Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Подъездсенче йĕрке пулĕ-ши?

30 ноября 2016 г.

Пурте телевизор та пăхатпăр, хаçат-журнал та вулатпăр. Хальхи вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх отраслĕнче ытларах çĕрте йĕркесĕрлĕх чылай пулни палăрать. Çынсем нумай чухне хăйсене тивĕçтерекен услугăсемпе е вĕсенчен хăшĕсемпе пачах та тивĕçтерменнипе, услугăсен пахалăх шайĕпе, тарифсене сăлтавсăр ÿстерсе янипе кăмăлсăр пулнине тăтăшах илтме-курма тивет.

Пирĕн "Тÿрĕ ыйту - тÿрĕ хурав" почтинче те кун пек çырусем тĕл пулаççĕ. Ытларахăшĕ вĕсенчен Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕ тивĕçтерекен услугăсемпе çыхăннă. Акă паян сире вĕсенчен хăшĕсемпе паллаштарасшăн. "Пире Муркашри ЖКХ ертсе пыракан компанийĕн ĕçĕ пачах тивĕçтермест. Услугăсемшĕн укçа пуçтарнипе кăна çырлахаççĕ, урăх нимĕн те тумаççĕ. Эпир услугăсемшĕн малтанхи пек "Моргаушское" пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх предприятийĕн кассине тÿлеме хатĕр. Çĕнĕ çултан тытăнса çавăн пек пулать тесе калаçаççĕ. Тем пекехчĕ. Эпир ертсе пыракан компание урăххипе улăштарма пултаратпăр-и;" - ыйтать Муркашри Парковая урамра пурăнакан хĕрарăм.

Парковая урамри 4-мĕш çуртра пурăнаканран тепĕр çыру. "Пирĕн урамри 10-мĕш çуртра пурăнакансем хăйсен ыйтăвне тивĕçтерме пултарчĕç. Вĕсем Чăваш Республикин пурăнмалли çурт-йĕр инспекцине çырупа тухнă, ертсе пыракан компани çуртсен подъезчĕсене çуманни-тасатманни, çуртсен таврашĕнчи территорисене тасатса тирпейлеменни пирки çырса пĕлтернĕ. Ку тивĕçсене пурнăçламалли пирки вара РФ Правительствин 2013 çулхи апрелĕн 3-мĕшĕнчи 290-мĕш номерлĕ йышăнăвĕнче палăртнă. Çавна май Пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ ертсе пыракан компание предписани çырса панă. Халĕ вара ку çуртра пурăнакансен уборщик пур, подъездсене çуса тасатаççĕ, çынсем кăмăллă. Пирĕн подъездсенче тасатчăр тесен пирĕн те Пурăнмалли çурт-йĕр инспекцине çăхав çырмалла пулать-и;"

Ертсе пыракан компанин ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ыйтусем çине компетентлă хурав илес тĕллевпе эпĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕпе - капиталлă строительство тата общество инфраструктурине аталантарассин пайĕн пуçлăхĕпе Владимир НИКИТИНПА та, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕн директорĕпе Николай Любимовпа та тĕл пулса калаçрăм.

Çавна уçăмлатма май килчĕ. Чăннипех те çăхав пулнă, ЧР пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕ тĕрĕслев ирттернĕ, Муркашри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанине предписани парса хăварнă. Муркашри Парковая урамри 10-мĕш çурт 5 хутлă тата 2 подъездлă пулнă пирки кунта пурте усă куракан пĕтĕмĕшле лаптăк ыттисенчен пысăкрах. Çавна май асăннă çуртра подъездсене çуса тасатма уйрăм штат тытма нормативпа пăхнă виçе çитет. Çавăнпа çуртăн подъезчĕсене çума уйрăм çын çирĕплетме май килнĕ те. Унччен вара ку çуртра пурăнакансемпе пĕрлехи пуху ирттернĕ, çавна май подъездсене тасатса тăма уйрăм çын тытма услугăсен тарифĕсене çĕнĕрен пăхса тухса çирĕплетме тивнĕ.

Нормативпа пăхнă чухлĕ лаптăк çитмен çуртсем пирки çавна каласа хăвармалла. Хваттерсенче пурăнакансем подъездсене çуса тирпейлеме уйрăм çын тытасшăн пулсан, тен çак ĕçе пурнăçлакан çынна хваттерсенче пурăнакансен шучĕпе хушса тÿлемелле пулать; Ку тĕлĕшпе йышăнăва нумай хваттерлĕ уйрăм çуртра пурăнакансем хăйсем кăна тума пултараççĕ. Хваттерсенче пурăнакансен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕпе пĕрле пуху ирттерсе пĕрлехи йышăну тăвас пулать. Маларах ирттернĕ пухусенче вара кун пек çуртсенче пурăнакансем хăйсен çурчĕсенчи пурте усă куракан вырăнсене тасатса тирпейлесе тăма ятарлă çын тытмалла мар тесе йышăннă пулнă. Çавăнпа та ятарлă çын тытма каякан расхутсене услугăсен тарифĕн шутне кĕртмен. Уйрăм çын тытас пулсан вара тарифсене çĕнĕрен пăхса тухма тивет. Кун пирки йышăнăва та кашни çуртра пурăнакансем хăйсем кăна тума тивĕç.

Ертсе пыракан компание улăштарасси, пĕрлехи ыйтусене татса пама çурт-йĕр харпăрçисен юлташлăхне (ТСЖ) йĕркелесси те конкретлă кашни çуртра пурăнакансен хăйсен ирĕкĕ пулса тăрать.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисемшĕн тÿлессин йĕркине улăштарасси пирки улшăнусем пулма пултарасси пирки те хыпарларĕ Владимир Германович. Раççей Федерацийĕн Строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерстви нумаях пулмасть Правительствăна тĕрлĕ проект сĕннĕ. Вĕсенчен хăшĕсем коммуналлă услугăсемшĕн тÿлессинчи кăткăс лару-тăрăва ансатлатма тивĕç. Уйрăммăн илес пулсан, министерство укçа тÿлевĕн сыпăкĕнчен посредника - ертсе пыракан компание - кăларма сĕнет. Кун пек пулсан вара коммуналлă услугăсемшĕн унпа усă куракансен ертсе пыракан компание мар, услугăна паракана тÿрремĕн тÿлемелле пулать. Кун пирки Раççей строительство тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн çумĕ, пурăнмалли çурт-йĕр тĕп инспекторĕ Андрей Чибис каласа панăччĕ. Ку тĕлĕшпе татăклă йышăну çулталăк вĕçлениччен пулмалла.

 

Сăмах май, нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансене услугăсемшĕн халĕ те хăйсен пĕрлехи йышăнăвĕпе рессурсемпе тивĕçтерекен организацисене тÿрремĕн тÿлесе тăма ирĕк панă. Çавна валли харпăрçăсен пĕрлехи йышăнăвĕ кирлĕ кăна. Акă Муркашри Восточная урамри 6-мĕшпе 7-мĕш, Мăн Сĕнтĕрти Мичурин урамĕнчи 10-мĕш çуртсенче пурăнакансем çак йĕркепе усă кураççĕ те ĕнтĕ.

 

Тÿлев системине улăштарма сĕнни чи малтанах парăмсен проблемине татса парассипе çыхăнни паллă. Андрей Чибис палăртнă тăрăх, çак вăхăта пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă услугăсемшĕн тÿлессипе парăмсем пĕр триллион тенкĕ шайĕнче.

 

Танлаштарма: пирĕн районта 2008 çултанпа коммуналлă услугăсемшĕн тÿлессипе пухăннă парăм 4,5 млн тенкĕпе танлашать.

 

Улшăнусене чи малтанах "Ертсе пыракан компани - ресурссемпе тивĕçтерекен" шайĕнче туса ирттерме палăртаççĕ. Кун пек пулсан ертсе пыракан компанин хăйĕн счечĕ çине укçа-тенкĕ хăй пурнăçлакан услугăсемшĕн кăна - подъездсене тасатса тирпейленĕшĕн, кулленхи юсав ĕçĕсемшĕн т. ыт. те - килсе тăрĕ. Шывшăн, ăшăшăн тата ыттишĕн вара укçа-тенкĕ ресурспа тивĕçтерекен компани счечĕ çине тÿрремĕн пырса тăмалла.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика