30 ноября 2016 г.
Ноябрĕн 25-мĕшĕнче районти Культура çуртĕнче "Единая Россия" партин Муркаш районĕнчи вырăнти уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ ĕçлерĕ. Конференци ĕçне Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов, район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, районти предприяти-организаци ертÿçисем, яваплă ытти ĕçчен хутшăнчĕ.
Леонид Черкесов икĕ уйăх каяллахи суйлавра уншăн сасăланăшăн, хăйне яваплă тивĕç шанса панăшăн конференцие пухăннисене, районти мĕнпур суйлавçăна пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Умри йывăрлăхсене пăхмасăрах район республикăра малта пыракансен йышĕнче пулнине палăртрĕ. "Тĕрлĕрен инвестици проекчĕсем пурнăçа кĕреççĕ, производствăра тата строительствăра ÿсĕмсем курăмлă. Çынсем малашлăха шанчăкпа пăхаççĕ. Ача çураласси ÿсет", - терĕ вăл. Ял тăрăхĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртес ĕçе лайăх йĕркеленĕшĕн тата обществăлла ĕçре активлă пулнăшăн Леонид Черкесов Юнкă, Уйкас Янасал тата Москакасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене Валерий Фомина, Светлана Никифоровăна, Алексей Матросова Чăваш Республикин муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕн Тав çырăвĕсене парса хавхалантарчĕ.
Политканашăн отчетлă тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕ пирки конференцире унăн секретарĕ Ростислав Тимофеев отчет туса пачĕ. Ростислав Николаевич палăртнă тăрăх, юлашки вăхăтра çынсен гражданла активлăхĕ ÿссе пыни палăрать. Çавна иртнĕ суйлав итогĕсем те лайăх çирĕплетеççĕ. Апла пулсан çынсем партие шанаççĕ, ĕненеççĕ, унăн ĕçĕсем те курăмлă.
Отчет докладĕнче Ростислав Тимофеев районăн юлашки 5 çулти экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн итогĕсене уçăмлăн тишкерсе хак пачĕ. Куллен туса пыракан ĕç чи малтанах районăн экономикине, социаллă пурнăç сферисене аталантарассипе, çынсен пурнăç шайне лайăхлатассипе çыхăннă пулнă. Партин кашни çыннăн ырлăх-пурлăхне лайăхлатса пырассипе çыхăннă малашлăх проекчĕсем районта ăнăçлă пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Вĕсен шутĕнче "Инвалидсене тата ветерансене - сывă пурнăç йĕрки", "Земство тухтăрĕ", "Çирĕп çемье", "Ача сачĕсем - ачасене", "Ача-пăча спорчĕ", "Вĕренĕве модернизацилесси", "Хăрушлăхсăр çул-йĕр", "Пурнăç пахалăхĕ" т. ыт. те.
Отчетлă тапхăрта парти членĕсен шучĕ 1288 çынна çитнĕ, партин пуçламăш уйрăмĕсене çĕнĕрен 4 йĕркеленĕ.
Вырăнти тĕрĕслев комиссийĕн отчетне комисси председателĕ Владимир Басяев туса пачĕ. Комисси ларăвĕсене 23 ирттернĕ, тĕрĕслев материалĕсене тишкерсе хак панă. Çавăн пекех вăл парти дисциплинине çирĕплетессин ыйтăвĕсене хускатрĕ.
Отчетпа суйлав конференцийĕнче вăрттăн сасăласа партин вырăнти уйрăмĕн секретарьне суйларĕç. Делегатсем секретарь пулма Ростислав Тимофеевах шанчĕç. Ростислав Николаевич хăйне шаннăшăн тав сăмахĕ каларĕ. "Пĕрле ĕçлесе пынипе чăннипех те сахал мар ĕç туса ирттерме май килчĕ. Апла пулин те ĕçлемелли, татса памалли ыйтусем те çителĕклех-ха. Малашне те сирĕн шанăçа тÿрре кăларассишĕн хамран мĕн килнине пĕтĕмпех тума тăрăшăп", - терĕ вăл.
Конференцире çавăн пекех вăрттăн сасăласа партин вырăнти политканашĕн çĕнĕ йышне, вырăнти тĕрĕслев комиссийĕн членĕсене суйларĕç.
Шупашкарта кăçалхи декабрĕн 23-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри "Единая Россия" политика партийĕн Чăваш регион уйрăмĕн отчетпа суйлав конференцийĕ иртет. Районти конференцире унта кайма Александр Давыдова, Рената Ананьевăна, Александра Скворцовăна делегата суйларĕç.
В. ШАПОШНИКОВ.