Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районĕпе те пĕртен-пĕрре

30 ноября 2016 г.

Сăмахăм Федераци налук службин Чăваш Республикинчи районсем хушшинчи 8-мĕш номерлĕ инспекцийĕн учет тата налук тÿлекенсемпе ĕçлекен пайĕн тĕп эксперт специалисчĕ Надежда Иванова пирки. Калаçу уйрăм çын пирки мар. Пирĕнтен кашниех пĕтĕм тĕнчипе те пĕртен-пĕрре кăна. Надежда Евстафьевна вара районти налук тÿлекенсемпе ĕçлекен пĕртен-пĕр специалист шутланать. Хăйĕн ĕçне яваплăха туйса пурнăçлать, куллен йышăнура пулакан вуншар та вуншар çын ыйтăвне татса парать. Çăмăлах мар пулĕ. Çавăнпах ĕнтĕ Надежда Ивановăна нумаях пулмасть Раççей Федерацийĕн Налук органĕсен ĕçченĕн кунĕнче район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕç.

Сăн ÿкерчĕкре: Надежда Иванова черетлĕ çынна йышăнать.

В. ШАПОШНИКОВ сăн ÿкерчĕкĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика