Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шухăшне ĕçпе пусарнă

17 декабря 2016 г.

Сăн ÿкерчĕкре Шетмĕпуç ял тăрăхĕнчи пултаруллă Галина Архиповăна куратăр. Унăн ал ĕçĕпе инвалидсен районти обществăлла организацийĕ йĕркеленĕ тури чăвашсен музейĕнчи куравра паллашма тÿр килнĕччĕ. Ĕçĕсене ытла та тирпейлĕн ăсталанăран, вĕсенче темĕнле ăшă туйăм пытаннăн туйăнчĕ, çавăнпа та кашни эрешне алла тытса пăхмасăр чăтаймарăм. Ырă кăмăллă хĕрарăм хăйĕн пултарулăхĕпе кăна мар, кун-çулĕпе паллаштарма та хирĕç пулмарĕ.

- Эпĕ ал ĕç тытмасăр пурăнаймастăп. Тен хуйхине те çавăнпах пусаратăп пулĕ. Шухăшламалли сахалах пулмарĕ те, - кăшт пăшăрхануллăн калаçăва пуçларĕ Галина Ивановна.

Ăнланатăп, кашни çыннăн хăйне майлă кун-çул. Апла пулин те вăл хăйне çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа тытма тăрăшрĕ. Ахаль те çутă та вашават сăн-питлĕскер, хăй аллипе эрешлесе çыхнă кĕрен тутăрпа татах та илемлĕн курăнчĕ. Яш çулсенчех вăл тĕрлессипе, çыхассипе кăсăкланнă. Çав ĕçпе уйрăмах юлашки çулсенче ытларах аппаланма пуçланă. Кил-çурт илемĕшĕн те, парнелĕх те ăсталать вăл.

Ачалăхĕ Автанкасси ялĕнче иртнĕ. Çамрăклах тĕрлĕ ĕçе хутшăннă. Ÿссе çитсе пĕве кĕрсен Катăкуй каччипе çемье çавăрнă. Мăшăрĕпе икĕ ача ÿстернĕ. Шел пулин те, пĕр ачин ĕмĕрĕ ытла та кĕске пулнă çав. Вăл каланă тăрăх, ун пирки шухăшламасăр пĕр самант иртмест пулĕ.

Çемье пуçĕ ял хуçалăх ĕçĕнче чылай çул кунне-çĕрне пĕлмесĕр тракторпа, комбайнпа тăрăшнă. Хĕлле те, çулла та техникăпа тăрăшнă. Çавăнпа та ăна районти Хисеп хучĕсемпе кăна чыс туман, республика шайĕнчи хисеплĕ ята та тивĕçнĕ ăста механизатор.

Галина Ивановна вун пилĕк çул майлă Шетмĕпуçĕнчи пекарньăра вăй хунă. Унăн тăрăшулăхне те Тав хучĕсем çирĕплетеççĕ.

- Питĕ килĕшетчĕ унта ĕçлеме. Пекарньăра кăна мар, таврана та çăкăр-булка шăрши тухатчĕ. Çакăр тĕрлĕ лавккана саланатчĕ, туянакан йышлăччĕ. Коллектив та питĕ туслăччĕ. Ĕçлемелле те ĕçлемеллеччĕ, анчах та ăна каярах пĕтерчĕç, - иртнĕ çулсене кăмăллăн аса илчĕ Галина Ивановна.

Ун хыççăн вара вăл ял хуçалăх ĕçне хутшăннă. Шупашкар хулинче те чылай хушă тăрăшнă. Сывлăх тĕлĕшпе йывăрлăх туйнăран ĕçрен уйрăлма тивнĕ. Халĕ хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх, кайăк-кĕшĕк усраççĕ.

Тăрăшуллă Галина Ивановнăн эрешĕсем йышлансах пыччăр.

Р. Илларионова.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика