17 декабря 2016 г.
Хĕлле урамра уçăлса çÿрени, йĕлтĕрпе е конькипе ярăнни питĕ усăллă, анчах та ăнсăртран ÿксе суранланни те хĕлле час-часах пулма пултарать. Çутă кун тĕттĕмпе часах ылмашăнни, çак вăхăтра вирус инфекцийĕсем сарăлни те суранланасси çине витĕм кÿреççĕ.
Канмалли кунсенче, тĕрлĕ уяв иртнĕ май, больницăна суранпа килекенсем уйрăмах нумайланаççĕ, мĕншĕн тесен кăшт эрех ĕçни те хусканусен шайлашулăхне пăснине шута илмеççĕ. Çапла вара пăрлак çул çинче тытăнса тăрайманнипе нумай чух ал-ура хуçаççĕ. Паллах, больницăна килеççĕ.
Малтанах каласа хăвармалла, пуç, кăкăр тата хырăм çине ÿксен куçа курăнман сурансем пулма пултараççĕ. Çавăнпа та кун пек чухне яланах врач патне каймалла.
Ÿксе мĕн те пулин ыраттарсан вара ыратнă вырăна сивĕ тытмалла, юн юхассине çыхса чармалла. Алла ыраттарнă пулсан, сăмахран, тутăра е шарфа мăй хыçĕпе ярса ăна çавăрса илсе çыхса хумалла.
Ÿкнĕ хыççăн пĕр-пĕр вырăнта хытă ыратать пулсан, шăмă мăкăлтаннă пулать. Çав вырăна хускалмалла мар çыхса хумалла та, суранланнă çынна больницăна леçмелле. Мăкăлтаннă шăмма вырăна лартассине врача шанса памалла, хăвăр тĕллĕн тÿрлетмелле мар.
Ÿкнĕ хыççăн шăмă хуçăлнине ыратнă вырăна пусса пĕлме пулать - питĕ хытă ыратса каять. Çавăнпа та алла е урана хускатма та пулмасть. Шăмă хуçăлсан сурана яланах курма пулмасть, мĕншĕн тесен шăмă хуçăлсан пур чухне те ÿт татăлмасть. Шăмă хуçăлсан алла е урана хускалмалла мар çыхмалла. Ал айĕнче мĕн пур, çавăнтан (хăма, турат тата ыт. те) шина тумалла. Çывăхра нимĕн те çук пулсан, сăмахран, хуçăлнă урана сывви çумне, хулпуççие кĕлетке çумне çыхса çирĕплетмелле те çынна больницăна леçмелле.
Пуç çине ÿкни питĕ хăрушă, мĕншĕн тесен çакă тĕп нерв тытăмĕн ĕçне те хавшатма пултарать. Çыннăн пуç ыратать, пуç çаврăнать е хăсас килет пулсан, е вăл тăнне çухатать пулсан, е унăн çывăрас килет пулсан, çакна майлă ытти паллăсене сиссен тÿрех васкавлă медицина пулăшăвне чĕнмелле. Ÿкнĕ çынна çийĕнчех вырттармалла, пуçне сулахай е сылтăм енне çавăрмалла.
Нумай чухне эпир васкатпăр, васканă чух вара ÿкме те часах. Апла пулсан ума тимлĕн пăхса пымалла. Васкамалла мар.
Хĕрарăмсенчен нумайăшĕ çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмак тăхăнать, анчах та нумайăшĕ ун çинче йĕркеллĕ утма пĕлменни курăнать. Çÿллĕ кĕлĕллĕ пушмакпа çара уран утнă пек шанчăклă утма пултарайманнисен хĕлле ун пек пушмак пирки мансан та лайăх.
Ÿкессине сиссен ларма тăрăшăр, ал-урана пĕр çĕре "пуçтарăр" - суранланас хăрушлăх сахалтарах пулать.
Çул урлă палăртнă вырăнта çеç каçăр - ăнсăртран шуса кайсан е ÿксен, килекен машинăн чарăнма май пулĕ.
Шăмăсене çирĕплетме вара Д витамин йышăнни ытлашши пулмĕ.
А. Григорьев,
Муркаш район тĕп больницин
травматолог врачĕ.