17 декабря 2016 г.
Ку турнира юлашки 2-3 çулта ирттерменччĕ, вулакансем ыйтнипе çĕнетес терĕмĕр.
Ăмăртăва декабрĕн 24-мĕшĕнче ирттеретпĕр. Ăна редакцире нумай çул ĕçленĕ тата шашка вăййине сарассипе тăрăшнă Михаил Авдеева халаллатпăр.
Вăйăсем арçынсем, хĕрарăмсем хушшинче иртеççĕ. Шкул ачисем те ăмăртăва хутшăнма пултараççĕ.
Çĕнтерÿçĕсем кубоксене, медальсене тата дипломсене тивĕçеççĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăнсене тухнисем - медальсене тата дипломсене.
Ăмăрту райадминистрацин вĕренÿ пайĕн методика кабинетĕнче (1-мĕш хут) 10 сехетре пуçланать.
Шашка вăййине кăмăллакансене пурне те ăмăртăва чĕнетпĕр.