30 ноября 2016 г.
2017 çула Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе йышăннă. Мĕн шутлаççĕ-ха çакăн пирки муркашсем;
Ю. ЖУКОВ, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, композитор:
- Ман шутпа ку питĕ тĕрĕс шухăш. Ачасене тĕрĕс воспитани параканни кам; Амăшĕпе ашшĕ. Атте-аннене хисеплени, юратни - пурнăçра чи кирлĕ пулăм. Çакна ачасене туйма памалла, тĕслĕхпе кăтартмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ эпĕ тахçанах "Тавах сире, атте-анне" юрра çыртăм. Ун чухне атте-анне çинчен юрăсем те çукпа пĕрехчĕ. Халĕ ав нумай.
Н. ИВАНОВА, Ильинка вăтам шкул директорĕ:
- Çулталăк çак ятпа иртни питĕ аван. Çемье çинчен нумай калаçатпăр, анчах та шкулта, сăмахран, акă мĕнле пулса тухать-ха: ачан ашшĕ-амăшне шкула чĕнеççĕ пулсан та, пухусене те, ытти мероприятие те ытларах чухне амăшĕсем килеççĕ. Ашшĕсене те çемьере хăйсен ролĕ тата вырăнĕ пирки аса илтермеллех. Çавăнпа та çитес çул çак "танмарлăха" пĕтерессипе нумайрах тăрăшасса шанатăп. Çемье амăшĕпе ачисенчен кăна тăмасть-çке, унта ашшĕ те пур.
И. ВОЛКОВА, район педиатрĕ:
- Куншăн савăнмалла кăна. Ачан сывлăхне тĕрĕслеттерме пирĕн пата ытларах амăшĕсем килеççĕ. Ачипе пĕрле ашшĕ килни питĕ лайăх, мĕншĕн тесен ачан сывлăхĕшĕн ашшĕн те яваплăха туймалла, ачан аталăнăвне унăн та курса-пĕлсе тăмалла. Ачана икĕ енчен те тимлĕх кирлĕ. Çемьене планлассине те пулас амăшĕпе ашшĕн - иккĕшĕн те хутшăнмалла. Çулталăк ятне кура эпир ашшĕсене консультацисене явăçтарма тăрăшăпăр.
Т. СТЕПАНОВА, ЧНК Уйкас Янасал ял тăрăхĕнчи уйрăмĕн ертÿçи, Н. Никольский музейĕн директорĕ:
- Эпĕ хам та амăшĕ, çавăнпа та çитес çула Чăваш Енре Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕ тесе çирĕплетнине ырлатăп кăна. Кун пек çулталăк пулмаллах. Çемье çинчен калаçма чарăнмалла мар: нумай ачаллисем пирки те, сахалтарах ачаллисем те тимлĕхе тивĕç. Çитес çул вара эпир хамăр йĕркелекен мероприятисенче, уяв каçĕсенче ашшĕсене те тимлĕх ытларах уйăрасси куçкĕрет. Чăвашсен халăх педагогики питĕ пуян, унпа пурин те усă курмалла.
Н. Николаева
ыйтса пĕлнĕ.