30 ноября 2016 г.
Фермăри хĕл кунĕсем
Çĕр пичĕ юрпа витĕннĕ май хĕл сивви те хăй пирки çирĕп аса илтерет. Хĕл кунĕсем - выльăх усраканшăн хăйне евĕр йывăр вăхăт. Ыйтусем нумай, анчах ыранхи кунпа пурăнаканăн пĕр ĕçе те кая хăварма юрамасть.
Иртнĕ эрнере пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарассипе вырăнсенче ĕçсем епле пынипе паллашма тĕрĕслевсем пуçланчĕç. Кĕске хушăрах тĕрĕслевçĕсем Е. Андреев яч. хис., Суворов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕсемпе "Путь Ильича" агрофирмăра тата Хорнуйĕнчи В. Филипповăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче пулса курчĕç, вĕсенче обществăлла выльăха епле хĕл каçарнипе паллашрĕç.
Тĕрĕслевсем малалла пыраççĕ.
Олимпиадăсенче
Пĕлÿ пухасси - пысăк ĕç. Çакăнта тăрăшуллă вăй хуракансем хăйсен пĕлĕвне çулленех олимпиадăсенче тĕрĕслеççĕ. Ку тапхăр кăçал та пуçланчĕ. Хальхи вăхăтра шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн муниципалитет шайĕнчи ăмăртăвĕсем иртеççĕ. Кашни шкулта вĕренекенех çак кунсенче предмет олимпиадисене активлă хутшăнма тăрăшать. Уйрăмах тăрăшуллисем çĕнтерÿсемпе те савăнтараççĕ.
Иртнĕ эрнере шкулсенче вĕренекенсем биологи, истори, информатика тата физкультура олимпиадисенче хăйсен пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Халĕ вырăнсенче ытти предмет олимпиадисем пыраççĕ.
Хăнара -
Нина Яковлева
Амăшĕсен кунне паллă тунă май районти кашни ял тăрăхĕпе вĕренÿ учрежденийĕнче, нумай ĕç коллективĕнче савăнăçлă тĕл пулусем иртрĕç. Çапах ытларах телейлисем ваçкассисем пулчĕç тесен те юрамалла. Шăпах çак кун вĕсем патĕнче хăнара Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артистки, пурсăмăр та юратакан Нина Яковлева пулчĕ.
Хăнана халалласа Н. Никольский музейĕнче куçса çÿрекен "Театр валли çуралнă" фотодокументсемлĕ выставка уçăлчĕ. Çав ятпа иртнĕ тĕл пулура пухăннисене Нина Михайловна хăйĕн пурнăçĕпе, творчество çулĕпе паллаштарчĕ, çынсен ыйтăвĕсене хуравларĕ, театр пурнăçĕнчи интереслĕ самантсем пирки каласа пачĕ.
С. Колбасов ячĕпе
Декабрĕн 3-мĕшĕнче Оринин вăтам шкулĕнче волейбол ăмăртăвĕ иртет. Ăна çулсеренех кикбоксинг енĕпе спорт мастерне С. Колбасова халаллаççĕ.
Ăмăртăва Муркаш районĕнче пурăнакан çынсенчен йĕркеленĕ физкультура командисене йыхравлаççĕ. Мала тухнă командăсем те, уйрăм вылякансем те дипломсемпе парнесене тивĕçеççĕ.
Ăмăрту 10.00 сехетре пуçланать.
А. БЕЛОВ, Н. НИКОЛАЕВА
хатĕрленĕ.