тенкĕпе çыхăннă. Кунта манăн пилĕкшер-ултшар нульпе вĕçленекен цифрăсем илсе кăтартса сирĕн пуçăра минретме кăмăл çук. Çитменнине тата строительство ĕçĕсене мĕн чухлĕ ытларах пурнăçлатăн, çĕнĕ объектсене хута яратăн - юсав ĕçĕсен калăпăшĕ те çавăн чухлех ÿссе пырать. Унччен тунă çулĕсем те ванаççĕ, чавса хунă пăрăхĕсем те кивелсе шăтса пĕтеççĕ. Вĕсене те юсас-улăштарас пулать.
Çапла, хальхи вăхăтра шывсăр, çулсăр, уйрăмах тата газсăр пурăнма çăмăлах мар пулĕ çав. Çитменнине ватлăх çулĕсенче. Шывĕ çук пулсан çăлне алтма пулать тейĕпĕр, трактор-автомашини йĕпе-сапара çăрса пĕтермесен урам çулĕ те ытлашши йĕркесĕрленсех каймĕ. Анчах та газ пулманни вара хальхи вăхăтра чăннипех те чĕр нуша темелле пулĕ ĕнтĕ.
Апла пулин те, Татьяна Ивановна, манăн сире кăштах та пулин савăнтарас кăмăл пур. Ахăртнех, сирĕн ял тавралăхăн илемлĕ вырăнĕнче вырнаçнă. Çулла йĕри-тавра симĕс курăк, таса сывлăш, кунĕн-çĕрĕн сĕрлекен автомашина е ытти техника сасси хăлхана хупламасть. Кун пеккине, ним пысăклатмасăрах калатăп, тен чикĕ леш енчи çĕршыври пĕр-пĕр пысăк хулара пурăнакан пысăк укçаллă çын та ĕмĕтленме кăна пултарать пулĕ. Хальхи вăхăтра тĕнчере сывлама таса сывлăш çитменнипе çынсем тăн çухатса кайса ÿкекен вырăнсем те çук мар вĕт-ха. Паянах мар, ыранах та мар пулĕ, анчах та пурăна киле сирĕнни пек тăрăхра пурăнас текенсем сахалах мар пулĕç тесе шухăшлатăп. Мĕншĕн тесен сирĕн патра сывлăшĕ те таса, таса сывлăш айĕнче, таса çĕр çинче çимĕçĕ те чи таси ÿсет. Çыншăн вара сывлăхран хакли нимĕн те çук. Анчах та ăна укçалла туянмалла туман çав. Ахальтен-им ĕмĕрĕпех хулара тĕпленсе пурăннисенчен чылайăшĕ ватлăх çулĕсенче те пулин пурăнма яла таврăнма тăрăшать;
Вулакана тивĕçтерекен хурав илес тĕллевпе район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Владимир НИКИТИНПА тĕл пулса калаçрăм. Паллă ĕнтĕ, чи малтанах эпĕ çынсен килĕсене хутса ăшăтассин ыйтăвне хускатрăм. Владимир Германович ăнлантарнă тăрăх, ялсене газ кĕртессипе ятарлă положени пур. Ялта пурăнакан çынсен 10 килĕнчен сахалрах пулсан, кун пек ялсене газ линийĕсем кармаççĕ. Ахăртнех çакă пысăк расхутсемпе çыхăннă. Апла пулсан çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрте те çынсен пурăнакан çурт-йĕре кăмакана вутă хутса ăшăтса пурăнмалла-и-ха; Владимир Германович сире çырупа е ыйтупа акционерсен "Чувашэнерго" уçă обществине тухма сĕнчĕ. Сăмах хăвăр пурăнакан çурт-йĕре электроэнергипе усă курса хутса ăшăтмалла тăвасси пирки пырать. Ăшă памалли системăсене газ валли те, электроэнерги валли те çав-çавах вырнаçтарас пулать. Кун пек тусан вара яла çити тата ялта газ пăрăхĕсене карма, кашни киле кĕртме тата чылай документ хатĕрлеме кирлĕ пулмĕ. Апла пулсан ялта пурăнакансемшĕн те ытлашши расхутлă пулмĕ.
"Тÿрĕ ыйту - тÿрĕ хурав" телефон номерĕсем: 62-2-82, 8-927-857-42-06.
В. ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.