Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шалти ĕçсен пайĕнче

17 декабря 2016 г.

Паспорт - черетре тăмасăрах

Шалти ĕçсен районти пайĕ те электрон мелпе анлăрах та анлăрах ĕçлеме тытăнчĕ. Акă кашни çынна кирлĕ паспорта та çак мелпе илни вăхăта та, укçа-тенке те перекетлеме пулăшать. Кун пирки тĕплĕнрех РФ Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕн миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уйрăмăн ертÿçине Любовь ПЛЕЧОВĂНА каласа пама ыйтрăмăр.

- Пирĕн районта кăна мар, республикăра пурăнакансен Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспортне тата ют çĕршыва тухма ирĕк паракан паспорта илессипе, çавăн пекех пурăнакан вырăнта регистрациленессипе е регистрацирен тухассипе çыхăннă ыйтусене электрон мелпе татса пама май пурри чăнах та питĕ лайăх. Çакна валли Патшалăх тата муниципалитет услугисемпе тивĕçтерекен пĕрлехи порталпа усă курмалла.

Çак портала кĕрсе заявлени çырасси никамшăн та йывăрлăх кăларса тăратмĕ, мĕншĕн тесен порталти кашни утăма компьютер кăтартса пырать. Çапла вара килтех заявлени çыратăр та (заявлени çырмалли тĕслĕхсем те Порталтах пур), палăртнă вăхăта пирĕн пата, миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уйрăма пыратăр. Пулчĕ те - паспорт алăра.

Заявленисемпе ытти документа нумай функциллĕ центрта та çырма пулать.

Пирĕн уйрăма килес, анчах та черетре тăрас мар тетĕр пулсан, черете онлайн мелпе çырăнма пулать. Çакна валли Раççей Шалти ĕçсен министерствин миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен тĕп управлени сайтне (guvmĕmvdĕru) кĕмелле те патшалăх услугине суйламалла, ыйтупа хăш подразделенине пырассине те. Юлашкинчен вара хăвăршăн меллĕ вăхăта тата куна палăртмалла.

Юлашки вăхăтра ют çĕршыва тухса çÿрекенсем нумайлансах пыраççĕ. Хальхи вăхăтра вара, декабрĕн 14-24-мĕшĕсенче, пирĕн республикăри миграци ыйтăвĕсемпе ĕçлекен уйрăмсенче ятарлă акци иртет. Порталпа усă курса ют çĕршыва тухма ирĕк паракан паспорта кĕске вăхăтра илме май пур. Çул çитмен граждансем валли ют çĕршыва тухма ирĕк паракан çĕнĕ йышши паспорта 10 кунра, кивĕ йышшине 3 кунра черете çырăнмасăрах тата черетре тăмасăрах илме пулать.

Н. Николаева.

Алла суя укçа лексен

Çынна улталас тесе теприсем темĕнле майпа та усă кураççĕ, хăшĕсем вара пĕлмесĕрех улталанаççĕ. Суя укçа алла лексен те çаплах пулса тухма пултарать.

Каласа хăвармалла, Муркаш район территорийĕнче те кăçал суя укçапа усă курнă тĕслĕхсем пулнă. Çавăнпа та пĕлнĕ-пĕлмен çынсенчен тавар туянма васкамалла мар - каялла суя укçа та килме пултарать. Кун пек чухне çак купюра алла лекни çинчен полици пайне пĕлтермелле (тел.: 02 е 62-6-67). Кун пек лару-тăру ĕç вырăнĕнче пулса тухсан, полици сотрудникĕсене чĕнмелли ятарлă кнопкăпа усă курмалла.

Суя укçапа усă курса саккуна пăснăшăн явап тыттармаллине Раççей Федерацийĕн Уголовлă кодексĕн 186 статйинче çырса панă - штрафĕ те пысăк, ирĕкрен хăтарас срок та пĕчĕк мар.

 

Смс-хыпара вулама ан васкăр

Çĕнĕ çул уявĕ çывхарать. Ултавçăсем çакăн пек тапхăрсенче шăпах питĕ сыхă. Çынсем тĕрлĕ ĕç-пуçа пула хăйсен тимлĕхне çухатни çине шанаççĕ. Хальхи вăхăтра вара телефонпа е Интернетпа усă курса ултавлă ĕçсем тăтăшах пулса иртеççĕ.

Çавăнпа та телефон çине пĕлмен номерсенчен килнĕ саламсене вулама тăхтаса тăрăр. Смс е ммс-хыпарсенче салам открыткисем пур тесе пĕлтерме пултараççĕ, эсир вара çав ссылка тăрăх куçма ан васкăр - вирус программи сирĕн телефона çăмăллăнах лекме пултарать. Банк картти çак телефон номерĕпе çыхăннă пулсан вара çапла майпа укçасăрах тăрса юлма пулать. Уяв кăмăллă ирттĕр тесен тимлĕ пулăр.

РФ Шалти ĕçсен министерствин Муркаш районĕнчи пайĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика