Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Çынсен пуçарулăхĕнчен чылай килет"

17 декабря 2016 г.

Оринин ял тăрăхĕнчи Регина Быковăна хастар йĕркелÿçĕ тенĕ пулăттăм. Çак сăмах чăнлăхне тĕрлĕ ĕçпе çирĕплетме май пур. Регина Петровна пуçарулăхĕпе тăрăшулăхĕ иксĕлми. Вăл виçĕ çул Атапай ялĕнчи клуб ертÿçинче тăрăшать. Вăхăчĕ нумаях та мар темелле, анчах та курăмлă тапхăр.

Нумаях пулмасть ял клубĕнче вырăнти çамрăксен пуçарулăхĕпе ташă каçĕ иртрĕ. Ку ытти чухнехинчен те савăк пулчĕ, мĕншĕн тесен унта вĕсен тÿпи пысăк.

- Çынсен пуçарулăхĕнчен чылай килет. Ку хутĕнче çамрăксем питех те тăрăшрĕç. Пирĕн патри хастар яш-кĕрĕм аякри пулăшăва кĕтсе, шанса тата алă усса ларма хăнăхман. Вĕсем вырăнти пурнăçа татах та савăкрах тăвас тĕлĕшпе харпăр хăй укçи-тенкипе юрă-кĕвĕ аппаратури туянма пултарчĕç. Пирĕн культура вучахĕ вăхăта савăк ирттерес, ташă каçĕнче пулас текенсене, пĕр-пĕринпе хутшăнас кăмăллисене хапăл тăвать. Кунта пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе паллашма та май килĕ, - кăмăллăн калаçать клуб ертÿçи.

Çак пуçарăва, паллах, ырламалла, хамăр тăрăхри хăтлăх - хамăршăн. Яш-кĕрĕм ĕмĕчĕ татах та пысăк, спорт енĕпе те хăш-пĕр çĕнĕлĕх тăвас шухăшлă, ырă пуçару вăя кĕтĕрччĕ ĕнтĕ.  

Ял клубĕ çумĕнче "Сурпан" ушкăн аталанса пырать. Хастар хĕрарăмсенчен тăракан коллектив тăтăшах конкурссене, фестивальсене хутшăнса ырă ят çĕнсе илет, республикăри гала-концерта хутшăнма тивĕçни те вĕсемшĕн пысăк çитĕнÿ пулчĕ. Вырăнти артистсем ăсталăха туптаса пыраççĕ.

Асăннă культура вучахĕ çумĕнче ал ĕç ăстисен "Сельчанка" кружокĕ ĕçлет. Кунта пĕр-пĕрин ăсталăхĕпе палашаççĕ, çĕнĕлĕхсене алла илеççĕ. Çавра сĕтел хушшинче чуна уçса калаçма май пурри те питех те вырăнлă. Ватă çынна сума сăвассине вара асăннă ушкăна çÿрекенсем яланах асра тытаççĕ, тĕрлĕ уявпа е çуралнă кунпа кайса саламлаççĕ.

Регина Петровна культура ĕçĕнче кăна тăрăшмасть. Вăл Çеменкасси ялĕ тăрăх депутатра кăна мар, старостăра та тухăçлă тимлет. Ялсенчи хăтлăх вара депутатпа старостăран та чылай килет. Халăх шанса та кăмăлласа суйланă çын ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тĕп пулăшуçи пулса тăмалла. Ĕçлеме пĕлекен çын пĕрлехи тăрăшулăха ыттисем умне кăларма та именмест. Кăçал вăл республикăри муниципалитет йĕркеленĕвĕсен канашĕ ирттерекен конкурса хутшăнчĕ. Вырăнти ĕç-хĕл пирки "Яллă вырăнсенчи чи лайăх староста" номинаципе презентаци хатĕрлесе тăратрĕ. Асăннă ĕçре вырăнти çынсен пĕрлĕхне туллин çутатма пултарчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ăна иртсе пыракан çулта пуçарулăхшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Тав çырăвне тата алла çыхмалли сехет парса чысларĕç.

- Тавралăх çуркунне чĕрĕлет тенĕ евĕр, эпир те çак вăхăтра тапранатпăр. Ял çыннисемпе пуху ирттеретпĕр. Пирĕн çынсем тавралăха хăтлăх кĕртес енĕпе те, ытти ĕçре те питех те активлă. Çавăнпа вĕсене тав тăватăп. Эпĕ кăна çынсемсĕр тăрăшни курăнмасть, малашне те пĕрлех тимлер. Кирек епле ĕç тăвассинче те Валерий Вязов ырă сĕнÿпе, ыттипе пулăшса тăрать. Унăн канашĕ яланах вырăнлă, - терĕ вăл пурне те тав туса.

Укçа-тенкĕ пухассипе те пурте пуçаруллă. Çулсеренех кĕркуннехи, çуркуннехи тапхăрта йывăç-тĕм нумай лартса хăварма тăрăшаççĕ. Ытти çĕрте санитари тĕлĕшĕнчен тирпей-илем тата хăтлăх кĕртессипе уйăхлăх пырать пулсан, Çеменкасси ялĕнче çакă уйăхпа кăна чикĕленмест. Ĕçлекене ĕç юратать тенĕ евĕр, тимлемелли çулталăк тăршшĕпех тупăнать.

Шыв башни тавра тирпей-илем кÿнĕ. Каснă йывăçпа пĕве таврашне хăтлăх кĕртнĕ, ытти çĕрте усă курнă. Ял йĕри-тавра карта çирĕплетсе çитернĕ те ĕнтĕ. Çăва территорине асăннă ялти çынсем тирпейлесех тăраççĕ. Кам тухма пултарать, кашниех ĕçе хутшăнать.

Ĕçлеме те, канма та пĕлеççĕ асăннă ялсем. Кунта кашниех артист пулса е ытти енĕпе ăста çуралнă тейĕн. Уявĕсене те питех те савăккăн ирттерме пултараççĕ. Ял уявне йĕркелеççĕ, хĕлне ăсатаççĕ, ачасене чыслаççĕ тата ытти те. Çÿлерех асăннă ĕçсене çулсеренех ирттереççĕ.    

Çавăн пекех Регина Петровна çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçре, район пурнăçĕнче активлăхпа палăрать. Районти кăна мар, ун тулашĕнчи мероприятисене те тăрăшсах хутшăнать.

Р. Илларионова.

 

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика